Шырав
Шырав ĕçĕ:
Кӗҫех вӑрман чӑтлӑхӗнче юлташӗсен кӗлеткисем курӑнса кайрӗҫ.
XI сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Урапасем ҫывӑхӗнче, урапасем айӗнче тата урапасенчен нумай аякра курӑк ҫинче пур ҫӗрте запорожецсем выртаҫҫӗ, вӗсем пурте илемлӗ ҫывӑраҫҫӗ: пӗрисем пуҫ айне ҫапнӑ кӗлте, тӗприсем ҫӗлӗк хунӑ, тӗприсем пуҫӗсене юлташӗсен айӑк пӗрчи ҫине хунӑ.
V // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
«Хисепле пансем!» кӑшкӑрать шалҫа пек вӑрӑм пӗр жичӗ, хӑраса ӳкнипе мӗскӗнӗн курӑнакан сӑн-питне хӑйӗн юлташӗсен ушкӑнӗнчен кӑтартса.
IV // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Вӑл хӑйӗн иртнӗ пурӑнӑҫӗ ҫине сурнӑ ҫеҫ темелле, вара урӑх нимӗн ҫинчен шутламасӑр юлташӗсемпе ирӗклӗхре пурӑнма тытӑннӑ, хӑйӗнни пекех ун юлташӗсен ҫӳлти ирӗк тӳпесӗр тата чунри яланхи савӑнӑҫсӑр пуҫне тӑвансем те, нимле кӗтес те, ҫемье те пулман.
III // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Юлташӗсен ӗҫӗ тухман чух хӑйӗннинчен ытларах хуйхӑрать.
Ҫитрӗҫ! // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.
Никама та асӑрхама май парас мар тесе, ачасем штаб ларӑвӗсене ирттерме текех пирӗн пата пухӑнмастчӗҫ, хула хӗрринче пурӑнакан юлташӗсен хваттерӗнче: Валерия Борц е Радик Юркин, Жора Арутюнянц, Нина Иванцова патӗнче черетпе пухӑнатчӗҫ.
Юр тарӑнччӗ… // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.
Тепӗр чухне, ҫак сӑмахсене каласа, Олег чӗререн хӗпӗртетчӗ, юлташӗсен характерӗнчи чи лайӑх енӗсене аса илме тытӑнатчӗ, вара эпир унпа пӗрле хавасланма пуҫличченех лӑпланаймастчӗ.
Комсомолла туслӑх // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.
Чун-чӗрере мӗнле шухӑш вӗресе тӑнине пирӗн боецсем хӑйсен юлташӗсен масарӗ умӗнче тупа туса каласа пачӗҫ.
Присяга // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Ачасем хӑйсен юлташӗсен телейне ӑмсаннӑ, хӑйсем тата хытӑрах шӑннӑ, аллисем кӳтсе кайичченех ӗҫленӗ.Дети завидовали счастливцам и еще сильнее мерзли, работая до онемения рук.
III // Мирун Еник. Мамин-Сибиряк Д.Н. Тӑрантаракан тата ытти калавсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 48 с. — 3–18 с.
Нумайӑшӗн ним ҫине хӑпарса тӑмалли те ҫук курӑнать, ҫавӑнпа та вӗсем, хӑйсен юлташӗсен хулпуҫҫийӗсем ҫине улӑхса, сывлӑшра чышкисемпе сулкаласа, кашни хӑйӗн сӑмахӗсене кӑшкӑрать.
2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Пирӗн ӑна айӑпласа вырӑнтан кӑлармаллаччӗ, анчах коммунист хӑй юлташӗсен аллинченех вилет пулсан, ку тӗрӗс мар, ниме те кирлӗ мар.
31 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Минут хыҫҫӑн минут иртнӗ, Тавыльӑн тӗксӗм пит-куҫӗ ерипен ҫуталма пуҫланӑ, унӑн хӗсӗк куҫӗсем, хӑйӗн юлташӗсен пекех, савӑнӑҫлӑн йӑлкӑшма тытӑннӑ.
Экэчо ывӑлӗ // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
«Апла иккен, — терӗ Ильсеяр хӑй ӑшӗнче. — Гаяз пиччен те, унӑн юлташӗсен те шуррисене курӑнса ҫӳреме юрамасть-мӗн. Ав мӗншӗн ячӗ иккен мана атте кунта».
VII // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Вӑл ҫӗр шӑтӑкӗнче пурӑнакан юлташӗсен патне икӗ ҫемҫе ҫӑкӑр, кӑкшӑмпа типҫу тата пӗр ҫыхӑ сухан илсе кайнӑ.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
Вӑл хаҫат валли хӑйӗн статйипе юлташӗсен материалӗсене илсе килнӗ-мӗн.
Хӗмрен — ҫулӑм // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Ҫапӑҫура партизансем сахаллӑн тӑрса юлнӑ пулин те хӑйсем ҫапӑҫу пуҫарса ярса, паттӑр юлташӗсен виллисене туртса илнӗ.
Пӗр хуларан // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 249–269 с.
Вӑл Мишӑна хӑйӗн ҫине ҫӗклесе лартнӑ, вара юлашки виҫӗ аманнӑ ҫын юлташӗсен йӗрӗпе вӑрмана кӗрсе ҫухалнӑ.
Салтак вилтӑпри // Георгий Ефимов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 198–210 с.
Вӑл Тӑван ҫӗршывшӑн кӗрешсе, юлташӗсен хутне кӗрсе, ҫак ирсӗр гросслазаретра вилнӗ.
Салтак вилтӑпри // Георгий Ефимов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 198–210 с.
Амбразурӑсенчен вӗсене юлташӗсен хевтесӗр сассисем илтӗнӗ.
Таракуль редучӗ // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 103–115 с.
Хаецкий иккӗленсе пӗр самант шухӑшласа тӑчӗ те юлташӗсен канашӗпе килӗшрӗ.Хаецкий раздумывал мгновенье, колеблясь, и послушался совета.
II // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.