Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫавӑн чухне, Григорьевпа ун юлташӗсен салтак хӗсмечӗн (службин) малтанхи ҫулӗнче, вӗсемпе пӗрле хӗвел анӑҫнелле утакан ҫамрӑксенчен чылайӑшӗ унтах сапаланса выртса юлнӑ.
IV // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
— Хӑвах илтетӗн, Тукай ӗмпӳ, халӑх мӗнле тиркешсе калаҫать! — терӗ вӑл юлташӗсен пулӑшӑвӗпе тата ытларах хӑюланса.
17. Вӑрманти хӑнасем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Совет влаҫӗшӗн пурнӑҫӗсене панӑ юлташӗсен чунӗсем пирӗн хушӑра!
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Вӑл юлташӗсен хушшинче юрлама-ташлама ӑста, тӗрлӗ вӑйӑ пуҫарма маҫтӑр, ӗҫӗ аллинче вӗрет, сӑнӗпе вара пиҫсе ҫитнӗ ҫырла пек.
Тимӗр туйпа! // З.Ларионова. «Сувар», 2010.01.15, 3№(837), 8 стр.
Гент тӗп ӗҫ патне куҫма васкамасть-ха; пӗр пите, теприне, виҫҫӗмӗшне тимлӗн тӗсенӗ май лару-тӑрӑва виҫсе хаклама тӑрӑшрӗ те ирӗксӗрех хӑйӗнчен хӑй ҫине-ҫинех ыйтать: мӗн калас тени уншӑн чарак-чӑрмав, куляну-пӑшӑрхану кӑларса тӑратмӗ-и. Вӑл хӑйӗн ӑнсӑрт юлташӗсен иртнӗлӗхне пӗлмест, пӗлесшӗн те мар, анчах вӗсемпе пӗрле тачӑ пурӑнни, паллах, ытти сунарҫӑпа ун хушшин-чи чун-чӗм хутлӑхӗн пӗтӗм уйрӑмлӑхне уҫса панӑ ӗнтӗ.
V. Мул тӑвӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Вӑл мӗн хӑтланса ҫӳрени пирки нимӗн те пӗлмен ҫураҫнӑ хӗрӗ патне кай-ма тухнӑскер, хӑйӗн еркӗнӗпе юлташӗсен умӗнче, ҫав этем хӑна ҫуртӗнчи сӗтел хушшинче унта ҫула май кӗнӗ пӗр хӗрарӑма кӳрентересшӗнччӗ, чӑнахах питӗ кӑнттаммӑн кӳрентерчӗ.
XV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Трап тӗлӗнче чарӑнчӗ, юлташӗсен саккунлӑ пӗлес килеслӗхне мӗнпе тивӗҫтересси пирки шухӑшларӗ, унтан куҫӗ умне Стеллӑна, ӑна хӑй каласа кӑтартнӑ шакла пуҫлӑ старикӗн таса мар кантурне кӑларса тӑратрӗ.
IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
Пӗр-пӗрне сӑмахсӑр, анчах пӗлтерӗшлӗн тӗсеме тытӑнчӗҫ, кашнин куҫӗ юлташӗсен сӑн-питӗнче тӗрек шырать.Началось немое, но выразительное переглядывание, глаза каждого искали опоры в лицах товарищей.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
Аян хӑйӗн кӗтесӗнчен штурмана лайӑх курать: сӑнӗ тимлӗ, пиллерсран пуҫне кӑларчӗ те — юлташӗсен ушкӑнӗ ҫинелле сулмаклӑ, кӗске фразӑсем ывӑтма пикенчӗ, чӑмлакан янах шӑммисен хӑнтӑр-хӗнтӗр сасси ҫеҫ вӗсене ҫине-ҫинех чарать.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
Тата миҫе патрон юлнӑ-ши юлташӗсен?
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Синопӑн тата ун юлташӗсен пӗчӗк вигвамӗ шыв хӗрринчех, пысӑк йывӑҫсен сулхӑнӗ айӗнче ларнӑ.Маленький вигвам Синопы и его друзей приютился в тени высоких деревьев, у самой воды.
Тӑмран тунӑ теттесем // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.
Вӑй хурса ӗҫлеме пӗлмен, иртӗхсе ҫеҫ пурӑнакан арҫын юлташӗсен шанӑҫне ҫухатрӗ.
Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.
Делегатсем ун ҫине нимӗн шарламасӑр пӑхса лараҫҫӗ, хӑшӗ-пӗри юлташӗсен хулпуҫҫийӗсем урлӑ мӑйне тӑсса пӑхаҫҫӗ.Делегаты молча глядели на него, иные вытягивали шеи из-за плеча товарища.
1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Вӑл, ыйхӑсӑр ирттернӗ каҫсенче, ҫӗрлехи ҫил-тӑвӑл усаллӑн ахӑрса уланӑ вӑхӑтра, телефон шӑнкӑртаттарнӑ хушӑра, тӳрӗ провод тӑрӑх калаҫнӑ чухне, ӗҫлӗ хутсем, ҫырусем, стенограммӑсем вуланӑ хушӑрах статья ҫырасси ҫинчен шухӑшлать, ҫак статьяпа вӑл юлташӗсен революциллӗн хӗрсе ҫӗкленнӗ хастарлӑхне социализмла ҫӗршыв туса ҫитерес ӗҫ тавра пуҫтарса пӗтӗҫтересшӗн тӑрӑшать; ку задачӑсем — чӑнахах та ҫав тери пысӑк, анчах та пурнӑҫа кӗме пултармалла, питӗ те йывӑр, анчах та ҫавӑрса илме май пур задачӑсем пулаҫҫӗ.
3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Вӑл вара хӗрӳллӗн чӑкӑлташланса хӑйсен хальхи вӑхӑтри юлташӗсен ҫитменлӗхӗсене — пӗри влаҫа ытларах юратнине, тепри чурӑсрах кӑмӑллӑ, виҫҫӗмӗшӗ — хӑюсӑр, тӑваттӑмӗшӗ ҫӑмӑлттайрах пулнисене — аса илчӗ те, влаҫа илнӗ хыҫҫӑн вӗсен ҫав енӗсем хӑрушла амаланса кайма пултарасси ҫинчен шухӑшларӗ.
17 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Ҫак хушӑрах вӑл — Ленин ҫырса хатӗрленӗ сӑмахсене Думӑра питӗ хӗрӳллӗн тухса каланӑ, Дума председателӗпе унӑн юлташӗсен сехрине хӑпартнӑ Малиновский, рабочисен лидерӗ, — ҫав сӑмахсене малтан полици департаменчӗн директорне Белецкине вулаттарнӑ-мӗн!
5 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Анчах чыслӑ, тӗрӗс, ӑслӑ тата вӗреннӗ ҫынсем ҫине налог вуҫех хумалла мар, мӗншӗн тесен вӗсем ҫавӑн пек ҫуралнипе ҫуралманнине, ҫакнашкал лайӑх енсем хӑйсен юлташӗсен те пуррине туйма, хӑйсем те ҫапла пулнишӗн хӑйсене чыслама пултаракан ҫынсем тупӑнма пултарас ҫук.
Улттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Сӳнтерме вӑй ҫук пулнӑ пирки чӗрӗ ҫын юлташӗсен куҫӗ умӗнчех вут ҫине ӳксе ҫунса кайнӑ.но не было сил потушить, и живой человек на глазах; у других падал в костер.
VII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Вӗсене хирӗҫ флешсенчен картечьсемпе переҫҫӗ, анчах французсем, вилӗмле персе тӑнине пӑхмасӑрах, юлташӗсен виллисем тӑрӑх чупаҫҫӗ, ҫывхарса пыраҫҫӗ.
III сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Палачсем Вальӑна «Пауль Зиберт» ӑҫтине, конспирациллӗ хваттерсен адресӗсене, юлташӗсен ячӗсене калаттарасшӑн пулнӑ.
Эпилог // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.