Шырав
Шырав ĕçĕ:
Валет текенни, хӑйне хула ҫынни пек тыткалама тӑрӑшаканскер, Антун ларакан тӗле пычӗ, сулахай аллине шӑлавар кӗсйине чиксе, ҫӑварне йӗрӗнчӗклӗн йӗрсе, пушмак пуҫӗпе урайне шаплаттарса тӑчӗ-тӑчӗ те, сасартӑк туртӑнса, пӗррех! сулса ячӗ сылтӑм чӑмӑрне.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
2021 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче РАН космос тӗпчевӗсен институчӗн директорӗ, РАН член-корреспонденчӗ Анатолий Петрукович Ҫӗр чӑмӑрне вӑйлӑ аркатма пултаракан метеорит диаметрӗ сахалтан та пӗр километр пулмалла тесе пӗлтернӗччӗ.
Пушкӑртстанра метеорит ӳкнине курма май пулнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/31239.html
Ку вӑхӑтра вӗсем ҫине морозовски утлӑ кавалерийӗ пырса кӗрет; ирхине ҫеҫ ҫӗнтерӳллӗн туйнӑ, анчах каҫаллапа тӗппӗн арканнӑ Мамонтов ҫарӗн пӗтӗм тӗш чӑмӑрне вӑл Дон патнелле ывӑтать.
8 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Вӗсем шутланӑ тӑрӑх, ҫӗр чӑмӑрӗ юлашки комета хӳрине пырса ҫапӑнассинчен ӑнсӑртран хӑтӑлса юлнӑ-мӗн, пулас комета вара, вӗсем шутласа кӑларнӑ тӑрӑх, тата вӑтӑр пӗр ҫултан килмелле, ахӑртнех вӑл ҫӗр чӑмӑрне тӗппипех пӗтерет пулмалла.
Иккӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Смоландра пурӑнакансем пурте ҫӗтсе кайнӑ пӗр-пӗр комета ӑнсӑртран кӗмсӗрт ҫӗре тӑрӑнасра, ҫӗр чӑмӑрне вакласа тӑкса унти пурнӑҫа пӗтерсе хурасран хӑрушла хӑраҫҫӗ.
Юнкун, октябӗрӗн 31-мӗшӗнче, Эмиль лашаллӑ пулать тата Петрель-фрупа пӗтӗм Виммербю ҫыннисене вилесле хӑратса пӑрахать // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Ҫавӑн пек чӑмӑрсенчен чи пысӑккисем салтаксене шеренги-шеренгипе пӗтерме кӑна мар, чи Тӗреклӗ стенасене те ишӗлтерсе ҫӗрпе танлаштараҫҫӗ, темиҫе пин ҫынлӑ карапсене тинӗс тӗпне яраҫҫӗ; темиҫе чӑмӑрне пӗрлештерсен, мачтӑсене пӗтӗм хатӗрӗ-мӗнӗпе тата-тата пӑрахаҫҫӗ, ҫын тӑнлавӗсене ҫӗршерӗн-ҫӗршерӗн таткаласа пӑрахаҫҫӗ тата таврара мӗн пуррине пӗтӗмпе ҫаратса хӑвараҫҫӗ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Ӳкнипе пулнӑ хум ҫӗр чӑмӑрне икӗ хут вӗҫсе ҫаврӑннӑ.
Метеорсем // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.
Ломоносов: «Венерӑна пирӗн Ҫӗр чӑмӑрне витсе тӑнӑ пек ҫӑра мар сывлӑш хупласа тӑрать» тесе ҫырнӑ.
Венера // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.
Уйӑхӑн курӑнман тепӗр пайӗнче ҫынсем пурӑннӑ пулсан, пирӗн вӗсене шеллеме кӑна тиветчӗ: тӳпери нумай ҫӑлтӑрсем хушшинче ҫемҫе кӑвакрах ҫутӑпа илемлӗн ҫутатакан тулли Ҫӗр чӑмӑрне вӗсем нихӑҫан та кураймаҫҫӗ-ҫке-ха!
Уйӑха тӗпчесе сӑнани // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.
Географсем пӗчӗк ракетӑпа Уйӑхӑн курӑнман ҫур чӑмӑрне вӗҫсе кайрӗҫ; ку пӗчӗк ракета автомат-ракета корпусӗнче пулнӑ.
Уйӑха тӗпчесе сӑнани // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.
Авалхи индуссем шутланӑ тӑрӑх, Ҫӗрӗн ҫур чӑмӑрне тӑватӑ слон йӑтса тӑрать имӗш, слонӗсем тем пысӑкӑш тимӗр шапа ҫинче тӑраҫҫӗ пулать.
Ҫӗр мӗн евӗрлӗ? // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.
Вӗсем пӗтӗм ҫӗр чӑмӑрне ҫавӑрса илнӗ те ӑна пысӑк та хура ҫӑвар патне тытнӑ; ҫав тӑранма пӗлми ҫӑвар пирӗн планетӑна, кӗл ӑшне хурса пӗҫернӗ ҫӗрулмине ҫинӗ пек, ҫӑткӑнланса, сӗлекине юхтарса, ӗмет, кӑшлать, чӑмлать…
Республика королӗсенчен пӗри // Александр Алга. Горький М. Америкӑра. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 76 с. — 46–61 с.
Йывӑр ҫухатусем тӳссе Тӑван ҫӗршыва, пӗтӗм ҫӗр чӑмӑрне хӳтӗлесе хӑварнӑ.
Вӑрҫӑ инваличӗсене — автомашинӑсем // Ю.Михайлов. «Тӑван Ен», 2008.11.26, 137(9580)№, 1 с.
Ачасенчен пӗри: «Пӗтӗм ҫӗр чӑмӑрне ҫак хулӑсемпе килентерес терӗн-и эсӗ, Рыжова?» — тесен, Нина епле тарӑхса кайнине те астӑватӑп.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
— Иккӗрен пӗри: е килӗрсене кайӑр — мана хӑравҫӑсем кирлӗ мар, — терӗ те начбриг, аллине ҫӗклесе чӑмӑрне чӑмӑртарӗ, — е сирӗн хӑюллӑ, паттӑр хӗрлӗармеецсем пулмалла… сирӗн ҫинчен халӑх ырӑ сӑмахпа ҫеҫ асӑнмалла пултӑр.
Николаевска илни // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.
Маякин, аллине пуҫӗ ҫине ҫӗклесе, чӑмӑрне чӑмӑртаса, тилӗрсе кайса юнанӑ.Маякин поднял руку над головой и, сжав кулак, яростно погрозил им.
X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Апла, пӗтӗретӗр-ха, эппин, ҫӗр чӑмӑрне? — тем кавленӗ чухнехилле япӑххине кӑмӑлсӑррӑн хускатса, Андрей Васильевичпа Динӑна шанмасӑррӑн пӑхрӗ вӑл.
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
— Акӑ, — Егорка чӑмӑрне уҫса кӑтартать, тепӗр аллипе вӑл анакан йӗмне тытнӑ.— Вот, — разжимает кулак Егорка, придерживая другой рукой сползающие штаны.
Ятарласа хушнӑ ӗҫ // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
Унтан сасартӑк чӑмӑрне уҫнӑ, кит мӑйӑхӗ пружина пек тӑсӑлса тӑнӑ.
Киш ҫинчен ҫӳрекен юмах // М. Волков. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 35–47 с.
Вӑл ӑна меллӗн кӑна чӗркесе ҫӑмха пек тунӑ та чӑмӑрне пытарнӑ.
Киш ҫинчен ҫӳрекен юмах // М. Волков. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 35–47 с.