Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑл ҫулпа аннӑ та чул хӳмепе карнӑ йывӑҫ пахчи курнӑ; хӳме урлӑ хура чие йывӑҫҫисем курӑннӑ, ҫавӑнтах тата лаптак тӑрӑллӑ пӗр пӗчӗк пӳрт ларнӑ.
3 // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Тёма, хӑй умӗнчи витен чул хӳмине, унӑн уҫӑлнӑ пӗчӗккӗ алӑкне курах каять, унта вунӑ хӑлаҫран та ытла мар: енчен лаши витене ҫӗмӗрттерсе кӗрес пулсан, Тёма хӑй шӑпах чул хӳме ҫумне ҫитсе ҫапӑннӑ пулӗччӗ, вӑл ӑна чухласа илет.
Ӑнӑҫсӑр кун // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Ӑҫта хуралласа тӑмаллине эпӗ малтанах палӑртса хутӑм: сад вӗҫӗнче, Засекинсемпе пирӗн сада уйӑрса тӑракан хӳме патӗнче, вӑл пысӑк хӳмене тӗкӗннӗ тӗлте, пӗччен чӑрӑш айӗнче; ҫав аялтанах туратланса ӳсекен чӑрӑш лӑсси витӗр эпӗ таврара мӗн пулса иртнине каҫ тӗттӗмӗнче те лайӑх сӑнама пултаратӑп; кунтанах пӗчӗк ҫул авкаланса иртет, вӑл мана ялан темле вӑрттӑнлӑхпа витӗннӗн туйӑнатчӗ: вӑл хӳме ҫумӗпех ҫӗлен пек авкаланса иртет те акаци тӗмӗсенчен тунӑ ҫаврака беседка патне пырса тухать (ҫак тӗлте хӳме урлӑ каҫнӑ ура йӗрӗсем пур).
XVII // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.
Шухӑшларӑм-шухӑшларӑм та эпӗ хамӑн ҫуртӑм тавра тата тепӗр хӳме тӑвас терӗм, ҫӗрпӳртрен тухмалли шӑтӑка ҫав хӳмепе малтанхи хӳме хушшине хӑварма палӑртрӑм.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Эпӗ ӑнлантӑм: ку пусма ӑна хӗрарӑмсем патне хӳме урлӑ каҫса ҫӳреме кирлӗ-мӗн.
Инкер-синкер // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 191–208 стр.
Эпе ӑна хӳме ҫумне сӗвентерсе тӑратрӑм та хӑй ӑҫта пурӑннине ыйтрӑм.
Инкер-синкер // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 191–208 стр.
Эпӗ каллех шыв кӳлленчӗкне кӗтӗм те юрлакан хӗрарӑма хул айӗнчен ҫӗклесе, хыҫран чӗркуҫҫипе тӗрткелесе, хӳме патне илсе тухрӑм; вӑл каялла туртӑнать, аллисене сулкаласа кӑшкӑрать:
Инкер-синкер // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 191–208 стр.
Тепӗр ҫӗрте, хӳме патӗнче, кӗтесре темиҫе теҫетке ҫын пухӑннӑ та вӗсен хушшинче такамӑн хӑвӑрттӑн тухакан, пӑчлана-пӑчлана ларакан сасси ҫилӗллӗн янӑранӑ:
Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.
Пӗр пули тата, хӳме хӑми тӑрӑх шуҫса кайса, ҫын пичӗсем ҫинелле вӗт турпас татӑкӗсем силлесе тӑкнӑ.
Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.
Хӳме патӗнче тӑракансем хӑмасем чӗтресе кайнине илтнӗ, — тахӑшӗн курӑнман шӑлӗсем хӑмасене ҫилленсе ҫыртнӑ пек пулнӑ.Стоявшие у забора слышали, как дрогнули доски, — точно чьи-то невидимые зубы злобно кусали их.
Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.
Хумсене тытса чарасшӑн чул хӳме тӑвакан ҫынсемпе тулнӑ ҫырана хум пыра-пыра ҫапать, пырса ҫапӑннӑҫемӗн, ҫак ҫӗр ҫинче ӗмӗртен хӑй мӗн курни ҫинчен хӑйӗн янӑравлӑ та ачаш юррине юрлать…
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Вӗсем, тӑва динамитпа аркатса, ӑна, чугун ҫулӗ каймалли вырӑн тӑвасшӑн, киркӑсемпе тӗпретеҫҫӗ, вӗсем ҫав тери пысӑк хурансенче цемент ҫӑраҫҫӗ те, унран кубла сажен чулсем туса, вӗсене тинӗс тӗпне антараҫҫӗ, ҫапла, тинӗс хумӗсен улӑпла вӑйне хирӗҫ чул хӳме хываҫҫӗ.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Малтан ӗҫ ҫине картина ҫине пӑхнӑ пек пӑхас килнипе, эпӗ ту ҫине улӑхрӑм та, унтан хӑватлӑ та вӗҫӗ-хӗррисӗр тинӗсе тата ун хӗррине хӳме тытас тесе аппаланакан пӗчӗк ҫынсене пӑхса лартӑм.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Йӗри-тавра сӗм-тӗттӗм пулнӑ, йӳҫӗ шурлӑх хӑйӗн тӑранми, ҫӗрӗк ҫӑварне карса пӑрахнӑ, вӑл кашни пусӑмрах ҫынсене ҫӑта-ҫӑта янӑ, йывӑҫсем, хӳме пек пулса, ҫула картласа тӑнӑ.
III сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.
Хӳме ҫинчен темӗнле тӑваткал, йывӑр япала курӑнчӗ.
II сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Сылтӑмра, шыв ҫийӗпе, сивӗ те йывӑр-ҫӗлен пек, нӳрӗ чул хӳме тӑсӑлса выртнӑ.Справа над водой тянулась сырая каменная стена мола, как холодная, тяжелая змея.
II сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Сасартӑк Челкаш темскертен аллисемпе уртӑнчӗ те, сывлӑшалла ҫӗкленсе, хӳме ҫинче ҫухалчӗ.И вдруг, уцепившись за что-то руками, Челкаш поднялся на воздух и исчез на стене.
II сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Гаврила, яка чултан тытӑнса, кимме хӳме ҫумӗпе шутарчӗ.Гаврила, цепляясь руками за скользкий камень, повел лодку вдоль стены.
II сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Ҫыра тавра куҫа курӑнми хӳме ҫавӑрнӑ пекех туйӑнать вара.
9-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Решеткеллӗ хӳме ҫумӗнче каллех ирхи, кӑнтӑрлахи сехетсенче, «пичче» мӗлки курӑнса иртет; вӑл хул айне пысӑк пакет хӗстернӗ, хӗлле те, ҫулла та резина калушпа ҫӳрет.
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956