Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хытнӑ (тĕпĕ: хыт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Паллах, ҫӑмӑлах пулмарӗ унӑн малашнехи Турӑ патнелле хывӑннӑ ҫулӗ (пурне те пултаракан пирки иккӗленни те, унпа ӑшӗнче тупӑшни те, Полина вилӗмӗшӗн ӑна айӑплама пӑхни те пулчӗ), анчах Турӑ кӗнекисене, уйрӑмах псалтире, тӗплӗнрех, ӑша хывса вулани унччен ӑс-пуҫра цементленсе хытнӑ материализм никӗсне самаях хавшатса ишӗлтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Лишайника аса илтерекен тарӑнрах хытнӑ куҫӗсенче те вут-хӗмлӗ яшлӑх ялтӑравӗ тӑмӑчах палӑрмасть.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Манӑн тарлӑ сӑн-питлӗ, ӗҫре хытнӑ алӑллӑ ҫынсемпе тӗл пулас килет.

Мне хочется встретить людей с нотными лицами, с мозолистыми руками.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Чӗмпӗртен эрнелӗхе килнӗ Кӗҫтук хӑйӗн пӳлӗмӗнче кӗнеке вуласа ларатчӗ — пӳрт умӗнчех шӑнкӑрав янранине, шӑнса хытнӑ юра ҫуна тупанӗ кӑчӑртаттарнине илтрӗ те чӳречерен пырса пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Унӑн пичӗ хӗвелпе пиҫсе хуралнӑ, ҫилпе кушӑхнӑ, аллисем, ана ҫинчех юр айне пулнӑ ҫӗр улмине кӑларса, ҫуркаланнӑ, хытнӑ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Те кӗвелсе хытнӑ юн шӑрши вӑл, те гипс айӗнче пӳрленекен суран шӑрши?..

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Вӑл — чухӑн ҫи-пуҫлӑ тӑлӑх хӗр, сивӗ ҫил ҫинче кушӑрханӑ питлӗ, йывӑр ӗҫпе хытнӑ алӑллӑ ҫамрӑк рабочи, аякри ют хулана эвакуаципе килнӗскер…

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Ҫӑвар умӗнчи вӗри сывлӑшпа йӗпенсе шӑнса хытнӑ тумтирсем, лаша хӑмӑчӗ пек, мӑй тавра явӑнатчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Чугун ҫулӑн икӗ енӗпе // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 67–71 с.

Прахӑр ҫеҫ Миххана курайманнипе тӳссе лараймасӑр ури ҫине тӑчӗ, йывӑр ӗҫпе пиҫсе хытнӑ аллине чӑмӑртарӗ.

Куҫарса пулӑш

XXIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Торф кӑларнӑ чухне пилӗк таранах лапра ӑшне анса кайнӑ, ҫур кӗлетки хускалаймиех шӑнса хытнӑ Михалана Елюк киле илсе таврӑнать.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Шӑнса хытнӑ пӳрнисем вӑйсӑррӑн чӑмӑртаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Кӗрсе тӑни, хӑнӑхман ҫутта курса, куҫне хӗсет, шӑнса хытнӑ ҫӑматтисемпе шаклаттарса, тимӗр кӑмака патне ҫывхарать.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Ватӑлса чунӗ хытнӑ ҫын ҫемҫелнине эп хам пурнӑҫра пӗрремӗш хут куртӑм.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 73–85 с.

Ҫул та чиперех, пирчекленсе хытнӑ кӑна.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 73–85 с.

— Павӑл кумӑн кӗҫӗн ывӑлӗ Май уявне килнӗ, — типсе хытнӑ чӗлхине аран-аран вылятрӗ Ваҫлей.

Куҫарса пулӑш

Анкарти виҫекенсем // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 61–66 с.

Ӗҫпе хытнӑ аллисем чӗтренӗ.

Куҫарса пулӑш

Пролог // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Алли ҫех кӑштах хытнӑ.

Рука только немножко скованна…

Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Тырри пулса ҫитнӗ, пӗрчи хытнӑ та хаваслансах йӗтем ҫинче выртать вӑл.

Вот он, хлеб, созрел, зерна его затвердели, благодатно раскинулись на току.

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Шӑнса хытнӑ чухнехи пек, ӑш чӗтрет, хӑлха янӑрать.

Его начинает бить дрожь, будто ему холодно; в ушах звенит колокол.

«Пӗр ялсем» // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пулӑ та тытнӑ, хӗвел ҫинче те хытнӑ.

И рыбу ловил, и сам с ней на солнце вялился…

Яка Илле мунча кӗрет // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех