Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пурин ҫине те вӑл кичеммӗн пӑхкаласа илет, уҫӑмлах мар сасси унӑн ҫынсене йӗкӗлтемелле ӳркевлӗн илтӗнет.Посматривал на всех скучно, и глуховатый голос его звучал подзадоривающе лениво.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Аллине малалла тӑсса хурса тата сӑмахсен сыпӑкӗсене хӑйне майлӑ татса уйӑрса, вӑл хӑйӗн уҫӑмлах мар сассипе хуллен ҫапла вулать:Протянув руку вперёд и странно разрубая слога, он тихо говорит своим глухим голосом:
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Эпӗ унӑн ыйтӑвӗнче халлӗхе хамшӑн уҫӑмлах мар, темӗнле вӑрттӑн пӗлтерӗш пуррине туйса илтӗм.В самом вопросе чувствовался пока еще непонятный для меня, скрытый смысл.
4 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
— Нумай пулмасть ҫак пӳлӗмре пире Ковшов: «Эпир кунта пурте — ҫӗнӗ проектӑн авторӗсем. Ҫак проектра пире нумайӑшӗ уҫӑмлах мар-ха, анчах эпир ӑна пурӗпӗр тӑватпӑр», терӗ.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Паллах, шанчӑксӑр ҫынсене тата уҫӑмлах маррисене пурне те сӑтӑрҫӑсен шутне ҫырса хума ҫӑмӑл.Конечно, проще и легче записать всех сомнительных и не совсем определившихся людей во вредители.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Сасартӑк ҫав тери вӑйлӑн шӑхӑрса яни шӑплӑха вӑратнӑ, вара пур енчен те кӳлӗри хӑмӑшлӑх ӑшӗнчен, ҫил чухнехи пек хумхана пуҫланӑскер ӑшӗнчен, вӑрӑммӑн та уҫӑмлах мар улани илтӗнсе кайнӑ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Николай Степанов. Герасимов, Е. Щорс: [тулли мар вӑтам шкулсем валли] / Е. Герасимов, М. Эрлих; Н. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 208 с.
Шурӑн маларах, пӗлсех мар ӳкернӗ портречӗсем те Зоя сӑнӗ майне килетчӗҫ — тӗрӗссипе ӗнтӗ, уҫӑмлах марччӗ, ҫапах та хут листи ҫинчен Зойӑн шӑтарас пек тинкерекен шухӑшлӑ куҫӗсем пӑхатчӗҫ…
Кӗрен кӗпеллӗ хӗрача // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
— Ҫ-ҫук… уҫӑмлах мар… ҫапах та малалла кала, тархасшӑн кала.
VII // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Фортепиано, паллах, сасӑ тӗлӗшӗнчен пуянрах, туллирех, янӑравлӑрах, анчах вӑл пӳлӗмре тӑрать, шӑхличӗ вара уя та пӗрлех илсе тухма пулать; унӑн ши-ши-чӗвӗлти янӑравӗ ҫеҫенхирӗн лӑпкӑ ҫил кассипе пӗр пек илтӗнет те, Петруҫ вара хӑй те уйӑрса илеймест: пуҫра ҫаврӑнакан уҫӑмлах мар шухӑшсене таҫтан инҫетрен ҫил вӗртерсе килет-ши е вӑл хӑех хӑйӗн шӑхличинчен вӗрсе кӑларать-ши.
II // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Ыйхӑри сӗмленӳ унӑн ӑс-тӑнне ытларах пусса илсен, бук йывӑҫҫисем илтӗни-илтӗнми кашлани йӑлтах шӑпланса ҫитнӗ хыҫҫӑн вӑл ялти йытӑсем инҫетре вӗрнине те, юханшыв леш енче шӑпчӑк юрланине те, ҫаранта ҫӳрекен тиха мӑйне ҫакса янӑ хӑнкӑрма сассине те уйӑрса илейми пулса ҫитсен, — пӗтӗм уйрӑм сасӑсем ҫухалма пуҫласан, — вӗсем пурте, пӗр тикӗс те хитре сасӑ пулса тӑрса, кантӑкран вӗҫсе кӗнӗ те, темӗнле уҫӑмлах мар, анчах ҫав тери илемлӗ тӗлӗк евӗр унӑн вырӑнӗ тавра вӑрахчен вӗҫсе-ҫаврӑнса ҫӳренӗ пек туйӑна пуҫланӑ ӑна.
III // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Ҫавӑн пек самантсенче ун ҫине пӑхсан, унӑн чӗринче уҫӑмлах мар юрӑ кӗвви евӗр палӑри-палӑрми шухӑш тӗвви ҫуралса янӑрама тытӑнать, теме пулатчӗ.
I // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Каҫӗ, чӑнах та, уҫӑмлах марччӗ, анчах пӑч тӗттӗм тесен те тӗрӗс мар — нимӗҫсем ӑна курма пултараҫҫӗ.А ночь хоть и смутная была, но нельзя также сказать, чтобы совсем темная — немцам видать его.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Кӑнтӑрла, бинокльпе пӑхсан, виноградниксенче ӗҫлекен ҫынсем епле кӑмӑлпа ӗҫленине те туйса илме пулать, ял вӗҫӗнчи «буфетран» юрлакансен сассине тата баянӑн ытла уҫӑмлах мар кӗввине илтме пулать.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Е, ӗлӗкрех, Яссы патӗнче пулнӑ пек, пысӑк та ытлашши уҫӑмлах мар операцин хӑрушӑ самантӗнче пӗр-пӗр дивизи командирне вӑл ҫапла калать:
Пӗрремӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Вӑл уҫӑмлах пулмарӗ-ха, ҫапах та усӑ кӳрес пек туйӑнчӗ, анчах та ку шухӑш пит вӑраххӑн аталанса пычӗ, ҫавӑнпа та хӗрарӑм, унӑн ӳсӗмне васкатас шутпа, хӑйӗнчен хӑй ҫине тӑрсах ыйтрӗ:
XVI // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Хайӗнче нихҫанхинчен ытла пысӑк вӑй пулнине туйнӑ вӑл, анчах ӑс-пуҫра хӗвӗшсе ҫӳренӗ плансем уншӑн уҫӑмлах пулайман-ха, вӗсем яланах унран хӑйӗнчен килмен чӑрмавсем ҫине пыра-пыра ҫапӑннӑ.
6. Виҫҫӗмӗш хӑвӑртлӑхпа // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Ҫурма подваллӑ пӳлӗмрен кӑна, халӗ те дежурнӑйсем ларакан ҫӗртен, вӑйсӑр хӑй ҫути тулалла тухса, уҫӑмлах мар икӗ тӑваткӗтеслӗх туса ҫӗр ҫине ӳкет.
2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Хамӑрӑн уйрӑм батальон пирки мана пуҫтарӑну пунктӗнче уҫӑмлах каламарӗҫ: батальон самаях арканнӑ, чӗрӗ юлнисем ҫапӑҫакан ҫара куҫнӑ, терӗҫ.
1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Ҫак виҫӗ кун хушшинче эпӗ мӗн курни, мӗн туйни-сисни, мӗн илтни пурте ҫав туйӑма пӗрлешрӗ; вӑрмансенчи ырӑ сухӑр шӑрши, улатаккасем ҫуйхашса таккани, хӑйӑрлӑ тӗпӗсенче чӑпар кӗркке пулӑ усракан пӗчӗк ҫутӑ ҫырмасем шӑнкӑртатса выртни, пит уҫӑмлах курӑнман сӑртсем, тӗксӗм ту хысакӗсем, чиркӳсене чыслӑн упраса пурӑнакан йывӑҫлӑ таса пӗчӗк ялсем, улӑхсенчи аистсем, вӑр-вар урапаллӑ хӑтлӑ армансем, ял ҫыннисен тарават сӑнӗсем, вӗсен кӑвак камсулӗсемпе сӑрӑ чӑлхисем, самӑр лашасем е хӑш-пӗр чух ӗнесем мӑраннӑн туртса пыракан чӑрик-чарик лавсем, икӗ енӗпе улмуҫҫисемпе груша йывӑҫҫисем ӳсекен таса ҫулсем, вӗсем тӑрӑх утакан вӑрӑм ҫӳҫлӗ ҫулҫӳренсем…
VII // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 84–131 с.
Хӑй мӗн калассине уҫӑмлах пӗлмерӗ пулин те, Анохин сӑмах ыйтас патнех ҫитнӗччӗ, анчах Вершинин унран маларах ӗлкӗрчӗ.
15 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.