Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

усрать (тĕпĕ: усра) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тен, чӑнах та ҫапла пулӗ, тен, унӑн каччи таҫта аякра пулӗ — хӗр юратӑва чӗре тӗпӗнче тытса усрать пулӗ?

Куҫарса пулӑш

X // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Арӑм пӑрахрӗ мана, эпӗ ӑна эрнере пӗрре ҫеҫ куратӑп, ак хӗр тытса усрать манӑн хуҫалӑха, — вучах патӗнче хӗп-хӗрлӗ хӗрелсе кайнӑ Укахви ҫине кӑтартса каларӗ Михала.

Куҫарса пулӑш

VIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

- Сергей пире ачана пӑхнӑ пекех усрать.

Куҫарса пулӑш

Лайӑх ашшӗ-амӑшӗ - пурнӑҫ тӗрекӗ // Елена ТИМОФЕЕВА. http://alikovopress.ru/lajax-ashshe-amas ... ereke.html

Хӑй хӗнесе эрне хушши выҫӑ усрать те юлашкинчен йӗкӗлтет тата!

Куҫарса пулӑш

8. Ҫурхи кунсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ма хупса усрать ӑна манӑн атте?»

Куҫарса пулӑш

5. Ҫураҫнӑ хӗр // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑл мана пӗр эрне ӗнтӗ сивӗ нӳхрепре усрать.

Куҫарса пулӑш

5. Ҫураҫнӑ хӗр // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хӗр ачасенчен кашниех ыран-тепӗр кун вӑрҫа тухса каяс варлийӗ валли ӑшӑ сӑмах усрать.

Куҫарса пулӑш

13. Ярахвийӗн ят тухнӑ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Мӗнле кӗлмӗҫ тытса усрать вӑл сарӑплӑ хута?

Куҫарса пулӑш

6. Сарыев мӑрса // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Герай-хан Хусантан Мускав лартнӑ хана хӑваласа янӑ, вырӑс воеводине халӗ те хупса усрать имӗш.

Куҫарса пулӑш

15. Инҫе ҫул // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Халӗ, унтанпа вӑтӑр пӗр ҫул иртрӗ пулсан та, ун ывӑлӗ Василий Иванович ку ята мӑнаҫлӑн тытса усрать, кашни ҫырӑвӗнче вара алӑ пуснӑ чух Болгари княҫӗ тесе ҫырать.

Куҫарса пулӑш

1. Хан керменӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫав вӑхӑтрах хӑш-хӑш хресчен тыррине пытарса усрать, сутас пулсан та патшалӑх хакӗпе сутмасть, хакланасса кӗтсе пурӑнать.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Тепри тата, ик ӗне усрать, лаши пӗрре ҫеҫ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Пӗри икӗ лаша тата пӗр ӗне усрать пулсан, — кулак-ши вӑл е ҫирӗп вӑтам хресчен кӑна-ши?

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Юрать халь пӗр лаша та пӗр ӗне ҫеҫ усрать Эльгеев, ют хуласене ҫӳресе укҫа тӑкасси те ҫук.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Шӑллӗне, Викторне, пытарса усрать, Николаевпа ҫыхӑну тытать.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ҫакнашкал пулса тухрӗ Дезипе иксӗмӗрӗн пӗррехинче унӑн хӑмӑр шӳлкемеллӗ сарӑ кӗпи тӗлӗшпе; Дэзи ӑна «Хумсем ҫинче чупакан», Фрези Грант, ячӗпе ирттернӗ карнавала асӑнса пурӑнмалӑх усрать; тата театрти тӗл пулу та — хам туймасӑрах тусӑма кӳрентерни — ҫине-ҫинех аса килет.

Такое состояние возникло однажды у Дэзи и у меня по поводу ее желтого платья с коричневой бахромой, которое она хранила как память о карнавале в честь Фрези Грант, «Бегущей по волнам», и о той встрече в театре, когда я невольно обидел своего друга.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Ӑна Чемпс, пытару процессийӗсен хуҫи, пӑхса усрать.

Ее содержит Чемпс, владелец бюро похоронных процессий.

XXIX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Халӗ ӑна шӑнтмасть-чӗтретмест, вара пӳртӗн ҫара стенисене елпӗререх кулса тӗсерӗ; ара, ҫак ҫурт халӗ Ланфиер суя диверси тӑвакан ҫар пуҫӗн чее меслечӗсемсӗрех, малтан вирлӗн туртса ҫапсах пӗтермелӗх чуна усрать мар-и-ха?

Озноб оставил его, и он насмешливо улыбался голым стенам дома, скрывающим то, из-за чего Ланфиер способен был бы нанести удар спереди, без военных хитростей полководца, устраивающего ложную диверсию.

VII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

— Еплерех эсрел… — хӗремесленсе тата чалтах сиксе тӑрса кӑшкӑрса ячӗ Хейль, — сирӗн пуҫ мимине еплерех эсрел кӗртсе усрать ҫакнашкал чӑрсӑр шӳтсене?!

— Какой дьявол, — закричал Хейль, покраснев и вскакивая, — вкладывает в ваш мозг эти дерзкие шутки!..

IV. Хейлӗн юлашки пӑнчи // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.

Мери — ташӑҫӑ; ӑна барон еркӗн пек пӑхса усрать темелле-ши…

Мери была танцовщица и жила на содержании у барона.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 356–361 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех