Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тыткаласа (тĕпĕ: тыткала) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл мулкача мӑйӗнчен, пӗҫҫинчен, хырӑмӗ айӗнчен тыткаласа пӑхрӗ, икӗ хӑлхинчен йӑтса, ҫӳлерех ҫӗклерӗ.

Куҫарса пулӑш

Сунарҫӑ чунӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 116–122 с.

Шӑнса хытнӑ Шанаров сарай кӗтессинчи пӗрене пуҫӗнчен тыткаласа анма пикенет кӑна, пуҫне пӗксе мӗкӗрекен вӑкӑр ун патнелле чавтарса пырать.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

— Ай, ман аппарат мӗн ҫатӑртатать вара? — терӗ те аппарат патне кайса юриех хӑш-пӗр пайӗсене тыткаласа пӑхма тытӑнчӗ, урӑх вӑл каччӑ патне ҫывхармарӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.

Эпӗ те, йӑплака туратсенчен вӑли-шали тыткаласа, шӑла ҫыртса, хӗремесленсе, тӑрмаланса кайӑк йӑва ҫавӑрмалли вырӑна хӑпарса тӑтӑм (анчах кунта ӗнтӗ кайӑк йӑви-тавраш ҫукчӗ, туратсене хурт кӑна сӑрнӑччӗ).

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Мучи, карлӑкран тыткаласа, хӑма таткисенчен ҫапса тунӑ хӑлтӑр-халтӑр, йӑмӑлкка картлашкапа ҫӗр ҫине анчӗ, кӑртик-мӑртик тул карта пуҫне тӗнкӗлтетсе пычӗ, вара кил хӳмин йӑшса хуралнӑ, аврӑҫнӑ хӑмисем урлӑ анкартинелле тимлерӗ: ун вӗҫӗнчех, тӗкме ҫине хура хӑмла йӑввӑн карӑннӑ тӗлте, арӑмӗ муттикпе сӑмсалана пуҫланӑ паранка катмакласа, тӑпра чӑмаккисене ватса, хӑлтӑкласа купалать иккен.

Куҫарса пулӑш

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Ытла та асӑрханса, майлӑ, сӗвекрех вырӑнпа чӗрӗ йывӑҫ-тӗмӗ тураттисенчен ҫатӑрласа тыткаласа, вӗсенчен туртӑнкаласа, ҫулҫисене сӑптӑра-сӑптӑра, чӑштӑр-чӑштӑр кутӑн анма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Анчах ӗҫшӗн тӳлемелли сехет ҫапсан, ларса макӑрмалли ҫеҫ юлчӗ: ӗҫ кунӗпе салатнӑ тырри-пулли чуна ӳтре тыткаласа пурӑнмалӑх ҫеҫ ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пӗлетӗн-и эсӗ, хӑвӑн дисциплинупа пӗтӗм коллектива каялла туртнине, хӑвна хӑв ача пек тыткаласа пуҫран ачашласса кӗтетӗн-и?

Куҫарса пулӑш

7 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Вӑл аяккипе тыткаласа машина йӗри-тавра ҫаврӑнчӗ те, автансене нимӗнле сиен пулманнине хӑй куҫӗпе курса ӗненсе, ҫӗре тӗшӗрӗлсе ӳкрӗ.

Куҫарса пулӑш

XI // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ӑста пилот вара, самолета планер пек тыткаласа, ҫӳлелле те малаллах туртӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

II // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Хӑйне сиввӗн те ӗҫченле тыткаласа: — Мӗн тӑвас тен… Ельпох, ман кӑмӑлӗ ҫавнашкал. Халӑх нушине тивӗҫтермесӗр тӳсейместӗп. Хам та мужик те, сирӗн нушана аван ӑнланатӑп. Атя ӗнтӗ, ҫын кӑмӑлне ытараймана хӑйне йывӑр килнӗ теҫҫӗ пулсан та, килӗшӗп! — терӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Микула ун аллисене хуллен тыткаласа пӑхрӗ, ывӑҫ тупанӗне пит-куҫне сӑтӑрса ачашларӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ӗнер упӑшки хӑйне урнӑ йытла тыткаласа хӗрачин менелникне пӑсни Лукарье чӗрине халӗ те ыраттарса тӑчӗ пулсан та, вӑл ӑна яланхи пекех чӗмсӗрленсе кӗтсе илчӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӑйне ҫав-ҫавах сӑпайлӑ ҫын пек тыткаласа: — Михаил Петрович, ҫут тӗнчере этем тума пултарайман ӗҫсем те пур. Ку ҫӳлти туррӑн ӗҫӗсем. Ҫавӑнпа эпир Микула ачине те ят хумасӑр хӑварма пултараймастпӑр, — терӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ана хӑратас шухӑш пырса кӗчӗ те, хӑйне шӳт тумасӑр калаҫнӑ чухнехи пек тыткаласа: — Темиҫе хут та пулса курнӑ. Анчах унта пуянсене пурӑнма питӗ хӑрушӑ вара, — терӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӑйне сӑваплӑн тыткаласа, турӑш енне ҫаврӑнса сӑхсӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Лукарье ҫивӗчӗсене васкавлӑн тыткаласа пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Вӑл пӑтаран Мамич-Бердей тумтирне вӗҫертсе илчӗ, йӗрӗннӗ пек тыткаласа ӑна урайне пӑрахрӗ.

Куҫарса пулӑш

9. Юлашки тытӑҫу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ваҫук ӑна йӑтрӗ, ачашларӗ, кӗске урисене, усмак хӑлхисене тыткаласа пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кампур // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 257–261 с.

Лешсем, пӗр чулне тыткаласа пӑхрӗҫ те: — Ҫук, ку чулсене кӑларма вӑй ҫитерес ҫук, вӗсем ҫурри ытла ҫӗр ӑшӗнче, — терӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех