Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тирпейлесе (тĕпĕ: тирпейле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Судпа айӑпланнисене ӗҫпе юсанма ирӗк панӑ, вӗсем чӑх какай тирпейлесе агрохолдингра ӗҫлесе шалу илме пултараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫпе юсанаҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60570

«Хӑмла пахчи лартса ӑна тирпейлесе тӑнӑшӑн 80 процент тавӑрса парать патшалӑх.

Куҫарса пулӑш

«Симӗс ылтӑн» ҫитӗнтересшӗн // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60643

Вот ҫак рынока ӗҫлеттерсе ярсан эпир, фермерсен рынокне кӑҫал ӗнтӗ кӗркунне, ҫав площадкӑран тирпейлесе кашнине ӑсатма пулать вара кашнине, хулара пурӑнакан ҫынсене валли.

Куҫарса пулӑш

Вести Чӑваш Ен. 02.05.2023 кунхи кӑларӑм // «Чӑваш Ен» ПТРК. https://chgtrk.ru/programmy/rossiya-1/ve ... t-02052023

– Эпир ял хуҫалӑх тунӑ продукцине тирпейлесе тӗрлӗ енлӗ апат-ҫимӗҫ тӑвакан производствине питӗ нумай пулӑшса пыратпӑр.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ кластер тӑвасшӑн // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60719

Йӑлари хытӑ каяшсене пухса тирпейлессипе те ҫӗнӗлӗхсене кӗртсе пыратпӑр, ҫӳп-ҫапа уйрӑм суйласа тирпейлесе пыма тӑрӑшатпӑр.

Куҫарса пулӑш

«Раҫҫей 24» эфирта – Чӑваш Ен ҫирӗп аталанӑвӗ ҫинчен // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/04/28/racc ... ave-cinche

Вӑрман касма делянка илекенсем час-часах хӑйсем хыҫҫӑн тирпейлесе хӑвармаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрмана пушартан упрар // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/04/25/%d0%b2%d3%9 ... %b0%d1%80/

Мӗн ҫинчен шухӑшлатӑп эпӗ: тӑвансем ҫав тери ӑшшӑн хӑналаса яни ҫинчен-и, хамӑр килти ӗҫсене чылаях тирпейлесе хӑварни ҫинчен-и е Хӗрлӗ Калля патӗнче илтнӗ сӑмах-юмахсем ҫинчен?

Куҫарса пулӑш

Сунарҫӑ чунӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 116–122 с.

Анчах кайиччен пӳлӗме кӑштах тирпейлесе хӑварас, урай та йӑлтах ҫӳпленсе кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Виталий Васильев ҫак таса вырӑна хӗлӗн-ҫӑвӗн пӑхса тирпейлесе тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Кӗлӗсем чӑвашла иртнӗ // Силуан КОЗЛОВ. http://елчекен.рф/2023/04/11/%d0%bae%d0% ... 82%d0%bde/

— Эпир вӗсене тирпейлесе пытартӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

«Мӗнпур хӑмлан 90 процентне пирӗн тӑрӑхра лартса ҫитӗнтерсе, тирпейлесе кӑлараҫҫӗ. 2022 ҫулта 194,8 тонна хӑмла пухса илнӗ, ҫакӑ 2021 ҫулхинчен 27 процент нумайрах», - тенӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Олег Николаев Чӑваш Енре хӑмла ӗрчетессине интенсификацилесси ҫинчен калакан килӗшӗве алӑ пуснӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/04/06/oleg ... ssine-inte

Пысӑк пахалӑхлӑ тавар тирпейлесе кӑларма витӗм кӳресси те паллӑ.

Куҫарса пулӑш

Олег Николаев Чӑваш Енре хӑмла ӗрчетессине интенсификацилесси ҫинчен калакан килӗшӗве алӑ пуснӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/04/06/oleg ... ssine-inte

Тарас юлташӗн гимнастерки кӗсйинчен комсомол билечӗпе партине кӗме ыйтса ҫырнӑ хута тата Люся патне ҫырма пуҫланӑ ҫырӑва кӑларса илчӗ те хӑйӗн планшетне тирпейлесе чикрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хыпарсӑр мар // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 86–93 с.

Кирук ӑнланать: паттӑр совет салтакне ҫӗре чикмелле, анчах ӑна тирпейлесе пытарма унӑн кӗреҫе те ҫук.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Тенеялӗнчи Николаев урамӗн- чи ҫула юсасси, Йӑнтӑрчӑ масарне тирпейлесе йӗркелесси, шыв башнисене пӑхса тӑрасси, Улянкӑ ялӗнче ача-пӑча лапамӗ тумалли вырӑна палӑртасси, сӗт хакӗ чакса пыни ӗне усракансене тивӗҫтерменни тата ытти ҫинчен те каланӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӗтӗмлетӳсем. Проектсем. Тӗллевсем // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... -tllevsem/

Мана эсӗ кукӑль-икерчӗ пӗҫерсе ҫитер, тата пӳрте-ҫурта тирпейлесе тӑр.

Куҫарса пулӑш

Хӗрлӗ тутӑр // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 54–56 с.

Анчах ҫак хӗрачан упа патӗнче пурӑнас килмест, кукӑль-икерчӗ пӗҫерес, пӳрт-ҫуртне те тирпейлесе тӑрас килмест, — май тупса тухса тарать».

Куҫарса пулӑш

Хӗрлӗ тутӑр // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 54–56 с.

Пӳлӗме тирпейлесе тӑр тата кукӑль-икерчӗ пӗҫерсе ҫитер мана.

Куҫарса пулӑш

Хӗрлӗ тутӑр // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 54–56 с.

Ял хуҫалӑх производствин калӑпӑшӗ 33,6 процент чухлӗ ӳснӗ, таварсене 1,9 мрд тенкӗлӗх тирпейлесе кӑларнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Тӑвай муниципаллӑ округне аталантармалли тӗллевсене палӑртнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/14/chva ... icipalitet

Павӑл тата кил хуҫине кӑркка пусса, вӑр-вар какайласа, тирпейлесе пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех