Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тирпейлесе (тĕпĕ: тирпейле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Енчен те унччен кил умне вутӑ пырса тӑксан ӑна касса-ваклама пит нумай вӑхӑт кирлӗ пулнӑ пулсан, бензопӑчкӑпа пӗчченех ним мар пӗр машшин горбуль касса тирпейлесе хума пулать.

Куҫарса пулӑш

Ниме. Ӑҫта вӑл ҫухалнӑ? Ӑҫта ӑна шырамалла? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6256.html

Вӑрӑм ҫырӑ ҫӳҫне хыҫалалла пуҫтарса шурӑ тутӑр айне тирпейлесе чикнӗ, тутӑрне каялла ҫавӑрса ҫыхнӑ.

Куҫарса пулӑш

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ванюк та хӑйӗн ҫи-пуҫне тирпейлесе колхоз правленине кайма тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Апла пулсан танк ӑшӗнче ҫунса кӗлленнӗ танкистсене тирпейлесе пытарайман….

Куҫарса пулӑш

Вӗсем Сталинграда хӳтӗленӗ // Николай АЛЕКСЕЕВ. http://елчекен.рф/2023/02/10/%d0%b2e%d1% ... b5%d0%bde/

Ултук аппа килне таврӑнса пӳлӗме лайӑх тирпейлесе тасатрӗ, урайне шӑлчӗ, вара минутлӑха пӳлӗмрен тухса упӑшкин сӑнӳкерчӗкне илсе кӗчӗ.

Евдокия вернулась домой, прибрала все в комнате, подмела пол, затем куда-то вышла на минуту и вернулась с карточкой мужа.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Директор приказне илсен, вӗренекенсем хӑйсен мастерскойне тӗплӗн тирпейлесе йӗркене кӗртрӗҫ.

Получив приказ директора, ученики устроили в своей мастерской генеральную уборку.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Республика ытти регионсенчен экспортӑн пысӑк тӳпине (80 процент ытла) тирпейлесе ярса панипе уйрӑлса тӑнине палӑртса хӑвармасӑр май ҫук.

Нельзя не отметить и то, что республика экспортирует продукцию с высокой долей переработки – более 80 процентов, что выгодно отличает ее от других регионов

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ ял хуҫалӑхӗнче туса илнӗ тавара вырӑнта тирпейлесе сутассине тимлӗх ытларах уйӑрмаллине калать, кун пирки вӑл Ҫырура та палӑртнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Ырӑ улшӑнусем куҫ умӗнче // О. ПАВЛОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/44129-yr-ul ... uc-um-nche

Вӗсем ялти палӑксене тирпейлесе тӑраҫҫӗ, ватӑсене пулӑшаҫҫӗ, ытти ӗҫсенче те хастарлӑх кӑтартаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Килӗшӳллӗ кӗтӳре кашкӑр та хӑрушӑ мар... е // А. ЕГОРОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/44269-kil-s ... rush-mar-e

Вӑл вара икӗ мӑшӑр пушмака сарӑ сумкине тирпейлесе хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Паллашу // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 74–76 с.

Ӑна тирпейлесе пытарсанах пӗр тӗттӗм каҫхине лашана витерен вӑрласа кайрӗҫ, кӑшт каярахпа юлашки сурӑха кашкӑр тытса ҫирӗ.

Куҫарса пулӑш

XXII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Вӑл каялла таврӑниччен амӑшне ырӑ ҫынсем тирпейлесе те пытарнӑ…

Куҫарса пулӑш

XVIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Натюш вӗсем хыҫҫӑн пӳлӗме тирпейлесе, урайне ҫуса тухрӗ, кухньӑра апат хатӗрлеме пикенчӗ, ҫав хушӑрах ваннӑйра кӗпе-йӗм ҫума шыв ӑшӑтма газ чӗртрӗ.

Куҫарса пулӑш

XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Пӗррехинче Мухаров хӑйӗн тусӗ патне (Макара училищӗре пӗр пӗчӗк чӑлан евӗр пӳлӗм панӑччӗ), кӗчӗ те тӗлӗнсех кайрӗ: ялан тирпейсӗр пулнӑ пӳлӗм тап-таса; урай, чӳрече кантӑкӗсем йӑлтӑртатса тӑраҫҫӗ; пур-ҫук япаласене тирпейлесе хунӑ.

Куҫарса пулӑш

IX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Килти ӗҫе те тирпейлесе ҫитерейми пултӑм, — терӗ хуҫа.

Куҫарса пулӑш

XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Ӑна кӳршӗ карчӑкӗ тирпейлесе тӑрать, вӑлах апат-ҫимӗҫ туянма магазинсене, пасара ҫӳрет.

Куҫарса пулӑш

II // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Вара ҫамрӑк чӑрӑш калчисене мӗнле тирпейлесе пӑхса ӳстернипе паллашӑпӑр.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Кӗтерук ним шухӑшламасӑрах тутӑра тирпейлесе ҫыхрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ташлама хатӗрленнӗ пек туса, Анук тутӑрне тирпейлесе ҫыхрӗ, тухса кайнӑ ҫӳҫ пӗрчисене аллипе сӑтӑрса кӗртрӗ.

Куҫарса пулӑш

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӑнасем хыҫҫӑн Хрестук ҫурт ӑшчиккине йӑлтах тирпейлесе ҫитернӗччӗ ӗнтӗ, ӑна унчченхинчен те илемлӗ сӑн кӗнӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑтӑрмах // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех