Шырав
Шырав ĕçĕ:
4. Тӳпери мӗнпур ҫар каврайса кӗлленӗ; пӗлӗтсем хут чӗркемӗ пек пӗтӗрӗнӗҫ; вара вӗсен пӗтӗм ҫарӗ иҫӗм пултранки ҫинчен ӳкекен ҫулҫӑ пек, смоква йывӑҫӗн типнӗ ҫулҫи пек тӑкӑнӗ.
Ис 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Тулӑх айлӑм тӳпемӗнче ларакан ун илемӗн шанса пыракан чечекне чи малтан пиҫсе ҫитнӗ смоква ҫырлине мӗн пулниех пулать: унашкал ҫимӗҫе кам та пулин курать те — татса илет те ҫӑтса та ярать.
Ис 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Акӑ хӗл те иртсе кайрӗ; ҫумӑр та ҫуса иртрӗ; 12. ҫӗр питне капӑрлатрӗҫ хитре чечексем; юрӑ вӑхӑчӗ ҫитрӗ, ҫӗршывӑмӑрта улатӑпа сасси илтӗнет; 13. смоква йывӑҫӗ те папкине ӗнтӗ ҫурчӗ, иҫӗм турачӗсем, ҫеҫкене ларса, ырӑ шӑршӑ сараҫҫӗ.
Юрӑ 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Смоква йывӑҫне пӑхаканӗ унӑн ҫимӗҫне ҫийӗ, хӑйӗн хуҫине упраканӗ хисепре пулӗ.
Ытар 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Вӗсем ҫине ҫумӑр вырӑнне пӑр, ҫӗрӗ ҫине ҫунтаракан вут-ҫулӑм янӑ, 33. вӗсен ҫӗрӗнчи иҫӗм йывӑҫӗсемпе смоква йывӑҫӗсене пӑр ҫапнӑ, пур йывӑҫа та хуҫса пӗтернӗ.
Пс 104 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Ҫав кунсенче эпӗ Иерусалимра шӑматкун та юхтаркӑчра иҫӗм ҫырли тӗшӗрнине, кӗлте турттарнине, ашаксем ҫине эрех, иҫӗм ҫырли, смоква тата ытти япала тиесе Иерусалима иле-иле кайнине куртӑм.
Неем 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Патша пурлӑхне Адиил ывӑлӗ Азмавеф сыхланӑ, уй-хирти, хуласемпе ялсенчи тата пашнесенчи пурлӑха вара Уззия ывӑлӗ Иоанафан пӑхса тӑнӑ; 26. уй-хирте ҫӗр ӗҫӗ тӑвакансене — Хелув ывӑлӗ Езрий; 27. иҫӗм ҫырли пахчисене — Рама ҫынни Шимей, иҫӗм ҫырли эрехне упракан вырӑнсене — Шефам ҫынни Завдий; 28. айлӑмри ҫу йывӑҫӗсемпе смоква йывӑҫӗсене — Гедер ҫынни Баал-Ханан, йывӑҫ ҫӑвне — Иоас; 29. Шаронра кӗтӳре ҫӳрекен шултӑра выльӑха — Шарон ҫынни Шитрай, айлӑмри выльӑха — Адлай ывӑлӗ Шафат; 30. тӗвесене — Исмаил ҫынни Овил, ашаксене — Мерониф ҫынни Иехдия; 31. вак выльӑха Агарь ҫынни Иазиз пӑхса тӑнӑ.
1 Ҫулс 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
39. Давид патӗнче вӗсем виҫӗ кун пулнӑ, ӗҫнӗ-ҫинӗ, мӗншӗн тесессӗн тӑванӗсем вӗсем валли пӗтӗмпех хатӗрлесе хунӑ пулнӑ; 40. ҫавӑнта ҫывӑхра пурӑнакансем те — Иссахар, Завулон, Неффалим йӑхӗсем таранах — ашаксемпе те, тӗвесемпе те, ашакла лашасемпе те, вӑкӑрсемпе те темӗн чухлӗ ӗҫме-ҫиме: ҫӑнӑх, смоква, иҫӗм ҫырли, эрех, йывӑҫ ҫӑвӗ илсе килнӗ, шултӑра выльӑхӗпе вак выльӑхне те питӗ нумай илсе пынӑ, мӗншӗн тесессӗн Израильшӗн пысӑк савӑнӑҫ ҫитнӗ.
1 Ҫулс 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Касӑм смоква илнӗ те ӑна шыҫӑ ҫине хунӑ, вара Езекия сывалнӑ.
4 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Унтан Исаия: пӗр касӑм смоква илӗр, тенӗ.
4 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ассири патши ҫапла калать: манпа тату тӑвӑр, ман патӑма тухӑр, эпӗ сире ҫак ҫӗр евӗрлех тепӗр ҫӗре — тырӑпа эрех ҫӗрне, улма-ҫырлапа иҫӗм пахчийӗсен ҫӗрне, ҫу йывӑҫҫисемпе пыл ҫӗрне — илсе кайиччен кашниех хӑйӗн иҫӗмне, хӑйӗн смоква йывӑҫӗн ҫимӗҫне ҫитӗр, хӑй ҫӑлӗнчи шыва ӗҫтӗр; ҫӗнӗ ҫӗре куҫса кайсассӑн та вилместӗр, пурӑнатӑр.
4 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Соломон вӑхӑтӗнче Иудӑпа Израиль — Дан хулинчен пуҫласа Вирсавия хули таранах — тӑнӑҫлӑн, кашнийӗ хӑйӗн иҫӗм пахчийӗпе смоква йывӑҫӗсем айӗнче пурӑннӑ.
3 Пат 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ашакӗсем ҫине вӑл икҫӗр ҫӑкӑр, ҫӗр ҫыхӑ иҫӗм, ҫӗр смоква ҫыххи тата эрех такмакӗ тиенӗ пулнӑ.с парою навьюченных ослов, и на них двести хлебов, сто связок изюму, сто связок смокв и мех с вином.
2 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Хирте Египет ҫыннине тӗл пулнӑ та ӑна Давид патне илсе пынӑ, ӑна ҫӑкӑр панӑ, вӑл ҫинӗ, ӑна тата шыв ӗҫтернӗ; 12. ӑна ҫур ҫыхӑ смоква ҫырли, икӗ ҫыхӑ иҫӗм ҫырли панӑ, вӑл ҫавна ҫисе вӑй илнӗ: вӑл ӗнтӗ виҫӗ кун та виҫӗ ҫӗр апат ҫимен, шыв ӗҫмен пулнӑ.
1 Пат 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Ҫавӑн хыҫҫӑн Авигея васкаварлӑн икҫӗр ҫӑкӑр, икӗ такмак эрех, пӗҫерсе-хатӗрлесе хунӑ пилӗк сурӑх ашӗ, пилӗк виҫе типӗтнӗ тӗш тырӑ, ҫӗр ҫыхӑ иҫӗм ҫырли тата икҫӗр ҫыхӑ смоква ҫырли илнӗ те ҫакна ашаксем ҫине тиесе хунӑ; 19. вара тарҫисене ҫапла каланӑ: эсир ман умран утӑр, эпӗ сирӗн хыҫҫӑн пырӑп, тенӗ.
1 Пат 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Смоква йывӑҫҫи каланӑ: пылакӑма, тутлӑ ҫимӗҫӗме пӑрахса хӑварса йывӑҫсем хушшинче сулланса ҫӳрӗп-и? тенӗ.
Тӳре 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Йывӑҫсем смоква йывӑҫҫине каланӑ: эсӗ килӗшсем, пирӗн патша пулсам, тенӗ.
Тӳре 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, сана ырӑ ҫӗре — шывсем юхса выртакан, айлӑмсенче кӳлӗсем сарӑлса выртакан, тусенчен ҫӑлкуҫӗсем тапса тӑракан ҫӗре — илсе каять, 8. [унта] ҫав ҫӗршывра — тулӑ, урпа, иҫӗм, смоква тата нар йывӑҫҫисем, ҫав ҫӗршывра — ҫу йывӑҫҫисем тата пыл, 9. унта хӑвӑн ҫӑкӑрна ытлӑн-ҫитлӗн ҫийӗн, унта ҫитменлӗх мӗнне пӗлмӗн, унти чулра тимӗр тупӑн, унти тусенчен пӑхӑр ката-ката кӑларӑн.
Аст 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Унта халӑх валли шыв пулман, ҫавӑнпа вӗсем Моисейпе Аарона хирӗҫ тӑнӑ; 3. халӑх Моисее ӳпкелесе каланӑ: ах, ҫавӑн чухне, тӑванӑмӑрсем Ҫӳлхуҫа умӗнче вилсе выртнӑ чухне, пирӗн те вилмеллеччӗ! 4. мӗншӗн эсир Ҫӳлхуҫа халӑхне ҫак пушхире илсе килтӗр, пирӗн тата хамӑр выльӑх-чӗрлӗхӗн ҫакӑнта пӗтмелле-и? 5. мӗншӗн эсир пире Египетран ертсе тухрӑр, ҫак юрӑхсӑр вырӑна илсе килме-и? кунта акма юрӑхлӑ ҫӗр те ҫук, кунта смоква йывӑҫӗ те, иҫӗм ҫырли те, нар улми те ҫук, ӗҫмелли шывӗ те пулин ҫук! тенӗ.
Йыш 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Вӗсем кайнӑ та унти ҫӗре Син пушхирӗ патӗнчен пуҫласа Емаф ҫывӑхӗнчи Рехов таранах пӑхса тухнӑ; 23. унтан кӑнтӑр еннелле кайнӑ, Хеврон патне ҫитнӗ, унта Енак ачисем Ахиман, Сесай тата Фалмай пурӑннӑ: Хеврон хулине Цоанран — Египет [хулинчен] — ҫичӗ ҫул маларах туса лартнӑ пулнӑ; 24. унтан вӗсем Есхол айлӑмне ҫитнӗ, [ӑна та пӑхса тухнӑ,] ҫавӑнта вӗсем пӗр ҫупкӑм ҫырлаллӑ иҫӗм турачӗ касса илнӗ, ӑна иккӗн каштапа ҫӗклесе кайнӑ; тата нар улмипе смоква та илнӗ; 25. Израиль ывӑлӗсем ҫавӑнта иҫӗм ҫырли ҫупкӑмӗ касса илнӗрен ҫак вырӑна Есхол# айлӑмӗ тесе ят панӑ.
Йыш 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.