Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑл юлашки вӑхӑтра упӑшкипе питех килӗштерейменнипе кӑна ҫеҫ ӗҫ пӗтмерӗ, ҫук, хӑйӗн шухӑшне ним пытармасӑр калама пуҫларӗ; унтан та ытларах: вӑл тепӗр чухне хӑйне пачах уямасӑр тыткалама пуҫларӗ.
Ҫу уявӗ // Михаил Рубцов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 31–44 стр.
Вӑл никама палӑртмасӑр питне аллисемпе хупларӗ те тутисемпе Шурочка тунӑ хусканусенех тума тӑрӑшрӗ; ҫапла майпалан вӑл хӑй асӗнче ҫав сӑмахсене тытса илесшӗнччӗ, анчах унӑн нимех те тухса пӗтмерӗ.
XIV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Юлашки ман кӑмӑла килсех пӗтмерӗ.
21 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Ку манӑн кӑмӑла килсех пӗтмерӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Тем ӑнсах пӗтмерӗ – урхамах урисем картлава лекрӗҫ пулас, хӳмен чи ҫӳлти кашти ҫӗр ҫине ӳкрӗ.
«Кунта чунпа канатпӑр…» // ВЕРА ШУМИЛОВА. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07
12. Эпӗ вӗсемпе пӗрле тӗнчере пулнӑ чухне вӗсене Санӑн ятупа упрарӑм; Ху Мана панисене Эпӗ сыхласа хӑвартӑм, пӗтес ывӑлсӑр пуҫне вӗсенчен пӗри те пӗтмерӗ.
Ин 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Паян эсир Ҫӳлхуҫана хирӗҫ тӑратӑр, ыран вара [Ҫӳлхуҫа] Израилӗн пӗтӗм халӑхне ҫилленӗ; 19. ытах та сире хӑвӑр тытса тӑракан ҫӗр таса мар пек туйӑнать пулсассӑн, эсир Ҫӳлхуҫа ҫӗрне, Ҫӳлхуҫанӑн кӗлӗ чатӑрӗ ларакан ҫӗре, куҫӑр та пирӗн хушшӑмӑрта еткер ҫӗр илӗр, анчах Ҫӳлхуҫанӑн, хамӑр Туррӑмӑрӑн, парне вырӑнӗсӗр пуҫне тепӗр парне вырӑнӗ туса, эсир Ҫӳлхуҫана хирӗҫ ан тӑрӑр, пире хирӗҫ те ан тӑрӑр; 20. Зара ывӑлӗ Ахан тупаланӑ япалана илсе, пӗр-пӗчченех усал ӗҫ тумарӗ-и? ҫилӗ вара пӗтӗм Израиль халӑхӗ ҫине ӳкмерӗ-и? йӗркесӗр ӗҫӗшӗн вӑл хӑй пӗччен кӑна пӗтмерӗ, тенӗ.
Нав 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.