Шырав
Шырав ĕçĕ:
7. Тимлесе пӑхрӑм та — ҫӗр ҫинче тепӗр харамлӑх куртӑм: 8. пӗччен ҫын, урӑх никам та ҫук; ывӑлӗ те, тӑванӗ те ҫук унӑн, ӗҫӗ-терчӗ вара вӗҫӗмсӗр, куҫӗ те пуянлӑхпа тӑрана пӗлмест.
Еккл 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ӑссӑрсем, ырӑ ӑса вӗренӗр, айваннисем, эсир те ӑса кӗрӗр. 6. Итлӗр: эпӗ чи кирлине пӗлтерӗп, манӑн чӗлхе-ҫӑварӑм калани пурте тӗрӗс: 7. чӗлхем чӑннине калать, манӑн чӗлхе-ҫӑварӑмшӑн усаллӑх — ирсӗр; 8. манӑн пур сӑмахӑм та тӗрӗс; унта ултавлӑх та, чеелӗх те ҫук; 9. ӑслӑ-тӑнлӑ ҫыншӑн вӗсем пурте уҫӑмлӑ, пӗлӳ шыракансемшӗн — тӗрӗс. 10. Кӗмӗле мар, эпӗ ӳкӗтленине хапӑл тӑвӑр; пӗлӳ таса ылтӑнран та хаклӑрах: 11. ӑслӑлӑх ахахран та лайӑхрах; мӗн ӗмӗтленни нимӗн те унпа танлашаймасть. 12. Манпа, ӑслӑлӑхпа, пӗрле — ӑс-хакӑл, эпӗ шухӑшлакан-шухӑшлаттаракан пӗлӳ шыратӑп. 13. Ҫӳлхуҫаран хӑрани вӑл — усала курайманни; эпӗ мӑнкӑмӑллӑхпа мӑнаҫлӑха, усал ҫула, ултавлӑ чӗлхе-ҫӑвара кураймастӑп. 14. Манра — канаш, манра — тӳрӗлӗх; эпӗ — ӑс-хакӑл, манра — хӑват. 15. Эпӗ ертсе пынипе патшасем патшара лараҫҫӗ, аслӑ пуҫлӑхсем тӳрӗлӗхе саккуна кӗртсе пыраҫҫӗ; 16. эпӗ ертсе пынипе ҫулпуҫсем, улпутсем, ҫӗр ҫинчи тӳресем пурте пуҫ пулаҫҫӗ. 17. Кам мана юратать — эпӗ те ӑна юрататӑп, кам мана шырать — ҫавӑ мана тупать; 18. манра — пуянлӑхпа мухтав, иксӗлми мулпа тӳрӗлӗх те — манра; 19. манӑн ҫимӗҫӗм ылтӑнран та, чи таса ылтӑнран та, лайӑхрах, эпӗ — тасатнӑ кӗмӗлтен те хаклӑрах. 20. Эпӗ тӳрӗлӗх ҫулӗпе, тӗрӗс сут сукмакӗпе ҫӳретӗп: 21. ҫапла эпӗ хама юратакансене пысӑк ырӑлӑх парнелетӗп, вӗсен пӳлмине тултаратӑп. [Кунсерен пулаканнине пӗлтернӗ чухне эпӗ ӗмӗртен малтан мӗн пулнине те манмастӑп.]
Ытар 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ӑслӑлӑхӑн сылтӑм аллинче — вӑрӑм кунҫул, сулахай аллинче — пуянлӑхпа чап; [унӑн ҫӑварӗнчен тӳрӗлӗх тухать; саккунпа ырӑлӑх — унӑн чӗлхи вӗҫӗнче;] 17. унӑн ҫулӗсем — пархатарлӑ ҫулсем, унӑн пур сукмакӗ те — тӑнӑҫлӑх сукмакӗ.
Ытар 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Савея ҫӗрӗн майра патши, Соломон мухтавӗ ҫинчен илтсе, ӑна тупмалли юмахсемпе сӑнаса пӑхмашкӑн Иерусалима килнӗ; вӑл питӗ пысӑк пуянлӑхпа ҫитнӗ: тӗвесем ҫине ырӑ шӑршӑлӑх, темӗн чухлӗ ылтӑнпа хаклӑ йышши чул тиенӗ пулнӑ.
2 Ҫулс 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Турӑ Соломона каланӑ вара: сан чӗрӳнте ҫакӑ пулнӑшӑн, эсӗ пуянлӑхпа пурлӑх, чап тата хӑвӑн тӑшманусен чунӗсене ыйтманшӑн, тата вӑрӑм кунҫул та ыйтманшӑн, Эпӗ сана патшана лартса хӑвӑн аллуна панӑ Ман халӑхӑма йӗркелесе тытса тӑма ӑслӑлӑхпа пӗлӳлӗх ыйтнӑшӑн 12. ӑслӑлӑхпа пӗлӳ те пулӗ санӑн, пуянлӑхпа пурлӑхне, чапне вара Эпӗ сана ҫав таран парӑп, — ун пекки патшасенӗн санччен те пулман, сан хыҫҫӑн та пулмӗ, тенӗ.
2 Ҫулс 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Ырӑ ватлӑхра, пурӑнӑҫпа, пуянлӑхпа, чаппа туллин киленсе вилнӗ вӑл, вара ун вырӑнне патшана унӑн ывӑлӗ, Соломон, ларнӑ.
1 Ҫулс 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Пуянлӑхпа чап та Санран килет, Эсӗ мӗн пуррине тытса тӑратӑн, Санӑн аллунта — вӑй та хӑват, Эсӗ кирек кама та аслӑ та хӑватлӑ тума пултаратӑн.
1 Ҫулс 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Иерусалим хулине вӑл питӗ пысӑк пуянлӑхпа ҫитнӗ: тӗвесем ҫине ырӑ шӑршӑлӑх, темӗн чухлӗ ылтӑнпа хаклӑ йышши чул тиенӗ пулнӑ; ҫапла вӑл Соломон патне ҫитнӗ те унпа хӑй чӗрине мӗн канӑҫ паманни ҫинчен пурин ҫинчен те калаҫнӑ.
3 Пат 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Турӑ ӑна каланӑ: ҫапла ыйтнӑшӑн, хӑвӑншӑн вӑрӑм кунҫулпа пуянлӑх ыйтманшӑн, хӑвӑн тӑшманусен чунӗсене ыйтманшӑн, анчах пӗлсе сут тума ӑс-хакӑл ыйтнӑшӑн 12. Эпӗ ху ыйтнӑ пек тӑвӑп: акӑ Эпӗ сана тӗрӗс те ӑслӑ чӗре паратӑп, ӗнтӗ сан умӗн те сан евӗрли пулман, сан хыҫҫӑн та сан евӗрли пулас ҫук, тенӗ; 13. Эпӗ сана ху ыйтманнине те, пуянлӑхпа чап та, паратӑп, ҫапла вара хӑвӑн пӗтӗм кунҫулу тӑршшӗнче те патшасем хушшинче сан евӗрли пулмӗ; 14. эсӗ, хӑвӑн Давид аҫу ҫӳренӗ пек, Эпӗ панӑ йӗркесене, Манӑн ӳкӗтӗмсене тытса тӑрса Ман ҫулпа ҫӳресессӗн, Эпӗ санӑн кунҫулна та тӑсса парӑп, тенӗ.
3 Пат 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫӗр айӗнчи пуянлӑхпа мухтанма пултараймасан та конкурентлӑ тавар кӑлараҫҫӗ вӗсем, анӑҫ санкцийӗсене парӑнмасӑр малашлӑх ҫулне такӑрлатаҫҫӗ.
Инвестицисем — ҫамрӑксене аталантарма… // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№