Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗртрӗ (тĕпĕ: кӗрт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анюк пичӗ ҫинчи ҫӳҫ пайӑркине тутӑр айне тӗртсе кӗртрӗ, унтан тутӑрне салтса ҫамка ҫинченех ҫыхрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Чӑваш Ен ушкӑнӗшӗн вылякан Демид Чурбанов ҫине-ҫине голл кӗртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Следж-хоккей енӗпе турнир иртрӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60502

Пӗрремӗш кунне 4 шайба кӗртрӗ, эпир ҫӗнтертӗмӗр тутарсене, ӗнер вӑл 5 шайба кӗртсе ячӗ тутарсене».

Куҫарса пулӑш

Следж-хоккей енӗпе турнир иртрӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60502

Ҫав вӑхӑтра яла кӗтӳ кӗртрӗ: пӗр лӑпланса, пӗр вӑйланса ҫаплах ҫумӑр сапӑнать те, яра куна улӑхра ҫӳреме кӗтӳҫӗсене те, выльӑх-чӗрлӗхне те кансӗр.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Николай Самарин Киров поселокӗнчи малтан усӑ курман 400 яхӑн гектар ҫӗре пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хырай Ӗнелсем ҫӗнӗ клуб тутарасшӑн // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2015, 40–41 (26692-26693)№, 13 с.

Уяр ҫак романа ҫӗнетсе ҫырса пӗтерчӗ, унта вӑл ҫӗнӗ сыпӑксем чылай кӗртрӗ.

Куҫарса пулӑш

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Ӑна Герасим Федотович уя хӑваларӗ, анчах лешӗ: «Инҫетрен килнӗ хӑна умне ҫӑкӑр-тӑвар лартмасӑр ниҫта та каймастӑп», — тесе Герасим Федотовича пӳрте илсе кӗртрӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

— Ара, вӑйпах туртса кӗртрӗ те Антис инке хӑйсем патне, атту пулсан…

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

— Ара, урамра Антис инке хирӗҫ пулчӗ те вӑйпах илсе кӗртрӗ хӑйсем патне.

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Ульяна, ури ҫӗре перӗнми вӗткеленекенскер, Испуханова мунча ҫенӗкне ҫавӑтса кӗртрӗ, хӑйпе юнашар кравать ҫине лартрӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Укаслӑва Шыврине парне парас тесе путарса вӗлерме шухӑшланине те вӑл халӗ хӑйӗн ырӑ ӗҫӗсен шутне кӗртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Мӗн чухлӗ ним айӑпсӑр чуна ҫӗре кӗртрӗ ӗнтӗ вӑл!

Куҫарса пулӑш

Мӗншӗн ҫынсем ӑтӑр мар-ши? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫӳллӗ тусем ҫинче ҫавра кӳлӗ, Ҫил ҫавӑрса кӗртрӗ пӗр ҫулҫӑ.

Куҫарса пулӑш

Мӗншӗн ҫынсем ӑтӑр мар-ши? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Аттепе аннене, ватӑ асаттене путсӗр Хунчар Савантерӗ ҫӗре кӗртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗнтермӗш хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Аттепе аннене Хунчар Савантерӗн элекӗ ҫӗре кӗртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кӑҫалхисем пӗтрӗҫ те, Ҫеруш чӑлантан пӗлтӗрхисене сӗтӗрсе кӗртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Арӑм ҫук // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 46–49 с.

Хӑнана чӗнмелли ҫынсен шутне Липа «Хӑвалӑх» ресторан директорне Осьмушкинӑна, грампластинка магазин заведующине Пучахова, универмаг директорӗн заместительне Синтетиковӑна кӗртрӗ

Куҫарса пулӑш

Кирлӗ ҫынсем // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 33–36 с.

Карчӑк вӗсене пурне те, мухмӑр-сухмӑртан ҫак паянхи тӳпе пекех тӑрӑскерсене, тин ҫеҫ сунӑ ӑшӑ сӗтпе хал та хавха кӗртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.

Ҫакӑн хыҫҫӑн кукӑль юлашкине те ҫӑварне пусса-тӗксех, «чыша-чышах тӑкӑслатса» кӗртрӗ, ӑна чӑмланӑ ятне турӗ.

Куҫарса пулӑш

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Пурис хӑйпе мӗн пулса иртнине сиссе те юлаймарӗ — таҫти шалти, тӗпри тӑп-тӑрӑ ӑс-тӑн (тӗрӗссипе Пурисӑн пӗрремӗш, усалли парӑнтарайман сӗмӗ!) ӑна, ҫӑтӑрт тан тапнӑн, «ҫакӑ хӑрушӑ вӑрманта ҫынна ҫын ҫеҫ ҫӑлса хӑварма пултарать», тесе асӑрхаттарнӑн ниҫталла та мар, «качтаки» хыҫҫӑн ҫеҫ тапаҫланма ҫине тӑрсах, хытӑрласах ӑса кӗртрӗ, васкатрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех