Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗртрӗ (тĕпĕ: кӗрт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Якур ҫилли ӗрӗхсе каяс пек тулашрӗ пулсан та, хӗрсемпе каччӑсем Анук хутне кӗни тата Микула ҫапӑҫма хатӗрри тӑна кӗртрӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ташлама хатӗрленнӗ пек туса, Анук тутӑрне тирпейлесе ҫыхрӗ, тухса кайнӑ ҫӳҫ пӗрчисене аллипе сӑтӑрса кӗртрӗ.

Куҫарса пулӑш

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫӑвӑнса тасалнӑ хыҫҫӑн Тарье урӑх ҫи-пуҫ тӑхӑнчӗ, ҫӳҫне тураса майларӗ, хӑйне йӑлтах йӗркене кӗртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Сӗркӗчленӗ алӑксем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Килӗнче ӑна Мирун хапха уҫса кӗртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗпчев // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ӑна «Химик-Августӑн» пултаруллӑ футболисчӗ, Вӑрнар каччи Роман Шалин тапса кӗртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑнӑҫлӑ пуҫларӗҫ // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11110-n- ... l-puclar-c

Астрахане каякан элчӗсене ӑсатса таврӑнсан Усеин-Сеит ӑна хӑйӗн патне чӗнсе кӗртрӗ те юнашар лартса тӑван ывӑлне ятланӑ пек ятларӗ.

Куҫарса пулӑш

3. Аллах ярса панӑ ҫын // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Чӑнах та, вӑл кӑчӑк туртрӗ те кил хуҫине шалти пӳлӗме чӗнсе кӗртрӗ, Илтепи вӗсене мӗн те пулин кирлӗ мар-и тесе вӗсен хыҫҫӑн кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

15. Вӑхӑт иртмест — ӗмӗр иртет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑрҫӑра хӑйӗн ҫыннисене, уйрӑмах тутарсене нумай пӗтерчӗ пулин те Хусана илчӗ-илчех Иван Васильевич, аслашшӗпе ашшӗ ӗмӗтне пурнӑҫа кӗртрӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Боярсен думи // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Темех мар, сивӗ пурӗ пӗр хӑваласа кӗртрӗ, халӗ авӑ йӑвисем патне ытти кайӑксене ҫывӑха та ямаҫҫӗ, — терӗ Палюк мучи.

Куҫарса пулӑш

Твикка // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 61–64 с.

Ку бригадӑпах В.Гаврилов кайран шкулӑн тулаш енне юсаса илем кӗртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗмӗт пурнӑҫа кӗчӗ // Татьяна ЕФИМОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11679-m- ... rn-ca-k-ch

— Чарӑн, Митя, — терӗ Анастасия Александровна, вара, аллине ман хулпуҫҫи ҫине хурса, мана класа кӗртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Шкула ҫӳреме пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Анне ятла-ятлах мана лаҫҫа кӗртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑк хыҫҫӑн // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Лавҫӑ ларкӑч ҫинчен яшт! сиксе анчӗ те, пуп хапхине яр! уҫса пӑрахса, лашисене кӗртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Вара тин ассӑн сывласа илчӗ, ҫенӗк умне пырса тӑрса ҫӳҫне тухйи айне юсаса кӗртрӗ.

И только тут вздохнула полной грудью, устало прислонилась к сенной двери, поправила выбившиеся из-под тухъи волосы.

Хӗр кӑмӑлӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Паҫа хӑйӗн пысӑк хӗрлӗ аллипе ҫӳҫне тутри айне сӑтӑрса кӗртрӗ, тарӑхнине кӑтартас мар тесе Савтепи еннелле мар, таҫта айккинелле пӑхрӗ, Савтепи куҫӗсем те халь ӗнтӗ паҫархи пек йӑлкӑшмаҫҫӗ.

Пазя, лихорадочно заправляя большой красной рукой выбившиеся из-под платка пряди, старается скрыть свою обиду и смотрит куда-то вдаль, мимо Савдеби.

Ҫӗр вӑрлани // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Левентей агронома урампа иртсе пынӑ ҫӗртен чӗнсе кӗртрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ку калаҫу Ятмана канӑҫтармарӗ-ха, вӑл Кабира правленине тепре чӗнсе кӗртрӗ.

Куҫарса пулӑш

XVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Чи малтан ҫитнӗ Сахрун, ыттисем килессе кӗтсе, пуртӑ аврин тимӗр савӑлне шаларах ҫапса кӗртрӗ, шуратма тесе икӗ юман кӗрешне юнашар йӑвантарса хучӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ӗҫрен пушаннӑ хыҫҫӑн Кӗтерне урай ытла ҫӳпӗленнине кура, пӳрте тирпей кӗртрӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Илентерес тесе Ахтупай ҫак эрнере утран уйрӑлма та пӗлмерӗ, ялан ачашларӗ ӑна, курӑк тата-тата ҫитерчӗ, шӑрӑхра шыва кӗртрӗ.

Куҫарса пулӑш

17. Вӑрманти хӑнасем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех