Шырав
Шырав ĕçĕ:
Яшка ҫимелли кашӑка ҫӗҫӗрен сылтӑмарах хураҫҫӗ.Суповая ложка может быть положена справа от тарелки рядом с ножом (правее последнего).
Апат лартнӑ сӗтел // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
16 ӗмӗрти йӗрке пуххисенче апатланнӑ, кашӑка сӗтел ҫитти хӗррипе шӑлса хуҫана тавӑрса пама сӗннӗ.
Апат лартнӑ сӗтел // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Тимрука кӗрсе тухма сӗнекенсем чылай пулнӑ-мӗн, анчах палламан ҫӗрте ют кашӑка тытма вӑтанать вӑл.
V. Ӑшаланӑ ӑсан хака ларать // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Шерккей кашӑка ҫакланнӑ япалана тинкерсе пӑхрӗ.
XXIV. Ашшӗпе хӗрӗ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Пӳрт тӑрӑх вӗттӗн-вӗттӗн таплаттарса ҫӳрӗ, алӑк урлӑ упаленсе каҫӗ, пӗчӗкҫеҫ аллисемпе сӗтел ҫинчи кашӑка ҫавӑрса тытӗ.
V // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Андрей кашӑка хучӗ те тӑруках шухӑша кайрӗ.
3. «Вӗҫме хатӗрлен!» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Василий кашӑка хучӗ.
1. Виҫҫӗн // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Утатӑп вара кашӑка хурса, куҫҫульпе пите ҫуса…
Укахви, Дорофеевна тата ыттисем // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Вӑл вӗретнӗ шыв пек вӗри кофене пӗр курка ӗҫрӗ те (кельнера вӑл ҫиллес сасӑпа хӑйне ӗнер «пӑр пек сивӗ» кофе пани ҫинчен аса илтерчӗ), сӑрӑ, кукӑр шӑллӑ ҫӑварне Гаван сигарине хыпса, хӑйӗн йӑлипе ҫывӑрса кайрӗ; Санин куншӑн питӗ хавасланчӗ, вӑл, ҫемҫе кавир тӑрӑх шӑппӑн утса калле-малле ҫӳренӗ май, Джеммӑпа епле пурӑнасси тата ун патне мӗнле хыпарпа таврӑнасси ҫинчен шутлама; пуҫларӗ, — Анчах Полозов, хӑй каланӑ тӑрӑх, ахаль чухнехинчен иртерех вӑранчӗ — мӗн пурӗ те сехет ҫурӑ ҫеҫ ҫывӑрчӗ… вӑл, пӑрлӑ зельтер шывне пӗр стакан ӗҫсен, сакӑр кашӑка яхӑн варени ҫӑтса ячӗ.
XXXIV // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Вӑл пире ятланӑ хушӑра эпир леш ытлашши кашӑка ун кӗсйине чикрӗмӗр, Джим вара кашӑкне те, пӑтине те кӑнтӑрлачченех илме пултарчӗ.
Вӑтӑр ҫиччӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Эпӗ хам алӑри кашӑка Салли аппа сисиччен кӑларса хутӑм та, вӑл пурне те пӗрле тепӗр хут шутласа тухрӗ:Я подсунул ей ту ложку, что была у меня в рукаве, она пересчитала и говорит:
Вӑтӑр ҫиччӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Салли аппа ҫаплах чарӑнмасть, вӑрҫать те вӑрҫать, ыттисем вара ҫӑвар уҫма та хӑраҫҫӗ, унччен те пулмасть, Сайлас тете хӑйӗн кӗсйинчен леш кашӑка туртса кӑларать, хӑй кӑн-кан пӑхкалать.
Вӑтӑр ҫиччӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Унтан сӗтел хушшине лартӑмӑр та, Том тӑхлан кашӑка Сайлас тете кӗсйине ячӗ.Потом мы сели за стол, и Том опустил оловянную ложку в дядин карман.
Вӑтӑр ҫиччӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Кашӑка ҫӑтса яма пулать!
Лайӑх аппа // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 14–18 с.
Унӑн типнӗ тар йӗрӗсемпе вараланса сарӑхнӑ сӑн-питӗнче ывӑнни сисӗнчӗ, кашӑка ҫӑвар патне илсе пынӑ чух алли вӗттӗн сиккелесе чӗтрерӗ.
II // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Вӑл яланхи пекех тимлесе, васкамасӑр ҫирӗ; хушӑран кашӑка тӗлӗпе ҫӳлелле туса сӗтел ҫине хучӗ, юнашар, ларнӑ Мишатка ҫине куҫ хӗррипе савса пӑхрӗ, тӳрккесрех сасӑпа каларӗ:
XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Кӳреннипе вӑл чӑп тулли кашӑка ҫӑвара ӳпӗнтерчӗ те, тути-ҫӑварне вӗри яшкапа пӗҫертсе, сухалӗ ҫине пӗрӗхтерсе кӑларчӗ, хӑрушӑ сасӑпа ҫухӑрса ячӗ:
XIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Дарья сӑнран тӗксӗмленчӗ, алӑ тупанӗпе тутине шӑлса илсе, кашӑка сӗтел ҫине хучӗ.
XIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Вара ун пӑвнӑ пек йывӑр ҫилли каплана-каплана килет те, вӑл Серафимӑна кӑшкара-кӑшкӑра пӑрахать, ӑна кашни вак-тӗвекшӗнех чи усал сӑмахсем каласа хӑртать — е кашӑка апла паман иккен, е ларасса кирлӗ ҫӗре ларман, е калама пӗлмен… арӑмӗнне куҫҫуль кӑлармасӑр та лӑпланмасть.
23 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Кашӑка та сулахай алӑпа тытатчӗ, сӑхсӑхма та унпах сӑхсӑхатчӗ.
XXXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.