Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Пахчаҫимӗҫ (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хамӑрӑн пахчара экологи тӗлӗшӗнчен таса пахчаҫимӗҫ, улма-ҫырла ҫитӗнтеретпӗр, мӗнле ӳстернине пӗлсе тӑнипе ӑна ҫиме те кӑмӑллӑ.

Куҫарса пулӑш

Панулми упрама // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.09.29, 38№

Хулара пурӑннӑ чухне те пахчаҫимӗҫ ӳстернӗ.

Даже в городе мы выращивали овощи.

«Кӗркунне ҫынна хӑйпе хӑй пулма май парать» // Роза Власова. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Пахчаҫимӗҫ ӳстеретпӗр, качакасем валли ҫӑвӗпех утӑ хатӗрлетпӗр.

Выращиваем овощи, заготавливаем сено для коз.

«Кӗркунне ҫынна хӑйпе хӑй пулма май парать» // Роза Власова. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Канмалли кунсенче нумай пуласси вара халех ӗнтӗ паллӑ — ҫынсем хӗл валли пахчаҫимӗҫ ҫителӗклӗ туянаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗл хырӑмӗ аслӑ. Пурте пахчаҫимӗҫ хатӗрлеҫҫӗ // Юрий СЕРГЕЕВ. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Авӑн уйӑхӗн 21-мӗшӗ тӗлне ял ҫыннисенчен пахчаҫимӗҫ туяннисен йышӗ татах хушӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӗл хырӑмӗ аслӑ. Пурте пахчаҫимӗҫ хатӗрлеҫҫӗ // Юрий СЕРГЕЕВ. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Виҫӗ эрнере хула халӑхне 67 тонна пахчаҫимӗҫ сутнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӗл хырӑмӗ аслӑ. Пурте пахчаҫимӗҫ хатӗрлеҫҫӗ // Юрий СЕРГЕЕВ. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Иккӗмӗшне Комсомольски, Муркаш, Вӑрмар районӗсенчен фермер тата кил хуҫалӑхӗсенчен килнӗ, 9,45 тонна сутнӑ, «Коммунальные технологии», «Инженерная защита», «Горсвет» предприятисен автомашинисемпе тупӑш сахал илекенсем пурӑнакан ҫуртсем патне пахчаҫимӗҫ ҫитерсе панӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӗл хырӑмӗ аслӑ. Пурте пахчаҫимӗҫ хатӗрлеҫҫӗ // Юрий СЕРГЕЕВ. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Пӗрремӗшӗнче 20 кун хушшинче 47,5 тонна пахчаҫимӗҫ сутнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӗл хырӑмӗ аслӑ. Пурте пахчаҫимӗҫ хатӗрлеҫҫӗ // Юрий СЕРГЕЕВ. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Авӑн уйӑхӗн 12-мӗшӗнче «Дар» общество ҫумӗнчи ярмӑрккара Куславкка, Елчӗк, Муркаш районӗсем пахчаҫимӗҫ, сӗт, шашлӑк сутнӑ, «Фиалка» суту-илӳ центрӗн лапамӗнче хула халӑхӗ ЧР Апат-ҫимӗҫ фончӗн, Ишлей райповӗн, Вӑрнарпа Комсомольски районӗсенчи кил хуҫалӑхӗсен продукцине туяннӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӗл хырӑмӗ аслӑ. Пурте пахчаҫимӗҫ хатӗрлеҫҫӗ // Юрий СЕРГЕЕВ. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

— Пурин валли те ҫитеҫҫӗ, — пӗлтерчӗ хула администрацийӗн потребительсен рынокне аталантарассипе ӗҫлекен управленийӗн пуҫлӑхӗ Фасиха Солдатова. — Ялсенчен пахчаҫимӗҫ сутма килекенсене ырӑ сунса кӗтетпӗр.

Куҫарса пулӑш

Хӗл хырӑмӗ аслӑ. Пурте пахчаҫимӗҫ хатӗрлеҫҫӗ // Юрий СЕРГЕЕВ. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Пасар администрацийӗсем вӗсенчен арендӑшӑн пӗр пус та ыйтмаҫҫӗ, пахчаҫимӗҫ сутма тӳлевсӗрех ирӗк параҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗл хырӑмӗ аслӑ. Пурте пахчаҫимӗҫ хатӗрлеҫҫӗ // Юрий СЕРГЕЕВ. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Калинин районӗнчи «Дар» ООО пасарӗнче /Стрелоксен 324-мӗш дивизийӗн урамӗ, 22-мӗш ҫурт/ тата «Фиалка» суту-илӳ центрӗ патӗнче /Эгер бульварӗ, 40-мӗш ҫурт/, Ленин районӗнчи «Николаевский» суту-илӳ комплексӗ» АУО картишӗнче /А.Николаев космонавт урамӗ, 14-мӗш «а» ҫурт/, Мускав районӗнчи «Северная» суту-илӳ компанийӗ» ООО территорийӗнче /Мускав проспекчӗ, 40-мӗш «а» ҫурт/ пахчаҫимӗҫ сутма ятарлӑ вырӑнсем уйӑрнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӗл хырӑмӗ аслӑ. Пурте пахчаҫимӗҫ хатӗрлеҫҫӗ // Юрий СЕРГЕЕВ. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

— Тӗрлӗ пахчаҫимӗҫ нумай ҫимелле теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

ТӖРӖС АПАТЛАННИ СЫВЛӐХШӐН ПӖЛТЕРӖШЛӖ // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.09.28. 38№

Тин ҫеҫ пушатса кайнӑ контейнера час-часах пахчара ҫумланӑ ӳсентӑранпа, типнӗ курӑкпа, пахчаҫимӗҫ юлашкипе, выльӑх-чӗрлӗх тислӗкӗпе, картун коробкӑпа тултарса лартни те вӑрттӑнлӑх мар.

Куҫарса пулӑш

«Ах, пулмасть пуль, пулмасть пуль…» // Ив. САЛАНДАЕВ. «Шӑмӑршӑ хыпарӗ», 2016.07.26

Пахчаҫимӗҫ, выльӑх-чӗрлӗх сутса тупӑш илчӗҫ.

От продажи овощей, животных получали прибыль.

Ют арҫын ӑшши // Екатерина ЦВЕТКОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

Пахчаҫимӗҫ, выльӑх-чӗрлӗх сутса тупӑш илчӗҫ.

Получали доход от продажи овощей, животных.

Ют арҫын ӑшши // Екатерина ЦВЕТКОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

Владимир Петровичпа Светлана Александровна вӑкӑр самӑртаҫҫӗ, чӑхсемпе кӑрккасем усраҫҫӗ, пахчаҫимӗҫ, улма-ҫырла, чечек ҫитӗнтереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Патшалӑх ҫӗр ӗҫченне пулӑшасшӑн // Чӑваш хӗрарӑмӗ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

Кунта та темӗн тӗрлӗ улма-ҫырла йывӑҫҫи, пахчаҫимӗҫ ӳсет, вун-вун тӗрлӗ чечек хӗмленет.

Здесь каких только плодовых деревьев, овощей не растет, десятками разные цветы искрятся.

«Улмуҫҫие кӗреплепе туратпӑр» // Елена АТАМАНОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

Темӗн тӗрлӗ пахчаҫимӗҫ, улма-ҫырла ҫитӗнтереҫҫӗ ялта.

Куҫарса пулӑш

«Улмуҫҫие кӗреплепе туратпӑр» // Елена АТАМАНОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

Темӗн тӗрлӗ пахчаҫимӗҫ, улма-ҫырла ҫитӗнтереҫҫӗ ялта.

Каких только овощей, фруктов-ягод не выращивают в деревне.

«Улмуҫҫие кӗреплепе туратпӑр» // Елена АТАМАНОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех