Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Наци сăмах пирĕн базăра пур.
Наци (тĕпĕ: наци) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ялпа аграри отраслӗ валли уйрӑм наци проекчӗ палӑртман, анчах та ҫӗршыв Президенчӗ «ҫӗр ӗҫченӗсемпе ял ҫыннисен интересӗсене кашни наци проектӗнчех шута илмеллине, мӗн пур ведомствӑн планӗсемпе ӗҫӗсене те уҫӑмлӑн тата тӗплӗн йӗркелесе ҫитермеллине» палӑртса хӑварчӗ.

У села и аграрной отрасли нет отдельного профильного нацпроекта, но Президент страны подчеркнул, что «интересы аграриев и селян должны быть учтены в каждом национальном проекте, а планы и действия всех ведомств четко и предметно скоординированы».

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ ҫыру (2020) // Михаил Игнатьев. http://www.cap.ru/events/events/2020-god ... /2020-chuv

— Савнӑ Жюли, илемлӗх енчен пирӗн наци, сирӗн наци пекех, пӗр сӑнлӑ тесе эсӗ ахалех шутлатӑн.

— Ты напрасно думаешь, милая Жюли, что в нашей нации один тип красоты, как в вашей.

II // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Вӗсем хушшинче «Хресчен сасси. Кил» хаҫатӑн тӗп редакторӗ, нумай кӗнеке авторӗ Сергей Павлов, ӑсчах, ҫыравҫӑ Анатолий Кипеч, Чӑваш наци радиовӗпе «Самана таппи» кӑларӑм ертсе пыракан Улькка Эльменӗ ҫыравҫӑ, пирӗн ентешӗмӗрсем — Кӗтеснер ывӑлӗ Михаил Краснов ҫыравҫӑ, Пысӑк Енккассинче ҫуралса ӳснӗ, Чӑваш наци библиотекинче вӑй хуракан Ольга Тимофеева, «Республика» хаҫат журналисчӗ, драматург Владислав Николаев, литературовед, ҫыравҫӑ, шкулта чӑваш чӗлхине вӗрентмелли учебниксен авторӗ Василий Пушкин.

Куҫарса пулӑш

Ыр ҫын хыҫҫӑн пин ҫын утать // Э. Михайлова. «Хӗрлӗ ялав», 2019.10.18

Пикесен пултарулӑхӗпе ӑсталӑхне сумлӑ жюри - ЧР Муниципалитет йӗркеленӗвӗсен канашӗн ӗҫ тӑвакан директорӗ, Чӑваш наци конгресӗн муниципалитетсемпе ӗҫлекен комитечӗн председателӗ Станислав Николаев /жюри председателӗ/, Чӑваш халӑх артисчӗ Вячеслав Христофоров, 2013 ҫулта «Чӑваш пики» конкурс ҫӗнтерӳҫи пулнӑ Алиса Чайникова, Наци телерадиокомпанийӗн ертӳҫи Александр Магарин, ЧНКан экономикӑпа предпринимательство комитечӗн членӗ Александр Капитонов, Сергей Казаков балетмейстер, Павел Вязов предприниматель - хакларӗ.

Способности и мастерство красавиц оценили уважаемые жюри - директор по делам организации совета Муниципалитета ЧР, председатель комитета по делам муниципалитета Чувашского национального конгресса Станислав Николаев /председатель жюри/, народный артист Чувашии Вячеслав Христофоров, победительница 2013 года конкурса "Чувашская красавица" Алиса Чайникова, руководитель Национального телерадиокомпания Александр Магарин, член комитета предпринимательства и экономики ЧНКа Александр Капитонов, балетмейстер Сергей Казаков, предприниматель Павел Вязов.

Чӑваш пики — пуласлӑх хуҫи // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2015.12.18, 241-242 (26903-26904)№№

Асӑннӑ кластер «Energynet» Наци технологи пуҫарӑвне тата «Раҫҫейри ӑс-хакӑл энергетика тытӑмӗ» Наци проектне хутшӑнни 2020 ҫул тӗлне электротехника кластерӗн организацийӗсем туса кӑларакан продукци калӑпӑшне виҫӗ хут ӳстерме тата ӑна 106 миллиард тенке ҫитерме май парать.

Участие кластера в Национальной технологической инициативе Energynet и Национальном проекте «Интеллектуальная энергетическая система России» позволит к 2020 году в три раза увеличить объем выпуска продукции организаций электротехнического кластера и довести его до 106 миллиардов рублей.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3

Паян вара, глобализаци пур енӗпе те витӗм кӳнӗ вӑхӑтра, наци культурине, фольклорне упраса хӑварассипе пӗр рете Раҫҫей наци пӗрлӗхне ҫирӗплетессипе, ҫӗршывра пурӑнакан халӑхсене чунпа, кӑмӑл-туйӑмпа ҫывӑхлатассипе ҫыхӑннӑ ыйтусем те тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрлӗхпе туслӑх: хурҫӑран та ҫирӗп, ылтӑнран та пахарах // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Геннадий Архипов Чӑваш наци конгресӗн президентӗнче ӗҫленӗ ҫулсенче ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнче чӑваш наци пӗрлӗхӗсемпе автономи центрӗсем уҫӑлнӑ.

Во время работы Президентом Чувашского национального конгресса Геннадия Архипова в разных уголках родины открывались чувашские национальные объединения и автономные центры.

Архиповӑн ячӗ халӑх асӗнчех // Елена ТРОФИМОВА. «Хыпар», 2016.06.25, 99№

«Тӑвай районӗпе Тӑвай ялӗн хаклӑ ҫыннисем! Сире чӑваш наци уявӗпе - Акатуйпа пӗтӗм чун-чӗререн саламлатӑп. Тӑвай районӗнче Акатуя ҫуллен ирттерни - наци йӑли-йӗркине упракан уҫӑмлӑ тӗслӗхлӗ ку праҫник пур ӳсӗмри тата пур професси ҫыннисене творчествӑлла ӗҫе, искусствӑна, спорта явӑҫтарса пӗрлештерет», - тесе ырӑ суннӑ «АККОНД» обществӑн генеральнӑй директорне Валерий Иванова пулӑшакан Сергей Николаевич Майраслов.

Куҫарса пулӑш

Тар кӑларса ӗҫленӗ хыҫҫӑн, ай, савӑнтӑмӑр та акатуйра // А.НИКИТИНА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.06.15

Чӑваш наци конгресӗнче «Сывӑ наци» комитета ертсе пынӑ май тӗрлӗ профилактика мероприятийӗ йӗркелет.

Куҫарса пулӑш

Юрий Зорин: Шӑл ыратни мӗн таран тертлине лайӑх пӗлетӗп // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Унсӑр пуҫне наци тӗсӗсӗр административлӑ субъект йӗркелесе Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи хӑш-пӗр наци республикисене пӗрлештерме пулать, сӑмахран Чӑваш Ене, Мӑкшӑ Республикине, Мари Эле е ыттисене. Ку питӗ пӗлтерӗшлӗ. Ун хыҫҫӑн ҫак регион экономика тӗлӗшӗнчен вӑйлӑ аталанса кайма пултарӗ».

Кроме того, возможно объединение ряда национальных республик Поволжья, в частности, Чувашии, Мордовии, Марий-Эл и др. в не имеющий национальной окраски административный субъект, что крайне важно. Это мог бы стать мощный, экономически развитый регион».

«Ирӗклӗх» республика ертӳҫисене Мускав чиновникӗн сӑмахӗсене хак пама ыйтать // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/news/12235.html

Тӑвай ене иртнӗ юнкун культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗн ҫумӗ Иван Архипов, РФ Пенси фончӗн ЧР управляющийӗн ҫумӗ Валерий Николаев, пурнӑҫри тивӗҫтерӳ ӗҫченӗсен Пӗтӗм Раҫҫейри профсоюзсен Чӑваш республикинчи организацийӗн председателӗ Эдуард Иванов, республикӑри «Чӑваш наци музейӗ» бюджетлӑ учрежденин директорӗ Ирина Меньшикова килчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫурхи пӗлтерӗшлӗ ыйтусемпе // А.АЛЕКСАНДРОВА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.04.22

Ачасене саламлама тата Чӑваш Ен ҫинчен каласа пама проект координаторӗ, Патшалӑх Думин депутачӗ Алена Аршинова, унпа пӗрле Раҫҫей чӑвашӗсен федерацин наци культура автономийӗн, чӑвашсен Мускаври наци культура автономийӗн, ҫавӑн пекех Мускав хулинчи чӑвашсен культурин обществин членӗсем килнӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енӗн культурипе паллаштарнӑ // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.04.20

Эпӗ тӗн тата наци диаспорисен представителӗсене тав тӑватӑп, вӗсем тӗрлӗ наци ҫыннисем тата тӗрлӗ тӗне ӗненекенсем хушшинче пӗр-пӗрне хисеплеме, пӗртан диалога тӗп вырӑна хума кирлине шута илекен хутлӑх йӗркелес тӗлӗшпе пысӑк ӗҫ тӑваҫҫӗ.

Я выражаю благодарность представителям духовенства и национальных диаспор, которые проводят большую работу по поддержанию атмосферы взаимоуважения и равноправного диалога между людьми разных национальностей и вероисповеданий.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

«Паян эсир пирӗн ҫӗршывӑн тулли праваллӑ гражданӗсем пулса тӑтӑр. Раҫҫей гражданинӗ пуласси — пысӑк чыс, паспорт илни вара — асра юлмалӑх пысӑк пулӑм пулса, чун-чӗрӗрсенче вӑрах сыхланӗ. «Раҫҫей кунӗнче« паспорт илме икӗ хут кӑмӑллӑ. Раҫҫей кунӗ — пирӗн ҫӗршывӑн хӑвачӗпе ҫирӗплӗхне палӑртакан, наци пӗрлӗхӗн символӗ пулса тӑракан патшалӑхӑн чи пӗлтерӗшлӗ уявӗсенчен пӗри. Ҫак уяв пирӗн ҫӗршывшӑн чӗрере мӑнаҫлӑх вӑраттӑр, пурӑнма вӑй хуштӑр!

Куҫарса пулӑш

«Раҫҫей кунӗнче» паспортлӑ пулчӗҫ // Раниля Алиуллова. http://chuprale-online.ru/news/khyparsem ... m-cirpletn

Чӑваш наци культурин тава тивӗҫлӗ деятелӗ.

Куҫарса пулӑш

Студент пурнӑҫӗ ҫинчен аса илнисем // Ҫӗпрел тӑрӑхӗ. http://chuprale-online.ru/news/khyparsem ... sa-ilnisem

Ҫак кун хулари Культурӑпа кану паркӗнче наци культурисен лапамӗсене те йӗркеленӗ, кашниех хӑйсен ӑсталӑхӗпе тата пултарулӑхӗпе паллаштарнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Ташӑ – халӑхӑн чунӗ» уява «Шуратӑл ҫӑлкуҫӗсем» чӑваш халӑх ансамблӗ илем кӳнӗ // Юрий Михайлов. https://ursassi.ru/news/kultura/2024-06- ... -n-3827588

«Демографи» наци проекчӗн витӗмӗпе 2020 ҫултан вӗсенче 1200 хушма вырӑн уҫӑлнӑ.

Куҫарса пулӑш

Радий Хабиров шкул ҫулне ҫитичченхи вӗрентӳ учрежденийӗсен ҫамрӑк педагогӗсене грантсем парса чысланӑ // Надежда Родионова. https://ursassi.ru/news/%C3%87%D1%8B%D1% ... an-3818387

Тутар наци ҫынни.

По национальности татарин.

Тазетдинов Минсеит Тимергалиевич // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A2%D0%B0%D ... 0%B8%D1%87

Валитова асӑнса Шӑнкӑртамра «Корэш» наци кӗрешӗвӗ енӗпе Чӑваш республикин турнирӗ иртет.

В память о Валитове в Шыгырдане проводится Чувашский республиканский турнир по национальной борьбе «Корэш».

Валитов Минхайдар Минзалитович // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%92%D0%B0%D ... 0%B8%D1%87

Аса илтеретпӗр, кӑҫал республикипе «Хӑрушлӑхсӑр паха ҫулсем» наци проекчӗпе ҫулсен 25 участокне тата 3 искусствӑлла сооружение ҫӗнетме палӑртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Нацпроектпа килӗшӳллӗн ҫул юсанӑ // Наталья КАЛАШНИКОВА. http://kasalen.ru/2024/06/14/%d0%bd%d0%b ... %bd%d3%91/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех