Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Коршунов (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Петрона ӑсатнӑ хыҫҫӑн Пантелей Прокофьевич Коршунов хӑти патне калаҫса ларма кайрӗ.

Проводив Петра, Пантелей Прокофьевич пошел проведать свата Коршунова.

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Эсӗ ӑҫта пуҫтарӑнтӑн, Григорь Пантелев? — ыйтрӗ Митька Коршунов, Григорий шинелӗ ҫинчен юпӑнчӑ тӑхӑнса хӗҫпе наган ҫакнине тӑрӑхланӑ пек сӑнаса выртнӑскер.

— Ты куда собрался, Григорь Пантелев? — спросил Митька Коршунов, насмешливо наблюдавший, как Григорий надевает поверх шинели дождевик, цепляет шашку и наган.

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Такам хытӑ кӗлтӑвать саншӑн, Григорий, — терӗ те Митька Коршунов Григорин савӑнӑҫсӑр куллинчен тӗлӗннӗ пек пулчӗ.

— Кто-то крепко за тебя молится, Григорий, — сказал ему Митька Коршунов и удивился невеселой Григорьевой улыбке.

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӗсем ав… ах-ха-ха-ха!.. — каҫса кайса ахӑлтатрӗ Митька Коршунов, шурӑ шӑллӑ ҫӑварне курак вӗҫсе кӗрес пек карса тата тӑсмака аллисемпе пилӗкне хӗскӗчлесе тытса.

А они… ах-ха-ха-ха!.. покатывался Митька Коршунов, во всю ширь разевая белозубый рот, длинными ладонями стискивая бока.

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Митька Коршунов кӑмака умне кукленсе ларнӑ та пӳрне вӗҫӗсене пӗҫерттерсе, чикаркка тӗксе ӗмет.

Митька Коршунов, сидя на корточках у печки, обжигая пальцы, докуривал цигарку.

IX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Китаеца Митька Коршунов наганпа персе пӑрахрӗ.

Китайца Митька Коршунов срезал из нагана.

IX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ретсем варринче тахӑшӗ хыттӑн ахӑлтатса кулса ячӗ, Митька Коршунов хыпӑнчӑклӑн йӑшаланса илчӗ:

Кто-то захохотал в середине цепи, Митька Коршунов суетливо заерзал.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ку паттӑрла ак! — савӑнӑҫлӑн ахӑлтатса кулса ячӗ Митька Коршунов.

Вот это геройски! — восхищенно захохотал Митька Коршунов.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Юрать-и? — сӗнчӗ Григорие Митька Коршунов.

Дозволишь? — предложил Митька Коршунов Григорию.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӗсене Митька Коршунов хӑваласа ҫитнӗччӗ, анчах Петро ӑна сиввӗн каласа хучӗ:

Их догнал было Митька Коршунов, но Петро холодно попросил его:

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Унпа юнашарах, Митька Коршунов пекех Подтелков юлташӗсен юнне юхтарнӑшӑн урядник лычкине илнӗ Андрюшка Кашулин ҫинҫен ихӗлтетет.

Тенорком подголашивал ему Андрюшка Кашулин, тоже получивший урядницкие лычки, заработавший их на крови подтелковских сподвижников.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Мирон Григорьевич Коршунов ҫав хута халӑх ҫинче вуласа парать.

Мирон Григорьевич Коршунов прочитал на сходе бумагу.

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Митька Коршунов хӑй персе ӳкернӗ хӗрлӗ гвардеец, сиккелесе илсе, шӑлӗпе хулпуҫҫине кӑшланине асӑрхарӗ те ун ҫине тепӗр хут персе ячӗ, Андрей Кашулина хуллен пӑшӑлтатса каларӗ:

Митька Коршунов, увидев, что подстреленный им красногвардеец, подпрыгивая, грызет зубами свое плечо, выстрелил в него еще раз, шепнул Андрею Кашулину:

XXX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Анчах кӑмӑл тӑвакансем тупӑнчӗҫ: Митька Коршунов, карттус сӑмси айӗнчен тухса кайнӑ ҫӳҫне ывӑҫ тупанӗпе шӑлкаласа, лӳпперрӗн Петро патне утса пычӗ те хӗсӗк куҫӗсен хӑмӑш ҫулҫи пек симӗс шӑрҫисене ҫутӑлтарса илчӗ:

Но охотники нашлись: Митька Коршунов, приглаживая ладонью выбившиеся из-под козырька прямые волосы, увалисто подошел к Петру, сказал, мерцая камышовой зеленью прижмуренных глаз:

XXX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Митька Коршунов ҫиллес сӑнпа сӗтел патне утса пычӗ, ҫирӗппӗн хушрӗ:

Митька Коршунов с серьезным лицом подошел к столу, отрывисто приказал:

XXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Казаксем кӗпӗрех сылтӑма кайса тӑчӗҫ, пӗртен пӗр атӑ-пушмак ҫӗлекен Зиновий ҫеҫ, Коршунов ҫине шӑл хӑйраса пурӑнаканскер, уҫланкӑри ҫунӑк тунката пек, малтан тӑнӑ вырӑнтах тӑрса юлчӗ.

Толпа вся хлынула вправо, лишь чеботарь Зиновий, имевший на Коршунова зуб, остался стоять на месте один, как горелый пень в займище.

XXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Шурчамас пичӗ ҫинчи кук тӗррисемпе тӗксӗмленсе, Коршунов карталанса тӑнӑ ушкӑн варрине тухрӗ те унчченхи атаман аллинчен именчӗклӗн влаҫ паллине — пӑхӑр авӑрлӑ туяна — илчӗ.

Серея конопинами белесого лица, он вышел на середину, конфузливо принял из рук прежнего атамана символ власти — медноголовую атаманскую насеку.

XXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Унтан кӑшт сулахайра симӗс куҫлӑ Митька Коршунов чӗлӗм чӗртсе тӑрать.

Слева от него зеленели глаза Митьки Коршунова, он прикуривал.

XXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫула май вӗсем, хӑш-пӗр фронтовиксем патне кӗрсе, Коршунов съезда пыма килӗшменни тата Каменскине ыран ир хӑйсем иккӗшех тухса каясси ҫинчен пӗлтерсе хӑварчӗҫ.

Дорогой, заходя попутно, уведомили кое-кого из фронтовиков, что Коршунов отказался ехать и что завтра они вдвоем выезжают на съезд.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫара каяссинчен пуҫӗпех хӑтӑлса, ӗлӗкхи майлах кӳсе питлӗ Аникушка, батареецсем Томилин Иванпа Такан Яккӑвӗ таврӑнчӗҫ, вӗсем хыҫҫӑн Шамиль Мартынӗ, Захар Королев, Иван Алексеевич, килпетсӗр тӑсланка Борщев ҫитрӗҫ; декабрь уйӑхӗнче кӗтмен-туман ҫӗртен Митька Коршунов килсе тухрӗ; тепӗр эрнерен 12-мӗш полкри казаксем — Мишка Кошевой, Прохор Зыков, Кашулин старик ывӑлӗ Андрей Кашулин, Епифан Максаев Синилин Егор — пысӑк ушкӑнпа таврӑнчӗҫ.

Вернулись уволенные по чистой, попрежнему голощекий Аникушка, батарейцы Томилин Иван и Яков Подкова, за ними — Мартин Шамиль, Иван Алексеевич, Захар Королев, нескладно длинный Борщев; в декабре неожиданно заявился Митька Коршунов, спустя неделю — целая партия казаков, бывших в 12-м полку: Мишка Кошевой, Прохор Зыков, сын старика Кашулина — Андрей Кашулин, Епифан Максаев, Синилин Егор.

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех