Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

санӑн (тĕпĕ: сан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Санӑн плуг хыҫҫӑн утмалла мар, ертсе пымалла!

Ты должен руководить, а не за плугом ходить!

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Эсӗ малтан хӑвӑн сухаҫусене сыват-ха, вӑр-вартарах сухалаччӑр вӗсем санӑн

Плугатарей своих спервоначалу вылечил бы, чтоб они у тебя спорей пахали…

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Шӳтлеме пӗлетӗн-ха эсӗ, факт, анчах ӗҫе йӗркелесе яма санӑн гайку пушӑрах-мӗн!

— Шутить-то ты умеешь, факт, вот работу поставить — гайка у тебя слаба!

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Давыдов ним шарламасӑр кӑранташӑн шӗвӗртмен вӗҫӗпе сӗтеле шаккакаласа илчӗ те ытарлӑн: — Эппин мӗн тума килтӗн-ха эсӗ? Эпир санӑн куҫҫульне шӑлса ярӑпӑр, терӗн-им? — терӗ те куҫӗсене ҫилӗллӗн вылянтарма тытӑнчӗ.

Давыдов в молчании постучал донышком карандаша по столу, вкрадчиво спросил: — Так ты чего приехал? Чтобы мы тебе слезы утерли? — и злобно заиграл глазами.

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Илсе тухмасан — халех казаксене чӗнсе килетпӗр, вӗсем часах санӑн мӑйна хӑяккӑн пӑрса лартӗҫ!

А не принесешь — зараз кликнем казаков, они тебе враз вязы набок своротют!

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Санӑн ҫӑра уҫҫисене хамӑрах илетпӗр! — сиксе ларас пек тапӑнать Игнатенок амӑшӗ.

Сами твои ключи возьмем, — наседала Игнатенкова мать.

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Санӑн совет влаҫна халӗ арестлесе лартнӑ, вӑл пирӗн алара ларать!

— Советская власть твоя сидит у нас зараз заарестованная!

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Вӑл санӑн ӗҫ.

— Это твое дело.

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Пире санӑн тӑлусем кирлӗ мар, — терӗ вӑл кулса, йывӑррӑн хашка-хашка, — шӑлаварна акӑ, сан ҫирен, председатель, эпир хывса илетпӗрех…

— Нам портянки твои не нужны, — говорил он, улыбаясь и тяжело дыша, — а вот шаровары мы с тебя, председатель, сымем…

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Давыдов юл, — тесе ҫырнӑ унта Лупетов, — вырӑнти кӗлетсенче санӑн тырӑ хатӗрлевӗ йӗркипе пухнӑ шутран кайса леҫмесӗр хӑварнӑ 73 центнер тулӑ пур.

«Тов. Давыдов, — писал Лупетов, — у тебя на глубинке есть 73 центнера оставшейся невывезенной по хлебозаготовке пшеницы.

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Туртмалли тупӑнмӗ-ши санӑн, ырӑ ҫын?

Покурить не найдется, добрый человек?

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Эсӗ ман пата хӑвӑн хуйху-суйхуна калаҫа пама тата мана та хӑвпа ҫурмалла хуйхӑрттарма килтӗн пулӗ-ха: «Ҫапла ҫав, Андрей, санӑн та ӗҫсем япӑх, арӑмсӑр пурӑнма йывӑр пулать сана, ку йывӑрлӑха эсӗ, мӗскӗн, епле тӳссе ирттеркелӗн-ши?..» — тесе калаттарасшӑнччӗ пулӗ.

— Ты ко мне пришел небось пожаловаться, чтобы я с тобой на паях погоревал: «Да, мол, жалкое твое положение, Андрей, трудно тебе будет без бабы. Как ты, сердяга, будешь переносить, переживать эту трудность?..»

32-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Мӗне пула ыйху вӗҫнӗ-ха санӑн?

С чего это от тебя сон стремится?

32-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

«Санӑн ывӑлу, ҫитӗнсе ҫитсен, генерал пулать.

«Твой сын, как в лета войдет, генералом будет.

31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Ну, халӗ ӗнтӗ, Федотка, кӳр, эпӗ те санӑн пӳрнӳне ҫыртса пӑхам, — сӗнчӗ вӑл, анчах Федотка, кӑштах турткаланса тӑранҫи пулчӗ те, пынӑ ҫӗртех сасартӑк ҫӑмӑл урапа ҫинчен кӑвак шӑрчӑк пек ялт ҫеҫ сиксе анса юлчӗ; хӑрах ури ҫинче сиккелесе, хыҫран ҫапла кӑшкӑрчӗ:

— Ну, теперь, Федотка, давай я твой палец укушу, — предложил он, но Федотка, помедлив, вдруг прыгнул на ходу с дрожек, как большой серый кузнечик; чикиляя на одной ноге, прокричал:

31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Манӑн шӑтса тухӗҫ-ха, санӑн шӑтайрас ҫук вара.

— У меня-то вырастут, а у тебя небось нет.

31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Эпӗ вӗсене ҫавӑн пирки каласа пӑхрӑм та, Ушаков, хӑнчӑр куҫлӑ шуйттан: «Санӑн ӗҫӳ сунтал ҫине шаккасси те вӗркӗчне вӗртересси, кунта сӑмсуна чиксе ан ҫӳре, унсӑрӑн эпир ӑна пӗр самантрах плугпа касса татса илӗпӗр!» — тесе хучӗ.

Я им указал на это, а Ушаков — раскосый черт — говорит: «Твое дело по ковадлу стукать да мех дуть, сюда не суй носяку, а то мы его зараз плугом оттяпаем!»

31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Сиккипе чупнине курасчӗ санӑн — куҫна хупсан, ҫӗр курӑнми пулать.

Скачет так, что — закрой глаза, и земли не видно будет.

31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Санӑн хӑть манран, ватӑ ҫынран, именме пӗлесчӗ!

Ты хучь меня, старика, посовестилась бы!

30-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

«Хӗрарӑм ҫинче санӑн ним тумалли те ҫук, пичче! — терӗ вӑл ҫавӑн чух, сывлӑшне ҫавӑрса илсе. — Санӑн пурлӑ-ҫуклӑ вӑюпа тата унашкал тыткаланипе аялта кӑна мӑшлатса выртмалла», терӗ.

«Сверху бабы тебе делать нечего, дядя! — переведя дух, сказала тогда она. — С твоей силенкой да с ухваткой только под исподом и лежать, посапливать».

30-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех