Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Сана, юлташӑм, гостиницӑна кайма, ҫывӑрма сӗнетӗп, — терӗ юлашкинчен лейтенант, ҫак чылаях ӳсӗр, нӑкӑлтатма юратакан старшинапа сывпуллашса.
8 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
«Ҫакӑ хӑравҫӑ ватӑ ухмах, ӗҫме юратакан ҫын ҫӗр чӑмӑрӗ ҫинче чи пысӑк сутӑнчӑк пулнине пӗлнӗ эпӗ…«Я знал, что он трус, старый пьянчужка, самый подлый изменник на всем земном шаре!
14 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
— Ну, юлташсем, ӗҫсем епле? — терӗ кепка тӑхӑннӑ, рабочилле тумланнӑ, калаҫма юратакан ҫӗнӗ ҫын; отряда тухса килес умӗн унӑн ку тума хывса, урӑхла тумланма вӑхӑт пулман пулмалла.
13 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Вӑл хӑнасем пур чухне пӗр тӗрлӗ хӗрарӑм, хӑнасем ҫук чухне тепӗр тӗрлӗ хӗрарӑм пулни пире пушшех те тӗлӗнтерчӗ: пӗр хӗрарӑмӗ, хӑнасем пур чухнехи, хӑйне сивлекрех тытакан, капӑр тумланма юратакан ҫамрӑк та сывлӑхлӑ пике, тӑмсай та мар, ӑслах та мар, ҫапах хӑй хавас; тепри, хӑнасем ҫук чухнехи, ҫамрӑк мар ӗнтӗ, вӑл ӗшенчӗк, хуйхӑллӑ та лапа хӗрарӑм, юратать пулин те кичем ҫӳрет.
ХLII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Анчах хӗрӳллӗ юратӑвӑн тӗтри хуллен-хулленех сирӗлме пуҫласан е кӗтмен ҫӗртен ун витӗр ӑс-хакӑлӑн таса пайӑркисем ҫул хывсан, хамӑр чунтан юратакан ҫын пирӗн куҫ умне хӑйӗн мӗнпур паха енӗсемпе, ҫитменлӗхӗсемпе, чӑннипе вӑл епле, шӑп ҫавӑн пек тухса тӑрать, — пӗр йышши ҫитменлӗхсем пире сасартӑках уҫӑмлӑн, темиҫе хут пысӑкланса курӑнса каяҫҫӗ, чун ҫӗнни патне туртӑнни, пӗр кӑлтӑксӑр ҫынсем ҫук маррине шанни пире халиччен хамӑр юратнӑ ҫынран писме кӑна мар, йӗрӗнме хӗтӗртет, вара эпир ӑна пӗр хӗрхенмесӗр пӑрахатпӑр та пӗр кӑлтӑксӑр ҫӗнӗ ҫын шырама малалла вӗҫтеретпӗр.
ХLI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Дмитрий хӑйне хӑй юратакан ҫын.
ХL сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Коридорта пурне те пӗлме юратакан горничнӑйсен кӗписем, пуҫӗсем курӑнаҫҫӗ, буфетра пӗр хутчен темле хӗрарӑм кӗпи курӑнса кайрӗ, эпӗ ку баронесса хӑй пуль, тесе шутларӑм.
XXXIX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпӗ нимрен ытла хам юратакан хӗрарӑм ман юрату ҫинчен тата эпӗ ҫут тӗнчере пурри ҫинчен пӗлесрен шиклентӗм.
XXXVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Кунашкал юратакан ҫынсем ӗмӗрлӗхех юратаҫҫӗ, мӗншӗн тесен мӗн чухлӗ ытларах юратаҫҫӗ, юратакан чуна ҫавӑн чухлӗ ытларах пӗлекен пулаҫҫӗ, ӑна юратасси, урӑхла каласан унӑн кӑмӑл туртӑмӗсене ҫырлахтарасси ҫавӑн чухлӗ ҫӑмӑлланать.
XXIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Юлашкинчен, эсир вилместӗр-тӗк, юратакан арӑмӑр, сирӗн чирӗр вӑхӑтӗнче ҫирӗм каҫ ҫывӑрманскер (ҫакӑн ҫинчен сире вӑл тӑтӑшах аса илтерет), чирлесе ӳкет, типсе хӑрма тытӑнать, асапланать, мӗнле те пулин ӗҫ тума пушшех пултарайми пулса каять, вара, сире, йӗркеллӗ сывлӑхлӑ пулса тӑнӑскере, хӑйне хӑй уямасӑр юратнине ӑшӑ кӑмӑллӑ кичемлӗхпе кӑна палӑртать, ҫак кичемлӗх кӗтмен-туман ҫӗртен хӑвӑр ҫине те, ыттисем ҫине те куҫать.
XXIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫӗрле каллех вӗриленсе каятӑр, эсир манӑҫӑнасшӑн, анчах сирӗн юратакан арӑмӑр, ырханскер, шурса кайнӑскер, сайра хутран ассӑн сывласа, — пӗчӗк лампӑн аран палӑракан ҫутинче хӑвӑра хирӗҫ кресло ҫинче ларнӑ май кӑшт хускалкаланиех, кӑшт сасӑ кӑларниех сире тарӑхтарать, вӗчӗрхентерет.
XXIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эсир вуласшӑн — анчах юратакан арӑмӑр ассӑн сывласа сире ҫапла калать: эсир мана итлес ҫуккине эпӗ пӗлетӗп, ман ҫине ҫиленетӗр ӗнтӗ, анчах эпӗ ҫакна хӑнӑхса ҫитнӗ, — сире вуламасан лайӑхрах; эсир пӳлӗм тӑрӑх ҫӳресшӗн — сире ҫакна та тумасан лайӑхрах; эсир хӑвӑр патӑра килнӗ тусӑрпа калаҫасшӑн — сире ҫакна та тумасан лайӑхрах; эсир хӑвӑр патӑра килнӗ тусӑрпа калаҫасшӑн — сире калаҫманни лайӑхрах.
XXIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Пӳлӗме хутса ӑшӑтман, тирпейлемен, сире шӳрпе кӑна ҫиме юрать, ӑна пӗҫерме повара хушман, эмел илме яман; анчах юратакан арӑмӑр, ҫӗрӗпех ҫывӑрмасӑр ларнипе ывӑнса ҫитнӗскер, сирӗн ҫине ҫаплах хӗрхенӳллӗ сӑнпа пӑхать, чӗрне вӗҫҫӗн ҫӳрет тата, хӑнӑхманнипе уҫӑмсӑррӑн пӑшӑлтатса, тарҫӑсене тем тума хушать.
XXIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эсир сывлӑхлӑ, лӑпкӑ, сирӗн хӑвӑр юратакан ӗҫсем пур: сирӗн юратнӑ арӑмӑр питӗ имшеррипе килти хуҫалӑхра та ӗҫлеймест, ку ӗҫе тарҫӑсене шанса панӑ, ачисене те пӑхаймасть, вӗсем ача пӑхакан хӗрарӑмсем аллинче, хӑй юратмалли пӗр-пӗр ӗҫ те тума пултараймасть, мӗншӗн тесен вӑл сирӗнсӗр пуҫне нимӗне те юратмасть.
XXIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эсир ялта сире хӑйне хӑй уямасӑр юратакан арӑмӑрпа иксӗр пурӑнатӑр, тейӗпӗр.Вы одни живете в деревне с своей женой, которая любит вас с самоотвержением.
XXIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Кунашкал юратакан ҫынсем хӑйсене те савассине нихҫан та ӗненмеҫҫӗ (мӗншӗн тесен мана ӑнланман ҫыншӑн хама хам шеллемесӗр пӗтересси пушшех чыслӑрах), яланах нишлӗ пулаҫҫӗ, асапсен пӗлтерӗшне ҫакӑ та ӳстерет; нумайӑшӗ яланлӑхах юратса пӑрахаҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӗсене юратнӑ ҫынна парнеленӗ асапсен ырӑ ятне ҫухатма йывӑр пулӗччӗ; хӑйсем чунтан парӑнса тӑнине ӑна ӗнентерессишӗн вилме яланах хатӗр, анчах юратнине куллен вак-тӗвексемпе кӑтартассинчен йӗрӗнеҫҫӗ, мӗншӗн тесен вак-тӗвексемпе кӗрмешни кӑмӑла вӑйлӑн ҫӗклентерме пултараймасть.
XXIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Иккӗмӗш тӗрлӗ юрату — хӑйне хӑй уямасӑр юратни; ку вӑл юратнӑ чуншӑн юратакан ҫын хӑйне те хӗрхенменнине юратни пулать, ҫапла юратакан ҫын хӑйӗн асапӗсем юратнӑ чуншӑн усӑллине е усӑллӑ маррине пачах шута илмест.
XXIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Хӑйсенчи ҫак ырӑ туйӑма сӳнме парас мар тесе, вӗсем хӑйсен юратӑвӗ ҫинчен чи илемлӗ сӑмахсемпе хӑйсем юратакан ҫынна та, ку юрату ҫумӗнче нимӗнле ӗҫ те ҫук ҫынсене те тӑтӑшах кала-кала параҫҫӗ.
XXIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫавнашкал юратакан ҫынсемшӗн, — юратнӑ япала мӗн чухлӗ ырӑ туйӑм вӑратать, ҫавӑн чухлӗ кӑмӑллӑ; юратакан ҫынна вара ҫав ырӑ туйӑма сиссе тӑни, ҫав ырӑ туйӑмӑн палӑрӑвӗ савӑнтарать.
XXIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Дмитрий сасартӑк эпӗ юратакан йӑваш кӑмӑллӑ пулса тӑчӗ.Дмитрий вдруг пришел в мое любимое, кроткое расположение духа.
XV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.