Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

юратакан (тĕпĕ: юрат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Влаҫа туртса илес тесе, хӑй тавра хӑй пекех кӑшкӑрма юратакан ҫынсене пӗтӗҫтернӗ, кайран вӗсене вырӑнсем парса тухнӑ.

Когда захватил здесь власть, подобрал себе таких же крикунов, как сам.

IV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Ку укҫана ҫеҫ юратакан ҫӑткӑн хыткукар.

Этот только до денег жаден.

IV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

— Шерпечӗ шерпет пулӗ те юратакан ҫыншӑн, мӗн-ха, тӗкӗнменех юлам, Андрей Васильевич, тип тытам, эппин, шӳтлесерех каласан, — каллех майланҫи турӗ галстукне Кузьма Афанасьевич.

Куҫарса пулӑш

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ан тив, йышӑнман, тиркетӗр пултӑр санӑн юратӑвна тепри, хӑв шутсӑр-шутсӑр юратакан этем (ку вӑл, пӗр те пӗр ӑсласан, ӳкӗнмелли, выртса ӳлесе йӗмелли пӑтӑрмахах та мар) — пурпӗр урӑх ҫын ӗнте эсӗ яланлӑхах; эсӗ — юрататӑн, эсӗ тӳпе анлӑшӗпе вӑй виҫекен кӑйкӑр евӗр ҫӳле-ҫӳле ыткӑнса хӑпарнӑ, эсӗ — чӗрӗ, эсӗ — ынатлӑ, эсӗ — тепӗр ҫын валли тулӑх-тулӑх, чӑп тулли телей хатӗрленӗ…

Куҫарса пулӑш

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Чи малтанах, паллах, чунтан-вартан юратакан амӑшӗ валли туса парӗччӗ вӑл кунашкал ырлӑха, ӑна вӑрӑм-вӑрӑм ӗмӗр пиллӗччӗ…

Куҫарса пулӑш

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Юратакан ҫынран хӑраҫҫӗ-и ӑна?

Куҫарса пулӑш

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Мӗншӗн эсӗ пӗлекен, хытӑ-хытӑ юратакан ҫыпсенех виле-виле выртмалла?

Куҫарса пулӑш

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Тӑван аттене юратнӑ пекех юратакан ҫынпа тата нумай вӗрентнӗ ӑслӑ юлташпа сывпуллашасси Го Цюань-хая питех те йывӑр пулчӗ.

Тяжело было Го Цюань-хаю расставаться с человеком, которому он был многим обязан и которого полюбил, как отца.

XXI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Калас пулать, Го Цюань-хай Братишка Яна суйласа илни ӑнӑҫлӑ теме май ҫук: вӑл хӑравҫӑ, кӗвӗҫекен тата укҫа юратакан ҫын пулнӑ.

Нельзя сказать, конечно, что это был удачный выбор. Братишка Ян был труслив, завистлив и падок до денег.

X // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Унӑн арӑмӗ, Дасаоцза, ҫав тери ӗҫе юратакан, алӑ ӗҫне те, хирти ӗҫсене те тӗплӗ тума пултаракан хӗрарӑм пулнӑ.

Жена его, Дасаоцза, была трудолюбивой, старательной хозяйкой, искусной рукодельницей и усердной в полевых работах.

IX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Апат та хатӗр пулнӑ, ун валли хӑй юратакан ҫимӗҫсене пӗҫернӗ, унтан ӑна салтӑннӑ-салтӑнман сӗтел хушшине кӗртсе лартса, тӗпчеме пуҫланӑ:

Его ждали обедать, приготовили любимые им блюда и тотчас же, как только он разделся, усадили за стол и стали расспрашивать.

III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Вӑл хӑйӗн нумай-нумай тӑшманӗсенчен хӑраман, мӗншӗн тесен хӑй чӗререн юратакан Маньчжоу-го ӑна пур тӗрлӗ асапран та хӑтарасса шанса, ӗненсе тӑнӑ.

Он не боялся своих многочисленных врагов, так как был уверен, что Маньчжоу-го, которому он ревностно служил, спасет его от всех бед.

VII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Тепӗр чухне юратакан ҫамрӑк арӑмне те тиврӗ.

Даже младшей и любимой жене нередко доставалось.

II // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Уй-хирсенче, хам ача чухне пӑру кӗтнӗ Вспольный юханшыв хӗрринчи ҫырансем ҫинче, атте юратакан вырӑнта — шурлӑх хӗрринчи хурӑнлӑхра пултӑм.

Был на полях, на лугах у Вспольного, где когда-то пас телят, прошёлся вдоль березняка у гати — любимого места отца.

7. Каллех Ображеевкӑра // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Эпӗ пӗрле кайрӑм: кулӑшла та йӑпанчӑк, ҫак хушӑрах тем те пӗр хӑтланма юратакан упа мана та илӗртетчӗ.

Я иду тоже: забавный, ласковый, озорной медвежонок стал и моей слабостью.

6. Аэродромри пурнӑҫа хӑнӑхса ҫитетӗп // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Командира эпӗ хама асӑрхануллӑ пулма вӗрентнӗшӗн, хамӑн ӗҫе пӗлсе те лайӑх тума хушнӑшӑн тата ытларах юратакан пултӑм.

Я был благодарен командиру за то, что он предостерёг меня, заставил быть скромнее и требовательнее к себе.

12. Эпӗ те хисеп уҫрӑм // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Ҫак кунтан пуҫласа эпӗ, апла калама юрать пулсан, машинӑна тата ӑшшӑнрах юратакан пултӑм.

С этого дня я стал ещё теплее, если можно так сказать, относиться к машине.

7. Тӑшманпа пуҫласа тӗл пултӑм // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Пӗр каҫрах ӑна Мускаври хӑна тума юратакан ҫынсем ҫӗр те ҫирӗм ултӑ шур булка пӑрахса пачӗҫ, Беби вӗсене пурне те ҫисе ячӗ.

Оказалось, за один вечер в Москве гостеприимные москвичи поднесли Бэби сто двадцать шесть больших белых булок, и он всё съел.

Ҫӗр те ҫирӗм ултӑ булка // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

Илӗртӳллӗ, ӗҫчен, ҫӗннине йышӑнмашкӑн уҫӑ, тӑван хулине чунтан юратакан, унӑн аталанӑвӗшӗн пӗтӗм вӑй-халне пама хатӗр ҫынсем.

Удивительные, трудолюбивые, открытые всему новому люди, влюбленные в родной город и готовые вложить все свои силы в его дальнейшее развитие.

Олег Николаев Хула кунӗ ячӗпе саламлани (2021) // Олег Николаев. http://glava.cap.ru/news/2021/08/15/glav ... aet-s-dnem

Питӗнчен пӑхсан вӑл тӑрӑшакан та хӑйне итлеттерме юратакан ҫын пек туйӑнать.

Лицо у него упрямое, энергичное.

8. Летчика вӗренекен туссем // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех