Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пӳлӗме хутса ӑшӑтман, тирпейлемен, сире шӳрпе кӑна ҫиме юрать, ӑна пӗҫерме повара хушман, эмел илме яман; анчах юратакан арӑмӑр, ҫӗрӗпех ҫывӑрмасӑр ларнипе ывӑнса ҫитнӗскер, сирӗн ҫине ҫаплах хӗрхенӳллӗ сӑнпа пӑхать, чӗрне вӗҫҫӗн ҫӳрет тата, хӑнӑхманнипе уҫӑмсӑррӑн пӑшӑлтатса, тарҫӑсене тем тума хушать.
XXIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эсир сывлӑхлӑ, лӑпкӑ, сирӗн хӑвӑр юратакан ӗҫсем пур: сирӗн юратнӑ арӑмӑр питӗ имшеррипе килти хуҫалӑхра та ӗҫлеймест, ку ӗҫе тарҫӑсене шанса панӑ, ачисене те пӑхаймасть, вӗсем ача пӑхакан хӗрарӑмсем аллинче, хӑй юратмалли пӗр-пӗр ӗҫ те тума пултараймасть, мӗншӗн тесен вӑл сирӗнсӗр пуҫне нимӗне те юратмасть.
XXIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эсир ялта сире хӑйне хӑй уямасӑр юратакан арӑмӑрпа иксӗр пурӑнатӑр, тейӗпӗр.Вы одни живете в деревне с своей женой, которая любит вас с самоотвержением.
XXIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Кунашкал юратакан ҫынсем хӑйсене те савассине нихҫан та ӗненмеҫҫӗ (мӗншӗн тесен мана ӑнланман ҫыншӑн хама хам шеллемесӗр пӗтересси пушшех чыслӑрах), яланах нишлӗ пулаҫҫӗ, асапсен пӗлтерӗшне ҫакӑ та ӳстерет; нумайӑшӗ яланлӑхах юратса пӑрахаҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӗсене юратнӑ ҫынна парнеленӗ асапсен ырӑ ятне ҫухатма йывӑр пулӗччӗ; хӑйсем чунтан парӑнса тӑнине ӑна ӗнентерессишӗн вилме яланах хатӗр, анчах юратнине куллен вак-тӗвексемпе кӑтартассинчен йӗрӗнеҫҫӗ, мӗншӗн тесен вак-тӗвексемпе кӗрмешни кӑмӑла вӑйлӑн ҫӗклентерме пултараймасть.
XXIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Иккӗмӗш тӗрлӗ юрату — хӑйне хӑй уямасӑр юратни; ку вӑл юратнӑ чуншӑн юратакан ҫын хӑйне те хӗрхенменнине юратни пулать, ҫапла юратакан ҫын хӑйӗн асапӗсем юратнӑ чуншӑн усӑллине е усӑллӑ маррине пачах шута илмест.
XXIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Хӑйсенчи ҫак ырӑ туйӑма сӳнме парас мар тесе, вӗсем хӑйсен юратӑвӗ ҫинчен чи илемлӗ сӑмахсемпе хӑйсем юратакан ҫынна та, ку юрату ҫумӗнче нимӗнле ӗҫ те ҫук ҫынсене те тӑтӑшах кала-кала параҫҫӗ.
XXIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫавнашкал юратакан ҫынсемшӗн, — юратнӑ япала мӗн чухлӗ ырӑ туйӑм вӑратать, ҫавӑн чухлӗ кӑмӑллӑ; юратакан ҫынна вара ҫав ырӑ туйӑма сиссе тӑни, ҫав ырӑ туйӑмӑн палӑрӑвӗ савӑнтарать.
XXIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Дмитрий сасартӑк эпӗ юратакан йӑваш кӑмӑллӑ пулса тӑчӗ.Дмитрий вдруг пришел в мое любимое, кроткое расположение духа.
XV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Тусӗсене ӗмӗрлӗхех юратакан ҫынсенчен пӗри вӑл; унашкаллисем тусӗсене лешсем яланах кӑмӑллӑ пулнипе те мар, пӗрре юратса пӑрахнӑ ҫынран писесси — ӑна йӑнӑшпа юратса пӑрахнӑ пулсан та — ята яни пулать, тесе шутланӑшӑн юратаҫҫӗ.
XIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Хам савса юратакан Дмитри тусӑмпа — тепӗр чухне эпӗ ӑна, хам кӑна илтмелле, ытарайми Митя тетӗп — калаҫнӑ чухне ырӑ ӗҫсем тума шухӑшланисем ман туйӑма мар, ӑсӑма кӑна килӗшрӗҫ-ха.
I сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Володьӑпа Дубков час-часах хӑйсен тӑванӗсенчен юратса тӑрӑхлакалаҫҫӗ; Нехлюдов пачах урӑхла, ӑна хӑй пысӑк хаваслӑхпа чикӗсӗр хытӑ юратакан мӑнаккӑшӗн япӑх енне аса илтернипе ҫилентерме пулать.
XXV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпир кӑштах лӑпланатпӑр ҫеҫ, эпӗ Люба ҫине пӑхатӑп та пӗр вӑхӑтранпа йӑлана кӗнӗ хамӑр юратакан сӑмаха, яланах култарса яраканскере, калатӑп, вара эпир каллех ахӑлтатма пуҫлатпӑр.
ХХIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Акӑ кӑмака ҫумӗнчи выртмалли вырӑн, ун ҫинче утюг, хулӑн хытӑ хутран тунӑ катӑк сӑмсаллӑ пукане, пӗчӗк лаххан, ала ҫумалли чӑм лараҫҫӗ; акӑ чӳрече, ун ҫинче хура ӑвӑс татӑкӗ, пурҫӑн ҫип ҫӑмхи, пӗр вӗҫӗнчен ҫыртса илнӗ симӗс хӑяр, канфет коробки ним йӗркесӗр сапаланса выртаҫҫӗ, акӑ пысӑк хӗрле сӗтел, ун ҫинче, ҫӗлемелли япала урлӑ, йӗри-тавра ҫитсапа ҫӗлесе ҫаврӑннӑ кирпӗч выртать, ку сӗтел хушшинче вӑл ларать, хӑй эпӗ юратакан кӗрен пир кӗпине тӑхӑннӑ, мана уйрӑмах илӗртекен виҫ кӗтеслӗ сенкер тутӑрне ҫыхнӑ.
XVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл юратакан япаласемпе эпӗ ирӗксӗрех интересленме пуҫлатӑп; анчах ун ҫулӗпе пыма эпӗ ытла мӑнкӑмӑллӑ, ҫӗнӗ ҫул суйласа илме ҫамрӑкрах-ха, хам тӗллӗн пурӑнма пултараймастӑп.
V сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпӗ ӑна халь аса илетӗп те вӑл пурне те пулӑшма юратакан, лӑпкӑ та ырӑ ача пулнине ӑнланатӑп; тахҫан вӑл хӗрхенме те, ун пирки шухӑшлама та тивӗҫсӗр йӗрӗнчӗк ача пек туйӑнатчӗ мана.
XIX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл хӑйне мӗн ҫамрӑкранах шӑпи пӳрнӗ чаплӑ вырӑна йышӑнма хатӗрленнӗ пек тытнӑ; ҫавӑнпа хӑйӗн чапа юратакан тулӑх пурнӑҫӗнче ытти ҫынсенни пекех ӑнӑҫсӑрлӑхсем, ӗмӗт татӑлнисем тата кӳренмеллисем тӗл пулкаланӑ пулин те, хӑйӗн яланхи лӑпкӑ кӑмӑлне те, чаплӑ шухӑшсемпе хавхаланас йӑлине те, тӗне ӗненессипе хӑйне епле тыткалассин тӗп йӗркисене те улӑштарман; ӑна пурте хисеплесси вӑл чаплӑ вырӑн йышӑннинчен ҫеҫ мар, нимрен ытларах вӑл йӗркелӗхе юратнинчен тата ҫирӗплӗхӗнчен килнӗ.
XVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпӗ, нимӗншӗн те хапсӑнмасӑр пире ҫепӗҫҫӗн юратакан ҫав ҫынна хӑнӑхса ҫитнӗскер, урӑхла пулма пултарасси ҫинчен шутламан та, манӑн ӑна тав тӑвас кӑмӑл нимӗн чухлӗ те пулман тата хамран хам нихҫан та: мӗнле-ха, телейлӗ-ши вӑл? хӑй пурнӑҫӗпе ҫырлахать-ши вӑл? — тесе ыйтман.
XIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫак хута, Карл Иваныч ун урлӑ парнесем пама тӑкакланӑ мӗнпур укҫишӗн тата хӑйне пама пулнӑ парнешӗн те тӳлеме ыйтса ҫырнӑскере, вуласан, кирек кам та: Карл Иваныч чунсӑр, пӗр хӑйне кӑна юратакан, укҫашӑн ҫунакан ҫын, урӑх никам та мар, тесе шутлӗ, — анчах вӑл йӑнӑшать.
XI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Йевтӑн темиҫе ҫӗрулми пур иккен, япаласене тирпейлӗн пухма юратакан старик вӗсене яла кӗрсен миххе чикнӗччӗ.
6 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Халиччен хресченсем пек калаҫма юратакан Гвозден та темшӗн шарламасть.Молчал почему-то и Гвозден, обычно по-крестьянски разговорчивый.
2 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.