Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пӗчӗкҫеҫ те каҫӑр сӑмсаллӑ кулӑшла сестра — тулли кӗлеткеллӗ пулнӑ.
17 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Унпа юнашар каҫӑртарах сӑмсаллӑ, харсӑр сӑнарлӑ медсестра, Леночка, тӗттӗмелле тинкерсе пӑхса тӑрать.
17 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ун тӗксӗм ҫуттинче Алексей пӗркеленнӗ питлӗ, вӑрӑм сӑмсаллӑ, хаяр сӑнлӑ пӗчӗк карчӑка курчӗ.
17 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Хӑй пӗчченех пӳлӗ тесе шутласа, ача хырӑмӗпе карлӑк ҫине выртса аялалла шуса анса кайрӗ, — каҫӑр сӑмсаллӑ тата шатраллӑ пичӗ ҫав вӑхӑтра питех те кӑмӑллӑ пулни палӑрчӗ.
27 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Ҫав самантрах вӑл, офицерӑн ҫӗрӗ тӑхӑннӑ пӳрнеллӗ алли ерипен аялалла шуса ансан шатраллӑ, шӗвӗр те хӗрлӗ сӑмсаллӑ, карӑкӑнни пек пӗчӗк ҫеҫ янахлӑ сӑн-питне курчӗ.
15 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Унӑн хура пуставран ҫӗленӗ, сарлака та авӑнчӑк, хура лутук пек пысӑк сӑмсаллӑ картусӗ хӑй хыҫӗнче ҫакӑнса тӑнӑ.
15 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Унӑн сӑнӗ те — тӗксӗм, хитре тӳрӗ сӑмсаллӑ та пысӑк куҫлӑскер, кивӗ пӳрт ҫине витнӗ улӑм пек ҫӳҫ айӗнчен курӑнса тӑраканскер, шӑп та шап ялти пӗчӗк кӗтӳҫӗнни пек пулнӑ.
4-мӗш сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Анчах ҫак вӑхӑтра аялта сасӑсем илтӗнчӗҫ, пусма сулланма тытӑнчӗ, шпорсем чӑнкӑртатни илтӗнчӗ те площадка ҫине, йывӑррӑн сывласа, питӗ ҫамрӑк, каҫӑр сӑмсаллӑ, хура куҫхаршиллӗ офицер сиксе хӑпарчӗ.
3 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Капитан Енакиев ҫине, унӑн кивӗ, анчах ҫав тери тирпейлӗ, тӑп-тӑп ларакан, хура петлицӑллӑ, ылттӑн тӳмеллӗ шинелӗ ҫине, унӑн хытӑ, хӗрри хура, кӑштах куҫӗ ҫинерех антарса лартнӑ тӑваткӑл сӑмсаллӑ картусӗ ҫине, ҫиелтен салтак пуставӗпе тирпейлӗн ҫӗлесе лартнӑ фляжки ҫине, шинелӗн иккӗмӗш тӳминчен ҫакса янӑ электричество фонарӗ ҫине, унӑн ҫирӗп, ҫӳхе, анчах хуть те епле ҫанталӑкра йӑлтӑртатакан пуличченех тасатса янӑ аттисем ҫине пӗрре пӑхса илсенех — ку ҫын мӗн тери тӳре кӑмӑллӑ, тӗрӗс, тата вӑл нихҫан та хӑй шухӑшӗнчен пӑрӑнас ҫуккине пӗтӗмӗшпех ӑнланма пулнӑ.
2 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Курпун сӑмсаллӑ, ҫирӗп карчӑк-ха, килте-ҫуртра та чупса ӗҫлемелле вӑл, мунча хутма та, чуста ҫӑрса ҫӑкӑр пӗҫерме те пултармалла.
Намӑссӑрсем // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 36–46 стр.
Кайран тӗрӗслесе пӗлнӗ тӑрӑх ҫакӑ паллӑ пулчӗ: ҫав сарӑ уссиллӗ, шӗвӗр сӑмсаллӑ ҫын пӗр капитализмла государствӑн агенчӗ пулнӑ-мӗн.
Вӑрман кушакӗ // Василий Алентей. Василий Алентей. Пограничниксем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955
Пӑхатӑп: ҫӗр ҫинче кӑкӑрӗнчен чӗп-чӗрӗ юн юхтарса, сарӑ уссиллӗ, шӗвӗр сӑмсаллӑ ҫын тасалса выртать.Смотрю: на земле лежит плашмя остроносый человек с желтыми усами с кровопотеком из груди.
Вӑрман кушакӗ // Василий Алентей. Василий Алентей. Пограничниксем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955
Ҫак ушкӑн варринче ҫанӑсӑр шурӑ шупӑрлӑ ҫын, ун хыҫӗнче ҫурма ҫарамасланнӑ мӑнтӑркка ача, ача хыҫӗнче ҫурма ҫарамасланнӑ, хӗрлӗ сӑмсаллӑ мӑнттай этем тӑраҫҫӗ.
Халӑха кӑтартма // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 107–114 стр.
Вӗсем патне кукша пуҫлӑ тепӗр старик пырса ҫитрӗ те пушӑ вырӑн кӑшт кӑна юлчӗ, ҫав вӑхӑтрах ӑна та хӗрлӗ сӑмсаллӑ ҫурма ҫарамас этем пырса йышӑнчӗ, ҫапла ҫурма ҫаврашкаран ҫаврашка пулса тӑчӗ.
Халӑха кӑтартма // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 107–114 стр.
Шатра сӑмсаллӑ голландски хур аҫисем пулаҫҫӗ-и?
IV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.