Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ак сăмах пирĕн базăра пур.
ак (тĕпĕ: ак) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ҫапла ак, курма тесе кӗтӗм…

— Вот, зашел проведать…

VII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ҫапла пулмаллаччӗ те вӑл. Халӗ тытӑнаҫҫӗ ак казаксем сӑмсасене пӑркалама!

Так оно и должно было получиться. То-то казаки теперь носами закрутят!

VII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Курнӑҫланать-ха тата, ниме тӑман ҫӳпӗ, ӳпкелесе калаҫать, тепӗр эрнерен ак тӳрех карланкӑ ҫине улӑхса тӑма хӑтланӗ…

Ломается, как копеечный пряник, попрекает, а через неделю прямо начнет на глотку наступать…

VII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Тӑхӑнтартӑп ак сана!

— Поносишь у меня!

VII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Хӑть ак асаннерен ыйт.

— Спроси вот хучь у бабки.

IV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ак ҫӑпларах ӗҫ, кинеми: ҫӑкӑр пӗҫерсе параймастӑн-ши пире?

Однако, хозяюшка, вот какое дело: не можешь ли ты выпечь нам хлеба?

IV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ак ҫакӑ пусрӗ пирӗн автана!

Вот этот самый и зарезал нашего кочета!

IV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Витӗн ак ҫитӗпе!

Вот дерюжкой укройся!

IV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Турӑ парсан, чипер сыввӑнах пурӑнӑпӑр-ха ак.

Бог даст, живых-здоровых увидим.

IV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Куратӑн ак, пирӗннисем кӗҫ Дон урлӑ каҫса килеҫҫӗ, — шантарса каларӗ Ильинична.

— Вот поглядишь, скоро переправются наши из-за Дона, — уверенно отозвалась Ильинична.

IV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ак мӗн пысӑкӑш ҫӑматӑ хӑварчӗ.

— Во какие валенки оставил!

IV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ку ак — йӑлт хама хывнӑ!

А этот — весь в меня!

II // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ватӑлса ҫитерехпе ку мана кӑмака ҫинчен те анма памӗ ак, пӑта ҫинех тирсе лартӗ!

Этот при моей старости на печку не иначе как шилом будет подсаживать!

II // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Пирӗн взводнӑй ак чӑн та тенеплерен ҫеҫ путса вилмерӗ.

— А вот наш взводный на самом деле чуть не утоп.

II // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Эпӗ ак вӗсем тем тесен те ӑшӑх вырӑнсемпе каҫма тапаҫланаҫҫӗ тесе шутлатӑп…

А я думаю, что не иначе будут они силоваться на бродах перейтить…

I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ак эпӗ те!

— А вот и я!

VII. Ӑнӑҫсӑр ӗҫ // С. Алексеев. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан С. Алеквеев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 68 с.

Ак эпӗ те! — хыттӑн кӑшкӑрса ячӗ хуҫи.

— А вот и я! — громко крикнул хозяин.

VII. Ӑнӑҫсӑр ӗҫ // С. Алексеев. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан С. Алеквеев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 68 с.

Ак мӗнле…

— Вот что…

III. Килӗшӳллӗ паллашу // С. Алексеев. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан С. Алеквеев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 68 с.

Чи йывӑр мыскари вара ак ҫакӑччӗ: Федюша ҫип вӗҫне аш татӑкӗ ҫыхса Каштанкӑна паратчӗ те, ӑна вӑл ҫӑтса янӑ-яманах, хыттӑн кулса каялла туртса кӑларатчӗ.

Особенно мучителен был следующий фокус: Федюшка привязывал на ниточку кусочек мяса и давал его Каштанке, потом же, когда она проглатывала, он с громким смехом вытаскивал его обратно из ее желудка.

II. Палламан ҫын // С. Алексеев. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан С. Алеквеев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 68 с.

Халь ак эпир урам тӑрӑх пыратпӑр та хунарсем ҫине пӑхатпӑр, вилсессӗн — ӗмӗрех тамӑкра ҫунӑпӑр…

Теперь вот мы по улице идем и на фонарики глядим, а как помрем — в геенне огненной гореть будем…

I. Хӑйне ӑссӑр тыткалани // С. Алексеев. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан С. Алеквеев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 68 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех