Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Йывӑҫ сăмах пирĕн базăра пур.
Йывӑҫ (тĕпĕ: йывӑҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫулталӑк каялла Шупашкарта ҫурчӗ ҫунса кайнӑ хыҫҫӑн вӑл Етӗрне районӗнчи Исментер ялӗнче кивӗ йывӑҫ пӳрт туяннӑ.

Год назад, после того, как сгорел дом в Чебоксарах, купил старый дом в деревне Исмендеры Ядринском районе.

Шывра та путман, вутра та ҫунман хӗрарӑм // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.06.21, 96№

Йывӑҫ хунавӗсене туянма нухрат чылай кирлӗ.

Нужны немалые деньги, чтобы купить саженцы.

Праски кинеми пиллесе авлантарнӑ // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

Йывӑҫ лартса хӑвараҫҫӗ, чечексем ӳстереҫҫӗ…

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫран уйрӑлнисене ӗлӗкренех сума сунӑ // Агафон ПЕТРОВ. «Урал сасси», 2016.06.01

Гранитран, тимӗртен, чулран, бетонран тунӑ палӑксем те, нимӗн те ҫырман тимӗр тата йывӑҫ хӗрессем те, юпа кӑна лартнисем те пур.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫран уйрӑлнисене ӗлӗкренех сума сунӑ // Агафон ПЕТРОВ. «Урал сасси», 2016.06.01

Хулӗсем хӑрӑк йывӑҫ туратти евӗр ҫакӑнса тӑнӑ.

Плечи висели как сухие ветки дерева.

Улттӑри паттӑр салтак // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.05.26, 20№

Хырӑмӗ выҫнӑран типнӗ ҫырла ҫинӗ, сиксе чӗтрекенскер кӑштах та пулин ӑшӑнас тесе йывӑҫ ҫумне тӗршӗнсе ҫулҫӑсемпе витӗннӗ.

От голода ел сушеные ягоды, чтобы хоть чуточку согреться, дрожащий от холода прислонялся к дереву и укрывался листьями.

Улттӑри паттӑр салтак // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.05.26, 20№

Йывӑҫ нумай.

Много деревьев.

Ҫӗнӗ музей йӗркеленет // Э.Михайлова. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21

Анчах та йывӑҫ тымарсӑр пулмасть тенине тӗпе хурса историренех пуҫлар-ха.

Куҫарса пулӑш

Фронтра паттӑррӑн ҫапӑҫнӑ, ҫӗнтерӗве ҫывхартнӑ // В.ИВАНОВ. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.07

Йывӑҫ пӳрт икӗ ҫул ытла пушӑ тӑнӑ.

Больше двух лет бревенчатый дом пустовал.

Элӗк районӗнче 7 ҫын ҫунса вилнӗ // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/news/12303.html

Ҫавӑнпа та вӗсем хальхинче те йывӑҫ лартма сӗнсен хирӗҫлемен — тӳрех килӗшнӗ.

Куҫарса пулӑш

Шупашкарта Туслӑх аллейи уҫӑлчӗ // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.05.06, 69№

Вӗсем ҫак туслӑха тата ӗҫтешлӗхе ҫирӗплетсе йывӑҫ лартма килни ҫинчен пӗлтерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Шупашкарта Туслӑх аллейи уҫӑлчӗ // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.05.06, 69№

Кашни район ячӗпе йывӑҫ лартса тӗрлӗ район пӗрлӗхӗсен представителӗсем хулара тата республикӑра иртекен мӗнпур мероприятие хастар хутшӑнма хатӗррине ҫирӗплетме шут тытнӑ.

Куҫарса пулӑш

Шупашкарта Туслӑх аллейи уҫӑлчӗ // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.05.06, 69№

Ӗҫ коллективӗсемпе иртнӗ тӗлпулусенче «2016 ҫулта граждансене социаллӑ пулӑшу парасси», «Вырӑнти тата территориллӗ обществӑлла самоуправлени органӗсен тирпей-илем кӗртес енӗпе тумалли задачисем тата граждансене ҫак ӗҫе хутшӑнтарасси, Йывӑҫ кунӗн ҫурхи тапхӑрне ирттересси», «Аслӑ Ҫӗнтерӳ тунӑранпа 71 ҫул ҫитнине халалласа ирттерекен мероприятисене хатӗрленесси», «Ҫурхи ака-суха ӗҫӗсене ирттересси» ыйтусене сӳтсе явнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӗрлӗ ыйтупа калаҫнӑ // Л.ШУРЯШКИНА, Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016.04.22

Вӑрмансене, йывӑҫ лартнӑ лапамсене сухаласа ҫаврӑнни кӑвара шалалла ҫунса кӗме чарать.

Куҫарса пулӑш

Ҫурхи пӗлтерӗшлӗ ыйтусемпе // А.АЛЕКСАНДРОВА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.04.22

Унта граждансене социаллӑ пулӑшу парассин майӗсем, экологи субботникӗсем тата Йывӑҫ кунӗн ҫурхи тапхӑрне ирттересси, территорисене, ҫул хӗррисене, масарсене тасатса тирпейлесси, ҫурхи уй-хир ӗҫӗсене лайӑх вӑхӑтра пурнӑҫласси, Аслӑ Ҫӗнтерӳ кунне тивӗҫлӗ шайра паллӑ тӑвасси пирки калаҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫурхи пӗлтерӗшлӗ ыйтусемпе // А.АЛЕКСАНДРОВА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.04.22

Районта иртнӗ Пӗрлехи информаци кунӗнче 2016 ҫулта граждансене социаллӑ пулӑшу кӳресси, экологи субботникӗсене тата Йывӑҫ кунне йӗркелесе ирттересси, хула, ял тӑрӑхӗсенчи урамсенче, ҫул хӗррисенче, масарсен территорийӗсенче тирпей-илем кӗртесси, Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра ҫӗнтернӗренпе 71 ҫул ҫитнине халалласа ирттерекен мероприятисене хатӗрленсе ирттересси, ҫурхи уй-хир ӗҫӗсене кӗске вӑхӑтра тата пахлӑхлӑ пурнӑҫласси, ҫуркуннехи-ҫуллахи вӑхӑтсенче пушар хӑрушсӑрлӑхӗпе ҫыхӑннӑ мерӑсене тытса пырас ыйтусене сӳтсе явнӑ.

Куҫарса пулӑш

Социаллӑ ыйтусем малти вырӑнта // Хӗрлӗ ялав. «Хӗрлӗ ялав», 2016.04.20

Чӗр сухӑр /живица/ - лӑсӑллӑ йывӑҫ хуппине кассан юхакан сӑмала евӗр шӗвек.

Куҫарса пулӑш

Чӗр сухӑрӑн сиплӗ хӑвачӗ // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.04.20. 15№

41. Иисуса пӑталанӑ вырӑнта йывӑҫ пахчи пулнӑ; ҫав пахчара ҫӗнӗ тупӑклӑх пулнӑ, унччен унта никама та пытарман пулнӑ-ха.

41. На том месте, где Он распят, был сад, и в саду гроб новый, в котором еще никто не был положен.

Ин 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Ҫакна каласан Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсемпе Кедрон юхӑмӗн тепӗр енне кайнӑ; унта йывӑҫ пахчи пулнӑ; Иисуспа Унӑн вӗренекенӗсем ҫав пахчана кӗнӗ.

1. Сказав сие, Иисус вышел с учениками Своими за поток Кедрон, где был сад, в который вошел Сам и ученики Его.

Ин 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Ҫакӑн хыҫҫӑн эпӗ ҫӗрӗн тӑватӑ кӗтессинче тӑракан тӑватӑ ангела куртӑм; ҫӗр ҫине те, тинӗс ҫине те, нимӗнле йывӑҫ ҫине те ҫил ан вӗртӗр тесе, вӗсем ҫӗрӗн тӑватӑ ҫилне тытса тӑратчӗҫ.

1. И после сего видел я четырех Ангелов, стоящих на четырех углах земли, держащих четыре ветра земли, чтобы не дул ветер ни на землю, ни на море, ни на какое дерево.

Ӳлӗм 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех