Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чуп сăмах пирĕн базăра пур.
чуп (тĕпĕ: чуп) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чуп часрах, Серёжа, вӑхӑт кӗтмест.

Беги, Сережа, время не терпит.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Ну, хӗрлӗ ҫӳҫ, чуп Павка патне, унта аннене те курӑн, — терӗ Валя, повӑра ҫурӑмӗнчен хуллен тӗрткелесе.

Ну беги, рыженький, к Павке, там и мать застанешь, — сказала Валя, она легонько подталкивала поваренка в спину.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Выҫ кашкӑр кӗтӳрен ҫӗтсе юлнӑ сурӑх ҫине сиксе ларнӑ пек вӑл туххӑмрах хӗре аллисемпе ҫатӑрласа тытрӗ, Света хӑйне айккинелле тӗртнине пӑхмасӑрах ӑна вӑйпах чуп турӗ, аллипе кӗлеткине хыпашларӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗпсӗр ҫырмари чун // Валентина Элиме. Килти архив

Ҫапах та ҫамрӑксем самаях эрех-сӑра сыпни курӑнать: пӗри хӗрпе пӑру ҫуллашнӑ пек чуп туса ларать, тепри хӗр пуҫӗпех стакана эрех ярса ӗҫет, виҫҫӗмӗш чиперкки вара лӑпкӑ кӗвӗ ҫеммипе пӳлӗм варринчех ҫӗлен пек явкаланса кӗпине хывать.

Куҫарса пулӑш

Тӗпсӗр ҫырмари чун // Валентина Элиме. Килти архив

Каччӑ вара вӑхӑта сая ярас темерӗ курӑнать, ӑна тутинчен, питӗнчен, мӑйӗнчен антӑхса каясла чуп турӗ, аллине яштака кӗлетки тӑрӑх чуптарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗпсӗр ҫырмари чун // Валентина Элиме. Килти архив

— Чӑн-чӑнах юрататӑн-и вара? — пӳрнине каччӑ тути патне тытса хӑйне чуп тума памарӗ Света.

Куҫарса пулӑш

Тӗпсӗр ҫырмари чун // Валентина Элиме. Килти архив

— Чӗкеҫӗм, — хӗре йатса ҫавӑрнӑ май чуп тума та манмарӗ каччӑ, — сансӑр тунсӑхланипе вӑл.

Куҫарса пулӑш

Тӗпсӗр ҫырмари чун // Валентина Элиме. Килти архив

Анчах вӗсем пӗрне пӗри хытӑ чуп туса уйрӑлсан, Сергей вакун ҫинче чӳрече патне пырсассӑн, Натка ӑна юлашкинчен мӗн те пулин ҫирӗп те ӑшӑ сӑмах кӑшкӑрасшӑн пулчӗ.

Но когда они крепко расцеловались и Сергей уже изнутри вагона подошёл к окну, Натке вдруг захотелось напоследок крикнуть ему что-нибудь крепкое и тёплое.

Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.

Чуп тӳрех, вӗтлӗх витӗр.

Беги напрямик, через кусты.

Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.

— Эсӗ чуп тира.

 — Ты беги в тир.

Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.

— Ну, юрӗ, чуп.

 — Ну, ладно, беги.

Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.

Чарса тӑратрӗҫ те: хытӑрах чуп, Шегалова пушӑ пулсан, часрах килтӗр, терӗҫ.

Остановили и наказывают: беги шибче, и если Шегалова свободна, пусть скорее идёт.

Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.

Унтан кашӑк ҫине чӗре ҫӑмарта хучӗҫ, алла тыттарчӗҫ те каллех — чуп! теҫҫӗ.

Потом положили в ложку сырое яйцо, дали в руки и опять — беги!

Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.

— Ну, ҫыхса лартрӗҫ ман урасене мишука тӑхӑнтарса, — чуп, теҫҫӗ.

 — Ну, завязали мне ноги в мешок, — беги, говорят.

Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.

Ыйтасчӗ хӑть, сана синйорита чуп туса илсен эсӗ хирӗҫ мар-и? — тесе.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Пӗрремӗш каҫах мана ирӗксӗлерех чуп тунӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Эсӗ хушни маншӑн хирӗҫлеме май ҫук приказ, — терӗ те Маюка ытамне илсе хӑй ҫумне чӑмӑртарӗ, тутинчен хӗрӳллӗ те вӑрахчен чуп турӗ.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Кирюкпа Ҫинук хӗреле-хӗрелех вӑрахчен чуп турӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

— Мӗн сиксе тухнӑ, Ҫӗр чӑмӑрӗ ҫурӑлман пуль те, — ӳпкелешет Кавӗрле чун савнине тӑраниччен чуп тума паманшӑн.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Ҫинукпа Кирюк алран алла тытрӗҫ те Хусан унверситечӗ еннелле васкарӗҫ, хирӗҫ скверта тупрӗҫ вӗсем юлташӗсене, Кавӗрлепе Маюк ыталашнӑ та чуп тӑвасран хӑтӑлаймаҫҫӗ, вӗсемшӗн ҫут тӗнчере ҫак асамлӑ самантра никам та ҫук тейӗн.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех