Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хушӑран сăмах пирĕн базăра пур.
хушӑран (тĕпĕ: хушӑран) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шубин курӑнсах каймасть; вӑл, урса кайсах тенӗ пек, хӑйӗн искусствипе тӑрмашать: хӑйӗн пӳлӗмӗнче питӗрӗнсе ларать, хушӑран ҫеҫ тӑмпа вараланса пӗтнӗ блузипе чупкаласа тухать, е вӑхӑтне Мускаври студире ирттерет, унта Итали формовщикӗсемпе хӑйӗн тусӗсем, учителесем пырса ҫӳреҫҫӗ.

Шубин почти не показывался; он с лихорадочною деятельностию занялся своим искусством: либо сидел взаперти у себя в комнате и выскакивал оттуда в блузе, весь выпачканный глиной, либо проводил дни в Москве, где у него была студия, куда приходили к нему модели и италиянские формовщики, его приятели и учители.

XIII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Вӑл Еленӑпа юнашар хуллен утрӗ, мелсӗррӗн яра-яра пуҫрӗ, ун аллинчен те мелсӗррӗн тытса пычӗ, хушӑран ӑна хул-пуҫҫийӗпе те тӗрткелесе илчӗ, пӗрре те ун ҫине пӑхмарӗ; анчах вӑл, ирӗккӗн пулмасан та, ҫӑмӑллӑн калаҫрӗ; вӑл ахаль сӑмахсемпе те тӗрӗс сӑмахларӗ, унӑн пӗрре йывӑҫ вуллисем ҫине, тепре хӑйӑр сарнӑ сукмак ҫине пӑхакан куҫӗсенче кӑмӑлӗ ырӑ туйӑмпа ҫӗкленни палӑрса тӑчӗ, лӑпкӑ сассинче вара хӑй шухӑшне урӑх ҫынна, хӑйшӗн хаклӑ ҫынна, каласа пама май килнӗшӗн хавасланни илтӗнчӗ.

Он тихо двигался рядом с Еленой, неловко выступал, неловко поддерживал ее руку, изредка толкал ее плечом и ни разу не взглянул на нее; но речь его текла легко, если не совсем свободно, он выражался просто и верно, и в глазах его, медленно блуждавших по стволам деревьев, по песку дорожки, по траве, светилось тихое умиление благородных чувств, а в успокоенном голосе слышалась радость человека, который сознает, что ему удается высказываться перед другим, дорогим ему человеком.

IV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Лере инҫетре, ҫырма леш енче, пӗлӗт хӗррине ҫитиех пурте йӑлкӑшса, ҫунса тӑрать; хушӑран лӑпкӑ ҫил вӑштӑр вӗрет те, ӑна сапаласа ярса, тата вӑйлӑрах йӑлкӑштарать; пайӑркаллӑ-пайӑркаллӑ пӑс ҫӗр ҫийӗн чӳхенет.

Вдали, за рекой, до небосклона всё сверкало, всё горело; изредка пробегал там ветерок и дробил и усиливал сверкание; лучистый пар колебался над землей.

I // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Хушӑран хушӑ сӑмахсем те илтӗнкелеҫҫӗ, ытти чух вара юр чӗриклетни ҫеҫ илтӗнсе тӑрать.

Обрывки слов и скрип, скрип, скрип.

1946-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Ҫурчӗсем — ҫӳллӗ, ҫутӑ, сӑрӑрах, хушӑран — шӗвӗр тӑрӑллисем те курӑнаҫҫӗ.

Дома — высокие, светло-серые, с конусообразными крышами.

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Хушӑран ҫеҫ вӑрман еннелле автоматсенчен шатӑртаттаркаласа илеҫҫӗ, пӗрре фауст-патронпа печӗҫ.

Лишь изредка они строчили по леску из автоматов и один раз выпустили фаустпатрон.

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Хушӑран ӗне макӑрни илтӗнет…

Изредка мычат коровы…

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Чӑн та ӗнтӗ ун вырӑнне пире фронта киличченхи пек мар, аван ҫитереҫҫӗ, ҫитменнине тата, трофейсем те тем чухлех, выльӑх таврашӗ те хушӑран тӗл пулать.

Все это, правда, возмещалось другим, чего мы не видели до приезда на фронт: обильной едой, ибо под руками всегда были трофеи, в том числе и живность.

1944-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Шкул пуҫлӑхӗсем эпир палламан командирпа пӗрле темскер калаҫкаласа, хушӑран ҫеҫ пирӗн ҫине пӑхкаласа илсе, строй умӗпе хуллен иртрӗҫ.

Школьное начальство вместе с прибывшим медленно двигалось вдоль нашего строя, о чем-то беседуя между собой и лишь изредка посматривая на нас.

1942-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Таҫта хушӑран хушӑ ҫаплах снарядсем ухлатаҫҫӗ-ха.

Изредка где-то ухали снаряды.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Хушӑран пӳрт мӑрйисенчен е пӗринчен, е тепринчен тӗтӗм палкаса тухни курӑнкаласа каять, е алӑк, е ҫӑл кустӑрми чӗриклетни илтӗнет.

Изредка дымок выплывал то из одной, то из другой трубы, слышался скрип двери и колодца.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Таҫта автан авӑткаласа илет, хуллен юр ҫӑвать, хушӑран ӗнесем макӑрни, чӑхсем кӑтиклетни илтӗнкелет.

Где-то кукарекал петух, вяло летел снежок, изредка мычали коровы и кудахтали куры.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Манӑн кӳршӗ, урисем пылчӑка путса ан ларччӑр тесе, хушӑран хушӑ ылмаштаркаласа илет.

Мой сосед по окопу изредка переставлял поудобнее ноги, чтобы они не увязали в грязи и воде.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Хушӑран хытӑрах калаҫнисем те илтӗнкелерӗҫ.

Выражались и покрепче.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Унта хушӑран хушӑ салтаксем лартнӑ е снаряд ещӗкӗсем тиенӗ, прицеппа ҫӑмӑл тупӑсепе минометсем ҫаклатнӑ ҫар машинисем ирткелеҫҫӗ.

Там изредка проносились военные машины с бойцами и ящиками снарядов, с минометами и легкими пушками на прицепе.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Вӑл платформа тӑрӑх хуллен каллӗ-маллӗ уткаласа ҫӳрет, пирус туртнӑ май хушӑран ман еннелле пӑха-пӑха йӑл кулса илет.

Он ходил по платформе, курил и лишь изредка улыбался мне в окно.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Вӗсен калаҫӑвне хушӑран Элен хутшӑнать.

Часто в их разговор вмешивалась Элен.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Пӗр Мэрипе Джон Мангльс кӑна Грант капитан ҫинчен хушӑран калаҫса илеҫҫӗ.

Только Мэри и Джон Мантльс изредка беседовали о капитане Гранте.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Хушӑран хӑш-пӗр кимӗ ҫинчен юрӑҫӑн сасси ҫӗкленет, ҫав юрӑҫӑ маориецсен халӑх гимне юрласа, пусмӑрлакансене хирӗҫ кӗрешӗве чӗнет.

Порой из какой-нибудь пироги поднимался голос певца, распевающего национальный гимн маорийцев, зовущий на борьбу с угнетателями.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Вӑл хитре пуҫне пӗксе, нимӗҫ журналне вулать, хушӑран сӑмси ҫинчи пысӑк куҫлӑхне тӗке-тӗке илет.

Наклонив свою красивую, с античным профилем, голову, он читал немецкий журнал, изредка поправляя на носу огромные роговые очки.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех