Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӳремелли (тĕпĕ: ҫӳре) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Магистраль ялсем патӗнчен иртсе кайнӑ вырӑнсенче шӑв-шава чакармалли ятарлӑ щитсем вырнаҫтарӗҫ, чукун ҫулӑн хӳтӗлев зонисем пулӗҫ, пӑрӑхсем хурса ҫынсене чукун ҫул айӗпе каҫса ҫӳремелли, выльӑхсене каҫармалли ятарлӑ вырӑнсем туса парӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Мускава – 3 сехетре, Хусана – 40 минутра // В. ШАПОШНИКОВ. Ҫӗнтерӳ ялавӗ, 2013, 07.27

Проекта сӳтсе явнӑ май «Скоростные магистрали» ОАО представителӗсем Раҫҫейре пуйӑссем пысӑк хӑвӑртлӑхпа ҫӳремелли магистраль системи епле аталанса пырасси, сехетре 400 километр таран хӑвӑртлӑхпа ҫӳрекен пуйӑссен ВСМ линийӗпе мӗнле усӑ курасси, кунта «Сапсан» тата «Аллегро» пуйӑссем ҫӳресси, ҫавӑн пекех ют ҫӗр-шывсен ку тӗлӗшри опычӗ пирки фильм кӑтартрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Мускава – 3 сехетре, Хусана – 40 минутра // В. ШАПОШНИКОВ. Ҫӗнтерӳ ялавӗ, 2013, 07.27

Раҫҫейре пуйӑссем пысӑк хӑвӑртлӑхпа ҫӳремелли чукун ҫул магистралӗсене тӑвассипе проектантсем 50 проект сӗннӗ пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Мускава – 3 сехетре, Хусана – 40 минутра // В. ШАПОШНИКОВ. Ҫӗнтерӳ ялавӗ, 2013, 07.27

Хальхи вӑхӑтра Раҫҫейре пуйӑссем пысӑк хӑвӑртлӑхпа ҫӳремелли чукун ҫул магистралӗсем ҫук.

Куҫарса пулӑш

Мускава – 3 сехетре, Хусана – 40 минутра // В. ШАПОШНИКОВ. Ҫӗнтерӳ ялавӗ, 2013, 07.27

Ҫапла палӑртрӗҫ июлӗн 23-мӗшӗнче пуйӑссем пысӑк хӑвӑртлӑхпа ҫӳремелли «Мускав – Хусан – Екатеринбург» чукун ҫул магистралӗн проектне Чӑваш Ен Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑх министерствин конференц-залӗнче халӑхпа сӳтсе явнӑ май.

Куҫарса пулӑш

Мускава – 3 сехетре, Хусана – 40 минутра // В. ШАПОШНИКОВ. Ҫӗнтерӳ ялавӗ, 2013, 07.27

Килсе ҫӳремелли медицина туризмӗн кӑтартӑвӗ юлашки пилӗк ҫул хушшинче ҫирӗппӗн ӳссе пырать.

Поток въездного медицинского туризма на протяжении последних пяти лет устойчиво растет.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3

Хамӑр пурӑнакан картиш сӑн-сӑпачӗ, унта ҫутӑ та таса пулни, йывӑҫ-тӗм, чечек клумбисем, уҫӑлса ҫӳремелли тата ачасем валли канмалли вырӑнсем, меллӗ саксем, автомобиль тӑратмалли вырӑнсем пурри-ҫукки кашни ҫыншӑнах пӗлтерӗшлӗ.

Каждому человеку важно, как выглядит его двор, есть ли там освещение, зеленые насаждения и клумбы, места для прогулок и досуга детей, удобные скамейки, парковки для автомобилей.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3

Халӑха илсе ҫӳремелли йӗркене пӑснӑ тӗслӗх те пайтах.

Куҫарса пулӑш

Водитель ҫынсен пурнӑҫӗшӗн яваплӑ // Софья Савнеш. http://chuvash.org/blogs/comments/2893.html

Шоссе, автоҫулсем ҫинче хӑрушсӑрлӑх туса хурас тесе, районти ГИБДД ӗҫченӗсем иртнӗ ҫул водительсен коллективӗсенче, шкулсенче ҫул-йӗр ҫинче ҫӳремелли правилӑсемпе калаҫусем сахал мар ирттернӗ, райхаҫатра материалсем те пичетленӗ.

В целях безопасности на шоссе и автодорогах в прошлом году сотрудники ГИБДД проводили беседы по правилам дорожного движения с водительскими коллективами, печатались материалы в районной газете.

Ҫула тухсан тимлӗхе ӳстермелле // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.04.13

тӑтӑш турттармалли маршрутсем тӑрӑх ҫӳремелли палӑртнӑ расписанипе килӗшӳллӗн уйӑх хушшинче (хула ҫумӗнчи маршрут ҫинче – пилӗк хутран ытла тата хуласем хушшинчи маршрут ҫинче – виҫӗ хутран ытла) тӑтӑш турттармалли маршрутпа рейса тухманни;

неоднократное (более пяти раз – для пригородного сообщения и более трех – для междугородного сообщения) в течение месяца невыполнение рейсов по маршруту регулярных перевозок в соответствии с установленным расписанием перевозок по маршрутам регулярных перевозок;

Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикинче автомобиль транспорчӗпе пассажирсем турттарассине йӗркелесси ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Хӑшӗсем, чӑн та, кун пирки йӗкӗлтешме те пултарӗҫ: ӗҫсӗр ҫыннӑн кинона ҫӳремелли ҫеҫ юлать...

Куҫарса пулӑш

Производство ӳсӗмӗ: ППЭ тата «пуҫтах ывӑл» ҫинчен // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Кӑҫалхи ҫулла халь тӑвакан «Амазония» этнокультура паркӗнче велосипед ҫулӗсемпе ҫуран ҫула, уҫӑлса ҫӳремелли тротуарсене туса пӗтерӗҫ.

Этим летом в строящемся этнокультурном парке «Амазония» появятся велосипедные дорожки и тротуары.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

5. Унта ҫитсессӗн, Иеремия ту хушӑкӗнче пурӑнма юрӑхлӑ вырӑн тупнӑ та кӗлӗ чатӑрӗпе саккун арчине тата ырӑ шӑршӑ тӗтӗрмелли парне вырӑнне ҫавӑнта илсе кӗнӗ, кӗрсе-тухса ҫӳремелли шӑтӑкне хупласа хӑварнӑ.

5. Придя туда, Иеремия нашел жилище в пещере и внес туда скинию и ковчег и жертвенник кадильный, и заградил вход.

2 Мак 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

13. Хӑйсем уншӑн-куншӑн пӑшӑрханман, мӗншӗн тесессӗн вӗсем сӗтел айӗнчен вӑрттӑн кӗрсе-тухса ҫӳремелли тунӑ пулнӑ, ӗнтӗ яланах ҫапла ҫӳресе пӗтӗмпех ҫисе тӑнӑ.

13. Они не обращали на это внимания, потому что под столом сделали потаенный вход, и им всегда входили, и съедали это.

Дан 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

9. Хӑйне ҫӗклесе ҫӳремелли йӑткӑҫне Соломон патша Ливан йывӑҫӗнчен тутарнӑ; 10. юписем унӑн — кӗмӗл, чавсапа сӗвенмелли — ылтӑн, ларкӑчне витнӗ йӑм хӗрлӗ пустав; ҫавӑ йӑткӑҫ ӑшне Иерусалим хӗрӗсем савса-юратса тирпейленӗ.

9. Носильный одр сделал себе царь Соломон из дерев Ливанских; 10. столпцы его сделал из серебра, локотники его из золота, седалище его из пурпуровой ткани; внутренность его убрана с любовью дщерями Иерусалимскими.

Юрӑ 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

18. Шӑматкун валли Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗ ҫумӗнче ятарласах тӑрӑ витнӗ вырӑн пулнӑ, тата унта патшанӑн Ҫӳлхуҫа Ҫуртне ҫӳремелли ҫулӗ пулнӑ — патша ҫакна пӗтӗмпе ҫӗмӗрттернӗ, ҫакна вӑл Ассири патшине юрас тесе тунӑ.

18. И отменил крытый субботний ход, который построили при храме, и внешний царский вход к дому Господню, ради царя Ассирийского.

4 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

31. Пуху чатӑрӗ таврашӗнчи ӗҫре тӑнӑ чухне вӗсен акӑ мӗн йӑтса ҫӳремелле: кӗлӗ чатӑрӗн пӑрӑсӗсене, унӑн каштисене, унӑн юписене, унӑн тӗпӗсене 32. тата картишӗн пур енчи юписемпе вӗсен тӗпӗсене, вӗсен шалчисене, вӗсен вӗренӗсене, вӗсен таврашӗнчи мӗнпур япалана, вӗсен пӗтӗм хатӗр-хӗтӗрне йӑтса ҫӳремелле; вӗсем йӑтса ҫӳремелли япаласене ячӗсем тӑрӑх шутласа тухӑр; 33. Ифамар — Ааронӑн ывӑлӗ, священник — тӗрӗслесе тӑнипе Мерари ывӑлӗсен ӑрӑвӗсем пуху чатӑрӗ таврашӗнче тумалли ӗҫсем ҫаксем ӗнтӗ, тенӗ.

31. Вот что они должны носить, по службе их при скинии собрания: брусья скинии и шесты ее, и столбы ее и подножия ее, 32. и столбы двора со всех сторон и подножия их, и колья их, и веревки их, и все вещи при них и все принадлежности их; и поименно сосчитайте вещи, которые они обязаны носить; 33. Вот работы родов сынов Мерариных, по службе их при скинии собрания, под надзором Ифамара, сына Аарона, священника.

Йыш 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Ҫӗр айӗнчен каҫса ҫӳремелли вырӑн ыйтӑвне паллах район кӑна мар, республика та татса параймӗ, М-7 – федераци трасси.

Куҫарса пулӑш

Кӳкеҫсен ыйту нумай // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

1-мӗш шкул М-7 трассӑпа юнашар вырнаҫни, ҫӗр айӗнчен каҫса ҫӳремелли вырӑн тивӗҫлӗ шайра пулманни ашшӗ-амӑшӗн чӗрисене шарт сиктерет.

Куҫарса пулӑш

Кӳкеҫсен ыйту нумай // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Пирӗн вӑхӑтра пӑрусем валли кӗтӳ ҫӳремелли ятарлӑ вырӑнсем пурччӗ.

Куҫарса пулӑш

«Пирӗн вӑхӑтра ферма утар пек тасаччӗ» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех