Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫарне (тĕпĕ: ҫар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Орелпа Калуга патӗнчен Гудерианӑн танк дивизийӗсене Атӑл ҫине (Паульс ҫарне пулӑшма) куҫарассине пӗлсен, пирӗн салтаксен пур-ҫук вӑйпа Жиздра хӗрринче ҫапӑҫӑва тухма тивнӗ.

Когда узнали, что танковые дивизии Гудериана перебросили (на помощь армии Паульса) от Орла и Калуги, нашим солдатам пришлось со всею силою выйти на бой у берега Жиздры.

Максим Ястран // Виталий Станьял. https://chuvash.org/content/4892-%D0%9C% ... D0%BD.html

Августра мана хам экипажӑмпа Кӑнтӑр фронтӗнчи летчиксен ҫарне ячӗҫ.

В августе я с экипажем был переброшен в распоряжение ВВС Южного фронта.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Авал Наполеон ҫарне никам ҫӗнтерейми тесе шутланӑ, анчах ӑна ҫапса аркатнӑ…

Армию Наполеона считали непобедимой, но она была разбита…

8 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ҫав вӑхӑтра Кутузов, вырӑссен ҫарне Хӗрлӗ Пахра урлӑ кивӗ Калуга ҫулӗ ҫине кӑларса, яла чарӑннӑ.

А в это время Кутузов, уведший русскую армию через Красную Пахру на старую Калужскую дорогу, остановился в деревне.

9 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Эпӗ пӑлхавҫӑсен ҫарне хула хӳми ҫинчен пӑхрӑм.

Я увидел войско мятежников с высоты городской стены.

Вуннӑмӗш сыпӑк. Хулана хупӑрлани // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Совет Ҫарне 18 ҫулта Иркутскри ҫар комиссариачӗ урлӑ лекрӗм, автомашина водителӗ пулма вӗренсе тухрӑм, – аса илнӗччӗ пӗррехинче унӑн мӑшӑрӗ, Екатерина Федоровна Николаева (хӗр чухнехи хушамачӗ – Рыкова).

Куҫарса пулӑш

Салтак чӗрин астӑвӑмӗ // Валерий КОШКИН. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2019.07.24

1943 ҫулхи августра ӑна Совет Ҫарне илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Салтак чӗрин астӑвӑмӗ // Валерий КОШКИН. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2019.07.24

Уйӑх хушшинче Квантун ҫарне тӗппипех ҫапса аркатрӑмӑр, - аса илет ҫак ҫапӑҫура ураран аманнӑ офицер.

В середине месяца полностью разгромили Квантунскую армию, - вспоминает в бою раненный в ногу офицер.

Артиллерист // А. БЕЛОВ. http://www.zp21rus.ru/obshchestvo/3561-artillerist

Кунтанах каччӑсене совет ҫарне ӑсатнӑ.

Куҫарса пулӑш

Кӗҫӗн Шетмӗри кану ҫуртне — 45 ҫул // В. Ильина. «Ял пурнӑҫӗ», 2019.02.22

Мӗнле майпа? Ҫарне ҫав укҫапа тытса тӑнӑ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Шурӑ акӑш — ҫӗнтерӳ хӑвачӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

Шухӑшласа пӑхӑр-ха: Пугачев ҫарне Оренбург патӗнче ҫапса хуҫнӑ — вӑл темиҫе ҫӗр ҫухрӑм каять те Хусан патне 30 пинлӗ ҫарпа ҫитет, унта аркатнӑ хыҫҫӑн Ҫӗрпӳ тӗлне 20 пинлӗ ҫарпа пырса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Шурӑ акӑш — ҫӗнтерӳ хӑвачӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

1919 ҫулта – Харьковри гарнизон начальникӗ, Харьков кӗпӗрнин ҫар командирӗ, «григорьевщинӑна», кайран 1-мӗш Лаша ҫарне хирӗҫ ҫапӑҫнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пархоменко урамӗ // Нина Еграшкина. «Канаш», 20(1369)№, 2016.05.20

Партизансен отрячӗсем фашистсен коммуникацийӗсене аркатнӑ, Совет Ҫарне пулӑшнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӗсен тӳпи пысӑк // А.КАРЛИН. «Елчӗк Ен», 2016.06.29

21-ри ҫамрӑка 1908 ҫулта Патша ҫарне илеҫҫӗ.

21-летнего парня в 1908 году забирают в Царскую армию.

Ҫарта – кавалерист, ялта – председатель // Николай Смирнов. «Тӑван Ен», 47-48№, 2016.06.23-30

1943 ҫулхи хура кӗркунне ӑна Совет ҫарне илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Унӑн ӑсталӑхӗнчен Ардалион Игнатьев та тӗлӗннӗ // Петр СИДОРОВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Запасри офицера тепӗр хут Совет Ҫарне илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫре иртет кун-ҫул утти // Р.МОИСЕЕВ. «Каҫал Ен», 2016.05.20

Виҫӗ уйӑх ҫеҫ ӗҫлеме тивнӗ: Совет Ҫарне кайма ят тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫре иртет кун-ҫул утти // Р.МОИСЕЕВ. «Каҫал Ен», 2016.05.20

Унсӑр пуҫне уяв тӗлне вунӑ е тата ытларах ҫул агропромышленность комплексӗнче ертӳҫӗ пулса тӑрӑшнӑ хастарсен ячӗпе уҫнӑ сӑн ӳкерчӗксен куҫса ҫӳрекен куравӗ те ӗҫ паттӑрӗсен пысӑк «ҫарне» ҫирӗплетсе парать.

Куҫарса пулӑш

Паттӑрсен ячӗпе — Мухтав аллейи // А. НИКОЛАЕВ. «Авангард», 2016.05.06

7. Ҫакӑн ҫинчен илтсессӗн патша питӗ ҫилленнӗ те хӑйӗн ҫарне ярса ҫав вӗлерекенсене тӗп тунӑ, вӗсен хулине ҫунтарса янӑ.

7. Услышав о сем, царь разгневался, и, послав войска свои, истребил убийц оных и сжег город их.

Мф 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Филопатор, хӑй патне килнӗ ҫынсем каласа панипе, хӑйӗн аллинче пулнӑ ҫӗрсене Антиох туртса илни ҫинчен пӗлсессӗн, мӗнпур ҫарне — ҫураннисене те, юланутлисене те — хушу панӑ та йӑмӑкне Арсинойӑна хӑйпе пӗрле илсе Антиох ҫарӗ тапӑрӑн чарӑнса тӑнӑ Рафия ҫӗршывне тухса кайнӑ.

1. Филопатр, узнав от прибывших к нему, что Антиохом отняты бывшие в его владении местности, отдал приказ всем войскам своим, пешим и конным, и, взяв с собою сестру свою Арсиною, отправился в страну Рафию, где расположены были станом войска Антиоха.

3 Мак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех