Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӗрарӑмсене (тĕпĕ: хӗрарӑм) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл, хӗрарӑмсене култарса, винтовкине кӑмака умне ухватсемпе юнашар кайса тӑратрӗ.

Он отнес винтовку и поставил у печки, рядом с рогачами, вызвав у баб улыбки и смех.

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӑрманти тӗл пулу ҫинчен ашшӗне, амӑшне, ачасене, Качкина тата мӗн пур арҫынсемпе хӗрарӑмсене каласа панӑ.

Рассказал он про встречу в лесу отцу, матери, и ребятам, и Качкину, и всем мужикам и бабам.

Штык // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Кил-ҫурт таврашӗнче ӗҫлесе пурӑнакан хӗрарӑмсене, лешсем, турӑҫӑм, ҫӑмӑлланнӑ ҫеҫ-ха, ачисене, кушак ҫурисем пек, путарса вӗлерме хистет.

Дворовых девок, так тех, о господи, едва у кого народилось дите, топить, как котят, понуждает.

Улпутсем патӗнче кам мӗнле пурӑнать // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Хӗрарӑмсене пусмӑрласа ҫӳреҫҫӗ, ҫынсен пурлӑхне ҫаратаҫҫӗ.

Баб сильничают, чужое грабят.

XXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Хӗрарӑмсене кирлӗ пирки ҫапла майлаштарса ҫыхнӑ ҫак кустӑрмана Григорий мӗн ачаран лайах ас тӑвать: ун ҫине, крыльца ҫинчен анса чӑрманмасӑр, ҫӗр каҫма сӗт чӗрессисем лартатчӗҫ, кӑнтӑрла савӑт-сапасем типӗтетчӗҫ, хӗвел ҫинче тӑм чӳлмексем хӗртӗнсе ларатчӗҫ.

С детства помнил Григорий это колесо, устроенное для бабьих нужд: на него, не сходя с крыльца, ставили на ночь молоко в корчажках, днем сушилась на нем посуда, выжаривались на солнце горшки.

XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Эсӗ, ывӑлӑм, ҫапла ту: арҫынсене, каччӑсене, хӗрсене, пӗчӗк ачасӑр хӗрарӑмсене тата вӑй пур стариксене суйла та стройкӑна яр, ыттисем хирте ӗҫлетчӗр.

Ты, сыну, так сделай: мужчин, парубков, девок, да и баб, которые без малых детей, а то и стариков, которые еще при силе, отбери и пошли на строительство, а остальные пусть будут в поле.

XXXII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Тӗрлӗ машинӑсемпе ҫав вӑя ӑҫта ярас тенӗ, ҫавӑнта яма пулать — лампочкӑна та, мотора та, сало шӑриклеме плитана та, чейнике те, хӗрарӑмсене ҫӑмӑлтарах пултӑр тесе, утюга та кӗртме пулать…

С помощью таких разных приспособлений эту громадную силу можно направить куда хошь — и в лампочку, и в мотор, и в плитку, чтобы на ней сало жарить, и в чайник, и дажеть в утюг, чтобы было бабам облегчение…

XXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Эпӗ илемлӗ хӗрарӑмсене асӑрхамастӑп, тетӗн эсӗ.

— Ты говоришь, что я не замечаю красивых женщин.

XVIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Илемлӗ хӗрарӑмсене эсӗ юри асӑрхамастӑн, унпа мухтанатӑн тата.

Ты умышленно не замечаешь красивых женщин и этим гордишься.

XVIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Сергей хӗрарӑмсене сӑмах хушрӗ.

Сергей обратился к женщинам:

XV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Сергей хӗрарӑмсене урапа ҫине михӗсем тиеме пулӑшрӗ.

Сергей помог женщинам уложить на бричку мешки.

XII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Шухӑшласа пӑхсан, эпир те ҫынсем-ҫке-ха: хӗрарӑмсене те вӗсем пекех савса ачашлатпӑр, хӗрсемпе йӑпанатпӑр, хамӑр хуйхӑ-суйхӑшӑн макӑратпӑр, ҫынсен савӑнӑҫӗшӗн хӗпӗртеместпӗр…

А ить мы такие же люди: и баб так же любим и девок милуем, своему горю плачем, чужой радости не радуемся…

XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пӗр тӗреклӗ казак ҫӑмӑллӑн пӗрене купи ҫине улӑхса тӑчӗ те, хӗрарӑмсене ӳкӗтленӗ тата теме систерсе каланӑ евӗр, пысӑк чӗрнеллӗ хура пӳрнипе юнаса кӑтартрӗ:

Здоровенный казак, взобравшись на брусья, убеждающе и значительно трясет ногтястым черным пальцем:

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Сире кунта хӗрарӑмсене астарнӑ пек астарса тӑраҫҫӗ, эсир ав хӑлхӑрсене тӑратса итлетӗр!..

Вас уговаривают как б…, а вы ухи развесили!..

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пӗр-пӗр завод хуҫин е ҫӗрме пуян сутӑҫӑн ывӑлӗ пулӗ-ха: службӑна лекесрен пытанса юлнӑ та, йӗксӗк, — тӑван ҫӗр-шыв ҫине сурнӑ кӑна вӑл, — халӗ «оборонӑшӑн ӗҫлет», шӳсе купчесе пырать, пуян хӗрарӑмсене савса эпекленет ӗнтӗ…»

Наверно, сын заводчика или какого-нибудь торгового зубра, уклонился, подлец, от службы, — начхать ему на родину, — и «работает на оборону», жиреет, с удобствами любит женщин…»

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Чӑтма пултараймастӑп ҫавӑн йышши хӗрарӑмсене.

Вредные мне такие бабы.

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Ҫапах та, хӗрарӑмсене пулӑшас пулать, — терӗ Митька.

— И все ж таки бабочкам надо подсобить, — серьезно проговорил Митька.

XXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Йӑлтӑркка, шухӑ куҫлӑ Митька хӗрарӑмсене лӑпкӑ ларма памасть.

Митька не давал покоя своим спутницам.

XXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Анчах вӑл пахча ӗҫне ҫӳренӗ, хӗрарӑмсене помидор татма, чӗкӗнтӗр йӑранӗсене ҫумлама, ир ҫитӗнекен купӑстана касма пулӑшнӑ.

Приходилось ходить на огородные плантации и помогать бабам пропалывать помидоры, морковь, срезать кочаны ранней капусты.

XXII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Сергее курсан: — Сережа! Сывӑ-и, тусӑм! — тесе кӑшкӑрчӗ те вӑл, хӗрарӑмсене пӑрахса хӑварса, Сергей патне чупса пычӗ.

Увидев Сергея, он крикнул: — Сережа! Здорово, дружище! — оставил женщин и подбежал к Сергею.

XXI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех