Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

лашапа (тĕпĕ: лаша) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Атте ҫемьене тӑрантарас тесе ӗҫлеме Шупашкара лашапа ҫӳретчӗ. Киле таврӑннӑ май апат-ҫимӗҫ туянатчӗ, выҫӑ лартман пире. Хӑй ҫӗвӗҫӗ пулнӑран ҫӗтӗк те ҫӳретмен», - малаллах тӑсӑлать калаҫу.

Куҫарса пулӑш

«Хресчен сассипе» - чӗрӗк ӗмӗр // Александр МАКАРОВ. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Александр Маринов тӗрлӗ лентӑпа илемлетнӗ, пӗкӗрен шӑнкӑрав ҫакса капӑрлатнӑ ҫуналлӑ лашапа ачасене катаччи чуптарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Эх, ҫӑварни, ҫӑварни, ҫӑвар тулли икерчи! // АНТОНИНА ЕФИМОВА,ВЕРА ШУМИЛОВА,НИКОЛАЙ СМИРНОВ,Таисия Кротова. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

«Аттепе анне пурнӑҫран уйрӑлсан чунра ҫав тери йывӑрччӗ. Ҫапах кукамай пулӑшнипе йӑлтах йӗркеленчӗ. Ача чухне лашапа ярӑнма юрататтӑм. Халӗ волейболла вылясси - чун киленӗҫӗ», - тет ҫӗнӗ пӗлӗш.

Куҫарса пулӑш

Ку ҫуртра ӗмӗт пурнӑҫланать // Марина ТУМАЛАНОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Бензопӑчкӑпа ӗҫлетӗп, лашапа ҫӳретӗп.

Куҫарса пулӑш

«Пирӗн вӑхӑтра ферма утар пек тасаччӗ» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Лашапа та, ҫуран та ҫӳретӗп унта.

И на лошади, и пешком хожу туда.

«Пирӗн вӑхӑтра ферма утар пек тасаччӗ» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Паян та унӑн килти хушма хуҫалӑхӗнче лашапа тиха пур.

Куҫарса пулӑш

«Пирӗн вӑхӑтра ферма утар пек тасаччӗ» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Урамра лашапа та иртсе ҫӳреме ҫукчӗ, В. Скворцовпа В. Николаев тӑрӑшнипе кашни килтен 2-3 пин тенкӗ пухрӗҫ, тӑпрана хӑпартса вӗтӗ чул сартарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тирпей хамӑртан килет // А. ЛЕОНТЬЕВ. «Авангард», 2016, пуш, 11

Патӑрьелсем хӗле лашапа катаччи чупса ӑсатнӑ, тӗрлӗ ӑмӑртура вӑй виҫнӗ.

Куҫарса пулӑш

Эй, Çăварни, Çăварни, килсе çитрĕ уяв эрни! // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех