Шырав
Шырав ĕçĕ:
Манӑн салтаксем полк парӑннӑ хыҫҫӑн хӑйсене казаксем хӗсӗрлесрен шикленеҫҫӗ-ха…У моих солдат есть опасения, как бы при сдаче полка не было над ними учинено насилия…
XLVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Ҫакнашкал лару-тӑрупа усӑ курса, эпир вӗсене казаксем енне… урӑхла каласан, сирӗн енне куҫма ҫавӑртӑмӑр.Мы воспользовались этим обстоятельством и склонили их на переход к казакам… к вам, то есть.
XLVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Казаксем, персе яма хатӗрленсе, ура ҫине сике-сике тӑчӗҫ.
XLVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Ытти казаксем те илтрӗҫ.
XLVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Ҫил арманӗ хыҫне хурала кайнӑ казаксем ҫара выртакан пусусенче тӑрнасем кӑшкӑрнине те казаксен юррине те, хӑрӑм пек хура каҫ ытамӗнче кайӑк кӑвакалӗсем ҫунаттисене вӑшлаттарса вӗҫсе иртнине те илтрӗҫ.
XLVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Повстанецсен улттӑмӗш уйрӑм бригадин икӗ сотни вырнаҫса тӑнӑ хутора разъездри казаксем таврӑнчӗҫ.
XLVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Казаксем ҫук, — теҫҫӗ.
XLVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Казаксем ҫурри яхӑн Донец леш енче ҫӳреҫҫӗ, кунта юлнисем — урса кайрӗҫ, хӑйсен ури айӗнчи ҫӗре кӑшлаҫҫӗ…Половина казаков за Донцом, а какие тут остались остервились, землю под собой грызут…
XLVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Окоп алтма, пеме, хӑйсен япалисене походра чух типтерлӗ илсе ҫӳреме, унтан тата лайӑхрах хӳтлӗх суйлама вӗрентнӗ чух фронт тути-масине астивсе курнӑ казаксем вӗсене тиркесе те илеҫҫӗ: «Симӗс манка!» — тесе ятлаҫҫӗ; тавҫӑрусӑр ҫамрӑк-кӗрӗме вут ҫинче пыйтӑ-шӑркана питӗ ӑста вӗтелеме, ура ывӑннине ан туйччӑр, атӑ ӑшӗнче «лӑкӑш-лакӑш ан ҫуретчӗр» тесе, тӑлавар сырма та вӗрентеҫҫӗ.
XLVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Пӑрса хунӑ винтовка штыкӗсем ҫинче апат-ҫимӗҫ тултарнӑ пир хутаҫҫисем сулланса пычӗҫ, ҫил ҫинче ҫеҫенхир юррисем чапӑр шӑрши пек салхуллӑн вӑркӑшса юхрӗҫ, казаксем хушшинчи калаҫу сӳрӗккӗн сӳтӗлсе тӑсӑлчӗ…
XLVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Донӑн тепӗр енче, ҫурхи шыв илнӗ вӑрман хыҫӗнче, Христоня, Аникушка, Пантелей Прокофьевич, Степан Астаховпа ытти казаксем хӑйӑр кӗрчӗсен тӗмескисем тӑрах кӑштӑртатса утрӗҫ.
XLVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Казаксем килӗсенче пӗр кун пурӑнчӗҫ, ӳте кӗчӗҫ те, аялти кӗпи-йӗмӗсене улӑштарса, салӑ, сухари тата ытти апат-ҫимӗҫ илсе, турра пуҫҫапма кайнӑ пек (туясем вырӑнне ҫеҫ винтовкӑсем йӑтнӑ) эшкерленсе, Дон леш енне касса кайрӗҫ, Елански еннелле сулланчӗҫ.
XLVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Сотньӑран казаксем отпуска пыманпа пӗрех темелле.
XLVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Казаксем, пӗр-пӗрин хушшинче кулкаласа калаҫса, каялла тапранса утрӗҫ.
XLV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Хашкаса чупса ҫитнӗ хурал взводӗнчи казаксем ӑна тӳрех палласа илчӗҫ, сывлӑх сунчӗҫ.Подбежавшие казаки караульного взвода узнали и приветствовали его.
XLV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Штабран, хӗҫӗсене ҫапкаланасран ҫума хӗстерсе тытса, хурал взводӗнчи казаксем тӗрме еннелле чупрӗҫ; такӑнкаласа утса, Кудинов хӑй унта кайрӗ.Из штаба, придерживая шашки, бежали к тюрьме казаки караульного взвода; спотыкаясь, шел сам Кудинов.
XLV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Унтан, тахӑш минутра ҫав тери уҫҫӑн тӑн килсе кӗрсен, ура ҫине тӑма хӑтланчӗ, анчах пултараймарӗ, куҫҫулпе йӗпенсе, ыратнипе илемсӗрленсе кайнӑ пичӗпе хӑй патне пырса кӗпӗрленнӗ казаксем еннелле ҫаврӑнса, тискеррӗн тухакан халсӑр сасӑпа кӑшкӑрса ячӗ:
XLIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Вӗсем тачанкӑна хӑйсене атакӑлакан казаксем еннелле пулемет ҫӑварӗпе ҫавӑрса лартасшӑн аппаланчӗҫ, анчах хӗсӗк тӑкӑрлӑкра май килмерӗ пулас: пулемет шӑпах ларчӗ, ӗнтӗ винтовка сассисем те сайрарах кӗрӗслетрӗҫ, пульӑсем вӗрин те ҫивӗччӗн шӑхӑрса вӗҫни Григорий хӑлхине сахалтарах пӗҫертсе иртме пуҫларӗ.
XLIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
«Вилме те кирлӗ мар!» — шӳтлесе калаҫрӗҫ час-час арӑмӗсене кайса куракан казаксем.«И помирать не надо!» — пошучивали казаки, частенько проведывавшие жен.
XLIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Казаксем хӑйсен пурнӑҫӗпе укҫалла вылянӑ пек вылярӗҫ, сахалӑшӗн телейне мар вара пуҫ ҫине «тупӑк» тухрӗ.Казаки играли в жизнь, как в орлянку, и немалому числу выпадала «решка».