Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

санӑн (тĕпĕ: сан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Ох, Омелька, пуласчӗ санӑн патша, аслӑ патша», — хуравлать ҫак сӑмахсене хирӗҫ Лаптев.

«Ох, Омелька, быть бы тебе царем, великим государем», — отвечал на это Савелий Лаптев.

«Ух!» // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Ыратмасть санӑн! — хыттӑн калать генерал.

Не болит, — покрикивает генерал.

Чаплӑ куҫпӑван // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

— О, пуҫу ҫирӗп санӑн, — тенӗ губернатор.

— О, крепкий есть твой голова, — произнес губернатор.

Вавилӑпа ыттисем // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Санӑн пуҫу ҫапла ухмах иккенне пӗлсех тӑнӑ эпӗ.

— Так и знал — дурной он есть, твой голова.

Малтанхи паллашу // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

— Вилчӗ иккен санӑн хӗрачу…

— У тебя умерла дочушка…

22 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Санӑн аслаҫӑвах ҫав ӳпремлӗхпе ӗмпӗве кӳрентернӗ пулнӑ, вара вӑл, унӑн кӑмӑлӗ ҫаврӑнасса шанмасӑр, унтан нимӗнле ырлӑх кӗтмесӗр, хӑйӗн ӗмӗрне Ягоднӑйрах пурӑнса ирттернӗ.

За это еще твой дед попал в опалу и доживал в Ягодном, не надеясь и не ожидая милости венценосца.

22 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Шухӑшу санӑн та пур та-ха, эсӗ каласа парасшӑн мар ҫеҫ, пытаратӑн.

Ты небось не признаешься.

18 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Санӑн, Наталья, ӗмӗрӗнте пӗрре те пулин манпа пӗрле вӑййа тухасчӗ, — юсанкаласа ыйтрӗ Дарья.

— Ты, Наталья, хоть бы сроду раз со мной на игрища пошла, — охорашиваясь, попросила Дарья.

18 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Манӑн пӗлес килет — тата нумай кулса пурӑнасшӑн-и санӑн ывӑлу Наталирен? — ыйтрӗ вӑл ҫирӗп те вӑрах сасӑпа.

Я хочу узнать, — начал он уже иным, твердым, грубоватым тоном, — долго аль нет твой сын будет измываться над Натальей?

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Санӑн пурнӑҫу тутлӑ мар, пӗлетӗн те пулӗ, ывӑлу кун пек чыс илесси — те пулать-ха вӑл, те пулмасть…

Жизня твоя не сладкая; может, заешь, а сын-то не то заслужит такую честь, не то нет…

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Санӑн чӗрӳ шӗвек.

— У тебя сердце жидкое.

12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Мӗн ку санӑн?

— Что это у тебя?

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Санӑн уру ура мар, лаша чӗрни.

— У тебя не нога, а лошадиное копыто.

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Санӑн ку ҫаву хӗрарӑмӑн ачаш вырӑнне ҫулма кӑна!

— Этой твоей косой у бабы на причинном месте косить!

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Унта санӑн вучӗ те хӗмленсех тӑрать.

Там огню у тебя.

7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Санӑн куҫ хӗсесчӗ-мӗн, ухмах.

— Ты б хоть мигнул, дура.

7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Санӑн лашу ыттисенчен авантарах.

— У тебя лошадь добрей остальных.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Вахмистр, ӑҫта санӑн виҫҫӗмӗш взводу?

— Вахмистр, где у тебя третий взвод?

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Тата ӑҫта выртать санӑн кун пек литература?

— Где у тебя еще хранится подобная литература?

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Санӑн аҫу, аслӑ урядник, Пантелей Мелехов».

Твой родитель, старший урядник, Пантелей Мелехов.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех