Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫапать (тĕпĕ: ҫап) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫирӗп шӑнӑрсемпе карӑнса туртӑннӑ кӗре хул-ҫурӑмлӑскер, вӑл ҫӑмӑл та ҫивӗч шӑм-шаклӑ; унран, хура тӑпраллӑ ҫереме суха тимӗррипе ҫавӑрса пӑрахнӑ хыҫҫӑнхи пек, ҫирӗп сывлӑхпа тапса тӑракан чӗрӗ вӑй шӑрши ҫапать.

Весь скрученный из тугих мускулов на широком костяке, был он легок и скуп в движениях, терпким запахом здоровья и силы веяло от него, — так пахнет поднятый лемехами чернозем в логу.

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Тӑм ӳксе шантарнӑ курӑксенчен сӑмахпа каласа ӑнлантармалла мар салху шӑршӑ ҫапать.

Неизъяснимо грустный запах излучают умерщвленные заморозками травы.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӗсенчен халех ӗнтӗ йывӑр та ӑша лӗклентерекен пылак шӑршӑ ҫапать.

От них уже тек тяжкий, сладковатый запах мертвечины.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Сӑмсана юшкӑн тӑприпе ҫӗршӗннӗ хыр-чӑрӑш йӗпписен хӗрхӳ шӑрши ҫапать, вӗтӗртетсе ҫӑвакан ҫумӑрӑн тӑварсӑр шӑрши кӑтӑклантарать.

Пахло илом, прелой хвоей и пресным бархатисто-мягким запахом дождя.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Малти кантӑкран витӗр шӑнтакан кӗрхи сивӗ ҫил ҫапать.

Резкий, уже по-осеннему холодный ветер бил в переднее стекло.

XXX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Вара Гришатка лашине мӗнпур вӑйпа ҫапать.

И вдруг Гришатка что есть мочи ударил коня.

«Халӑх юн тумламӗ» // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Ҫапать-тӗк ҫапать Пугачев.

Удар у Пугачева пудовый.

«Халӑх юн тумламӗ» // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

— Ах эс, ачам! — аллине шарт ҫапать Ненила.

— Ох ты, дитятко! — всплеснула руками Ненила.

Аллине шарт ҫапать Ненила // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Ҫав тери хытӑ ҫапать, хӗрарӑм муфти те ҫуна ҫинчен ӳксе юлать.

Да так, что дамская муфта из санок вон.

Генерал-Кар // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

«Усал хӑп, усал хӑп», — сӑхсӑхать хӑраса ӳкнӗ генерал, вара лашасене каллех чӑпӑрккапа ҫапать.

«Свят, свят», — закрестился генерал с перепугу и снова плеткой коней.

Генерал-Кар // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Икӗ аллине шарт ҫапать:

Всплеснул руками:

Митяй тете // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Унтан сасартӑк тӑнлавӗнчен аллипе ҫапать: «Пичке, Кобылин пички!»

И вдруг рукой с размаху по темени хлоп: «Бочка деда Кобылина, бочка!»

Чипер юл // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Ҫил хыттӑн пырса ҫапать те…

А ветер как дунет.

Лекрӗ // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Чӑпӑрккапа туртса ҫапать те, хӗҫпе каснӑ пекех туйӑнать.

Врежет плеткой, словно саблей пройдется.

Вавилӑпа ыттисем // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Ӑна ҫав тери тинкерсе итлеҫҫӗ, хутран-ситрен кӑна, юмахри паттӑр хӑйӗн ҫулӗ ҫине тӗрлӗ-мӗрлӗ шуйттансем кӑларса тӑратнӑ чӑрмавсенчен питӗ ӑслайлӑн ҫаврӑнса тухни ҫинчен каланӑ вырӑнсенче, вут ҫути ярӑмӗнче хӑшӗн те пулин шурӑ алли, ҫӗкленсе илсе, пӗҫҫине шартлаттарса ҫапать те, тӗтӗмленсе кайнӑ чыхлануллӑ сасӑ хавасланнӑн кӑшкӑрса ярать:

Слушают с неослабным вниманием, изредка лишь, когда герой рассказа особенно ловко выворачивается из каверз, подстроенных ему москалями и нечистой силой, в полосе огня мелькнет чья-нибудь ладонь, шлепнет по голенищу сапога, продымленный, перхающий голос воскликнет восхищенно:

7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Тыт ҫава, атту шалкӑм ҫапать, шӑнӑр хутлатса лартать!.. — кӑшкӑраҫҫӗ шур кӗпеллӗ ретсенчен казаксем.

— Бери косу, а то паралик захлестнет!.. — кричали из белорубашных шеренг казаков.

7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Степан, пӗтӗм пичӗ-куҫӗпе йӑлтӑртатса кулса, хулпуҫҫийӗсене чарусӑррӑн вылянтарать; ҫул тӑрӑх тӗмескеленсе тусан шӑвӑнать, питӗ вӑрӑм та йӳле пилӗк кӗпеллӗ Христоня, тӑрмаланчӑк та йӗпе тара ӳкнӗскер, куклене-куклене ташша ҫапать, сулмак урапи пек ҫаврӑнать, курнӑҫланкаласа та ахлатса, «казачока» тӗпретет, ҫул тусанӗн сӑрӑ пурҫӑнӗ ҫине унӑн ҫара урисен тӗлӗнмелле лаптӑм-лаптӑм йӗрӗсем юлаҫҫӗ.

Степан, сверкая ослепительной усмешкой, озорно поводит плечами; а по дороге бугром движется пыль; Христоня, в распоясанной длиннющей рубахе, патлатый, мокрый от пота, ходит вприсядку, кружится маховым колесом, хмурясь и стоная, делает казачка, и на сером шелковье пыли остаются чудовищные разлапистые следы босых его ног.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пите, пӗтӗм вӑйпа хӗстерсе хупнӑ куҫсене, пушӑпа тивертнӗ пек, хум ҫапать.

В лицо, в накрепко зажмуренные глаза, словно кнутом, стегает волна.

4 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Анчах ывӑнмасть пан Данило: вӑрӑм сӑннипе ҫапать те йӗнер ҫинчен ӳкерет, шухӑ учӗпе ҫураннисене таптать.

Но не устает пан Данило: сбивает с седла длинным копьем своим, топчет лихим конем пеших.

IX // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Ҫав хӗҫе ярса илет те панночка, пӗрех урайне ҫапать; тимӗр чӗрнеллӗ ури пат! татӑлчӗ, тет, кушакки вара, ҫухӑрса ярса, тӗттӗм кӗтесселле тарса ҫухалчӗ, тет.

Схватила ее и бряк по полу — лапа с железными когтями отскочила, и кошка с визгом пропала в темном углу.

I. Ганна // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех