Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ывӑтрӗ (тĕпĕ: ывӑт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пантелей Прокофьевич тарӑхса чӑпӑрккине утӑ ҫинелле ывӑтрӗ, Петро патне пычӗ.

Пантелей Прокофьевич с сердцем кинул в сено кнут, подошел к Петру.

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӑл, эхлетсе илсе, ӑна ҫатӑрах ал сыппинчен лӑчӑртаса тытрӗ, хӑрушла вӑйпа хулпуҫҫийӗ ҫине ывӑтрӗ, пӗшкӗнчӗ те, тахҫантанпах пӗлнӗ ӑслайпа йывӑр кӗлеткене хӑй урлӑ ҫӗклесе ҫапнӑ май, унӑн аллине картах аялалла туртрӗ, чавса тӗлӗнсе шӑмӑ сыппи сикнине нӑтӑрт! тунӑ сасӑран туйрӗ.

Крякнув, он сжал ее в запястье, со страшной силой кинул себе на правое плечо, нагнулся и, перебрасывая издавна знакомым приемом тяжелое тело через себя, рванул руку книзу, ощущая по хрустящему звуку, как в локте ломаются суставы.

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ногайцев мӑйӑхӗ ҫумне шӑнса ларнӑ пӑр шереписене чӗпӗте-чӗпӗте иртсе ҫӳп шӑтӑкне ывӑтрӗ, тӗпне тир ҫӗленӗ пысӑк ҫӑматтисемпе тӑпӑртаткаласа, васкамасӑр хывӑна пуҫларӗ.

Ногайцев, содрав с усов, покидал к порогу сосульки, потопал ногами в огромных, подшитых кожей валенках, не спеша стал раздеваться.

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Степан сигара тӗпне ывӑтрӗ те хыҫҫӑнах иккӗмӗшне чӗртрӗ.

— Степан бросил окурок и сейчас же закурил вторую сигару.

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Мишка куҫӗ умӗнчех вӑл пӗр кӗсрене кӗтӳрен уйӑрчӗ, ун патне хӑвӑрт сиктерсе пырса, хӑнӑхнӑ йӑлапа ҫӑмӑллӑн мӑйкӑч ывӑтрӗ.

На Мишкиных глазах он отбил от косяка одну матку и, расскакавшись, привычно и ловко накинул на нее аркан.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӑл васкасах Подтелков ури айӗнчи тӑпра муклашкисене аяккалла ывӑтрӗ, вара кашни чавмассеренех Подтелков кӗлетки тӳрленнӗҫем тӳрленсе, мӑйӗ тӑсӑлса тата кӑшт кӑтрарах пуҫӗ ҫурӑмӗ еннелле каҫӑрӑлса пычӗ.

Спеша рвал из-под ног Подтелкова комочки земли, и с каждым взмахом все прямее обвисало тело, все больше удлинялась шея и запрокидывалась на спину чуть курчавая голова.

XXX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Командӑн пӗчӗк пайӗ кӑна хӑй хыҫҫӑн пынине курса тата тытӑҫас-мӗн пулсан, казаксем пур пӗр хӑйсене ҫӗнтерессе ӑнланса, Подтелков ним шарламасӑр затвора винтовкӑран кӑларса ывӑтрӗ, унтан сӳрӗккӗн карттусӗпе сулчӗ:

Видя, что лишь незначительная часть команды следует за ним, — трезвым рассудком учитывая неизбежность поражения в случае схватки, Подтелков молча выкинул из винтовки затвор и вяло махнул фуражкой:

XXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вунӑ минутлӑха перерыв тума сӗнӳ пулчӗ, анчах ҫавӑнтах, шӑв-шав лӑпланса ҫитсен, Подтелков пӑчӑхса ӑшӑрханӑ халӑх ҫине кӑвар пек вӗри сӑмахсем ывӑтрӗ:

Поступило предложение устроить перерыв на десять минут, но сейчас же, как только восстановилась тишина, Подтелков кинул в жарко согретую толпу:

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӑл кӗреплине кабан ҫине ывӑтрӗ те картишне кӑштӑртатса кӗрсе кайрӗ.

Он кинул на скирд грабли, пошел на баз.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Кривцов пирусне чӗртрӗ те ҫунакан шӑрпӑкне шыва ывӑтрӗ.

Кривцов закурил, бросил горящую спичку в воду.

XXXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Мухтанатӑн, ватӑ арҫури! — усаллӑн каларӗ те Хохлаков, шыва чул ывӑтрӗ.

— Хвастаешься, чертяка старый! — зло сказал Хохлаков и бросил камень в воду.

XXXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Сергей шухӑша кайрӗ, туртса пӗтермен пирусне кӑмакана ывӑтрӗ, Иринӑпа юлашки хут калаҫнине аса илчӗ те, — хӑйӗн ирӗкӗ… — терӗ.

Сергей задумался, бросил в огонь недокуренную папиросу и, вспомнив свой последний разговор с Ириной, сказал: — Это ее личное дело…

XV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Соня шыва чул ывӑтрӗ.

Соня бросила камешек в воду.

V сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Калмыков, мӑйӑхне пӗтӗрсе, пуҫне каялла ывӑтрӗ те куҫӗсене чалӑшшӑн мӗкӗлтеттерсе хӑй йӗри-тавра пӑхса илчӗ:

Калмыков, покручивая усы, кивнул головой назад, — кося глазами по сторонам, сказал:

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫил курӑнман шӑлӗсемпе катан тӑррине хирсе уҫрӗ те ҫинҫе шӑчча аяккалла илсе ывӑтрӗ, унтан сасартӑк, ылтӑн улӑма сенкӗпе ҫӗкленӗ пек пӗр пысӑк чикӗм йӑтса, картиш ҫийӗн ыткӑнчӗ, урам тӗлӗнче тӗлсӗррӗн ҫавӑрттарса, тӑрмаланчӑк ҫӗклеме Степан Астахов пӳрчӗ ҫине кайса пӑрахрӗ.

Ветер, вгрызаясь, подрыл ему вершину, свалил тонкую жердь и вдруг, подхватив золотое беремя соломы, как на навильнике, понес его над базом, завертел над улицей и, щедро посыпав пустую дорогу, кинул ощетиненный ворох на крышу куреня Степана Астахова.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӑл вӑрман хӑмли ҫупкӑмӗ пек сарӑ ҫӳҫ тӗпекне пуҫӗпе сулса каялла ывӑтрӗ те, Чубатый ҫине чалӑшшӑн пӑхса, котелоксене урлӑ сак ҫине пырса лартрӗ:

Он кивком откинул назад золотистый чуб, похожий на заплетенную гроздь дикого хмеля, и, ставя на нары котелки, кося на Чубатого глазом, предложил:

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Лешӗ пӗр кӗтмен ҫӗртен тӑп чарӑнса тӑчӗ те, тахӑшӗ хӑйне питрен ҫутӑлтарса яма хӑмсарнӑ пек, пуҫне аяккалла ывӑтрӗ, ҫӑварне карса пӑрахрӗ.

Тот внезапно остановился, мотнул головой, как от удара, разжал губы.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пынӑ ҫӗртех винтовкине ҫурӑмӗ хыҫнелле ывӑтрӗ, анчах винтовка ҫакки каллех аялалла шуса анчӗ те, пӑшал кӳпчекӗ, фляга ҫумне ҫапӑнса, янӑравсӑррӑн хӗнтӗртетсе пычӗ.

На бегу он откидывал назад винтовку, но ремень сползал, и приклад глухо вызванивал по манерке.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Сергей ҫыру ҫине тепӗр хут пӑхса илчӗ те, татӑкӑн-татӑкӑн чӗрсе, ӑна кустӑрмасем айне ывӑтрӗ.

Сергей еще раз посмотрел на записку, потом разорвал ее на мелкие кусочки и бросил под колеса.

XII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Сумкине лавкка ҫине ывӑтрӗ, пӳрте кӗчӗ.

Сумку швырнул на лавку, вошел в комнату.

24 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех