Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑнине (тĕпĕ: тӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Эпӗ Левентее калатӑп акӑ, вара пӗлетӗр! — терӗ Ваҫук, вӗсем патне председатель пырса тӑнине курсан.

Куҫарса пулӑш

IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кунта вара вӑл, хӑйӗн аллинчи хучӗ ҫине пӑхса, нумай япаласен ячӗсене тата вӗсем мӗн чухлӗ тӑнине шутласа кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ятман, алӑк уҫӑ тӑнине курса, вырӑнӗнчен хускалмасӑрах Гарифран кӑшкӑрса ыйтрӗ:

Куҫарса пулӑш

III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ялти ҫынсене ӑсатнӑ ҫӗртен нихҫан юлман Назиб та укӑлча хапхи патӗнче халӑх кӗпӗрленсе тӑнине аякран ҫеҫ асӑрхарӗ.

Куҫарса пулӑш

XXIX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ку туйӑм ӑна улталамарӗ, ҫапла старик килмест-и-ха тесе йӗри-тавра канӑҫсӑррӑн пӑхкаланӑ хушӑра вӑл пӗррехинче ҫӑкаран инҫех те мар ашшӗ тӑнине асӑрхарӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Бригадирпа юнашар Кӑтра Михала куҫне хӗскелесе, тутисене вӑрттӑн кулнӑ чухнехи пек пӗркелесе тӑнине курсан, Карачӑм хӑйӗн питне вӗри юн пӗҫертнине туйрӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫав вӑхӑтра Карачӑм куҫпа мар, шалти туйӑмпа ҫурӑм хыҫӗнче ҫынсем тӑнине сиссе илчӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Плуг тытса пыма тата шыв йӑтма колхозран ятарласа уйӑрса панӑ ҫамрӑк ача хӑй ҫине тӗлӗнсе пӑхса тӑнине асӑрхасан, вӑл ӑна та, трактор пӑсӑлнӑ тесе яла хӑваласа ячӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Сехре хӗрарӑмсем еннелле куҫ хыврӗ те ҫакна курчӗ: Маринепе Людмила, вӗсем мӗн ҫинчен калаҫса тӑнине пӗлсе, ахӑлтатсах кулаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

ХIХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ытла ҫаврӑнӑҫусӑр пулнӑран пит юратсах каймасан та, Ятман Катрам Иванӗ хӑйне хушнӑ ӗҫрен пӑрӑнса тӑнине курман, унран «кӑна тума пултараймастӑп» е «кӑна урӑх ҫынна хушӑр» тенине илтмен.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫак вӑхӑтра унӑн Сехре Иванне чи хаяр сӑмахсемпе вӑрҫасси, тем те пӗр каласа ӳкӗте кӗртесси килсе кайрӗ, анчах, хӑй умӗнче аллӑран иртнӗ ҫын тӑнине, курса, чӗлхе вӗҫӗнчи сӑмахсене тытса чарчӗ, ҫиллине ирттерсе пирус илсе тивертрӗ.

Куҫарса пулӑш

XII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Эсӗ лашасем выҫӑ тӑнине куратӑн, ҫапах та никама та пӗлтерместӗн, — терӗ Левентей.

Куҫарса пулӑш

XII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Куҫма ҫаврӑнса пӑхрӗ те хӑйӗнчен пӗр утӑмра Ятман тӑнине курах кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ятман ури ҫине ҫӗкленсе ҫынсем хушшипе пӳртелле пӑхрӗ те Михала сӗтел умӗнче хӑй ҫулла тӑхӑнакан тӗрӗллӗ кӗпипе ҫеҫ тӑнине асӑрхарӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл, хӑйӗн умӗнче чӑнах та Кӑтра Михала тӑнине ӗненмен пулнӑ пек, ун ҫине тӗлӗнсе пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл, хӗрпе каччӑ алла-аллӑн тытӑнса тӑнине курса, хыттӑнах кӑшкӑрса ячӗ:

Куҫарса пулӑш

I // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӗсен йыхравне илтсе тӗрлӗ халӑх ывӑл-хӗрӗ, мӗнле халӑх пулнине, мӗнле тӗне ӗненнине, мӗнле сийре тӑнине пӑхмасӑр кар тӑрса ҫӗкленнӗ.

Куҫарса пулӑш

Халӑх пӗрлӗхӗ – пысӑк хӑват // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/11/03/%d1%85%d0%b ... %b0%d1%82/

Ҫӗршывшӑн та, регионшӑн та чи пӗлтерӗшлӗ ыйтусенчен пӗри пулса тӑнине каланӑ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ентешсен форумӗнче чӑвашсен хӑйне евӗрлӗхне упрас тата аталантарас тӗллевсене палӑртнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/10/28/chva ... forumenche

Вӗсем ҫине тӑнине пула Сафа-Гирей вырӑс элчине вӗлереймерӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Кавар // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тепӗр тесен вырӑнсӑр ҫуйкӑнланмасть-ши Черемисинов — воеводӑсем хӑйсене дьяксем, тӗрлӗ служилӑй ҫынсем куҫ хупмасӑр сыхласа-сӑнаса тӑнине ахаль те пӗлеҫҫӗ пулӗ-ха.

Куҫарса пулӑш

2. Йывӑр ҫулталӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех