Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑнине (тĕпĕ: тӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Камай князь, Хусантан тин ҫеҫ килсе ҫитнӗскер, тутарсен вӑрҫӑ планне те лайӑх пӗлет, аслӑ княҫа вӑл хулара миҫе пин воин тӑнине тата крепость тулашӗнче ҫӳрекен утлӑ ҫарсен йышӗ мӗн чухлӗ пулнине, вӗсене мӗнле ҫар пуҫӗсем ертсе пынине каласа кӑтартрӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Сирӗн халӑх пирӗн майлӑ тӑнине эпир хамӑр куҫпа куртӑмӑр, — терӗ государь.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Яла кӗрес умӗн халӑх ҫӑкӑр-тӑварпа тӑнине асӑрхаса аслӑ князь та, ун ҫыннисем те чарӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫавӑнтах вӑл воеводӑсен хыҫӗнче Шигалей илсе кайнӑ княҫсем йышлӑн тӑнине асӑрхарӗ те вӗсемпе савӑнса калаҫма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ман чун мӗншӗн вӗчӗрхенсе тӑнине ҫийӗнчех ӑнлантӑн.

Куҫарса пулӑш

12. Икӗ хула // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ахмедзян ҫине тӑнине кура хуралҫӑ хурал пуҫлӑхне чӗнчӗ, тепӗр самантран ӑна вӑрҫа-вӑрҫа кремле кӗртсе ячӗҫ.

Куҫарса пулӑш

11. Ятсӑр кшиляр // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тукай пусма ҫинче тӑнине курсан каччӑ васкаса ун патне чупса пычӗ.

Куҫарса пулӑш

10. Ылтӑн пичетлӗ хут // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Темле майпа пуҫне ҫӗклесе пӑхрӗ те хӳме хушӑкӗнчен ҫын сӑнаса тӑнине асӑрхарӗ.

Куҫарса пулӑш

10. Ылтӑн пичетлӗ хут // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫав хут Ту енчи ҫӗр-шыв вырӑссен аллинче тӑнине ҫирӗплетсе патӑр…

Куҫарса пулӑш

10. Ылтӑн пичетлӗ хут // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ялан ҫын тӑнине куратӑп та ҫавӑнпа питӗ пӗлес килчӗ, — чунтан каларӗ каччӑ.

Куҫарса пулӑш

10. Ылтӑн пичетлӗ хут // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫав вӑхӑтра хыҫалта ура сасси пулчӗ, Ахтупай ҫаврӑнса пӑхрӗ те тимерҫӗ лаҫҫине хуралса кайнӑ ырхан ҫын кӗрсе тӑнине курчӗ.

Куҫарса пулӑш

9. Ашшӗпе ывӑлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Юлан утсем тӑнине кура элпуҫ пӳрчӗ умне халӑх пуҫтарӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

3. Воеводӑсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Александр Панзин службӑра хӑй Чечня вӑрҫин пӗрремӗш тапхӑрӗнче тӑнине, хирӗҫтӑрусенче ҫарти чылай юлташне ҫухатма тивнине каларӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ ӑру паттӑрӗсем // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11520-c- ... patt-r-sem

— Ку кам сӑввисем-ха? — терӗ Сююнбике поэт сӑввӑн ытти йӗркисене аса илес тесе кӑшт тӑхтаса тӑнине курса.

Куҫарса пулӑш

7. Поэтпа хан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Темшӗн-ҫке вӗсем хӑйсене темиҫе ҫул хушши тутарсем ҫаратнине, йӗкӗлтесе, витлесе тӑнине тӳсеҫҫӗ те, тарӑхса ҫитнипе йӗннинчен сиксе тухнӑ упа сунарҫӑсене хӑваласа кайнӑ пек, пысӑк ҫарпа Хусан патне капланса анаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Вӑрҫӑ йӗрӗпе // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эпӗ чӗкеҫсем ҫине ытарайми пӑхса тӑнине курсан анне те: — Тӗлӗнетӗп ҫав чӗкеҫсенчен: чӗпписене хӑш вӑхӑтра, мӗнпе тӑрантарса ӳстереҫҫӗ-ши вӗсем? Кунӗпе вӗҫсе ҫӳреҫҫӗ, ларса канма пӗлмеҫҫӗ, — терӗ.

Куҫарса пулӑш

Уяртас умӗн // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 35–38 с.

Степан Лукич ҫак хыр «кӗнекине» «вуласа» иртнӗ 198 ҫул хушшинче мӗнле ҫанталӑк: хӑш ҫулсем тип уяр пулнине, хӑш ҫул хӑш енчен сивӗ е ӑшӑ ҫил ытларах вӗрнипе йӗпе-сапа тӑнине… веҫех каласа пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗнмелле «кӗнеке» // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 5–8 с.

Иртерех кил, — сӑмах хушрӗ амӑшӗ тӗпел кукринчен, Ҫинук тухса кайма тӑнине асӑрхасан.

Куҫарса пулӑш

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Шашулкки картӗнчен шӑнкӑрт! тусах вӗҫерӗнчӗ те, хӗр пӳлӗме ҫил пек вашкӑртса кӗрсе кайрӗ, пӳлӗме епле кӗрсе тӑнине те ас тӑваймарӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Йӳле янӑ пиншакне ҫил силлени те, хӑй сӗлкӗш ҫинче тӗпленӗ кӑҫатӑпах тӑнине те туймарӗ пулмалла вӑл.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 73–85 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех