Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑнине (тĕпĕ: тӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вара паянхи кун Чӑваш Яшми ялӗнчи хӗрарӑмсемпе хӗр комсомолкӑсем умӗнче мӗнле-мӗнле задачӑсем тӑнине ӑнлантарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Урхамах кӳршӗ килӗ умӗнче тӑнине курсан, иккӗшӗ те тӗлӗнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вилӗм // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тилӗ ҫӗлӗкӗ куҫне уҫрӗ — хӑй умӗнче ашшӗ тӑнине асӑрхарӗ.

Куҫарса пулӑш

Вилӗм // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пурне те кашни вак-тӗвек таран — хуҫа арӑмӗпе хӑш хутри хӑш пӳлӗмре ҫывӑрнине те, хаклӑ япалисене ӑҫта упраса усранине те, магазинра ӑҫта мӗн сутнине те, ҫӗрле хуралҫӑсем ӑҫта тӑнине те, хӑш вӑхӑтра улшӑннине те, вӑрттӑн тухса ҫӳремелли вырӑнсене те, алӑксене мӗнле ҫӑрапа питӗрнине те вӑлтса пӗлнӗ.

Куҫарса пулӑш

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Астӑватӑн-и, Сергей, эпир Мӑҫтукпа иксӗмӗр пуҫтарса ҫӳренӗ чух эсӗ пирӗн пата ҫитсе тӑнине?

Куҫарса пулӑш

Муллапа Сахар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хрестук вырӑнтах тӑнине курсан, Сахар ун еннелле ҫаврӑнчӗ те: — Эсӗ те атя, Хрестук, — терӗ кӑмӑллӑ сасӑпа.

Куҫарса пулӑш

Хӗр чӑрсӑрлӑхӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Яланах ҫапла: йытӑсем улама тытӑнсан, хресченсем, картишӗсене тухса, выльӑхсем чиперех тӑнине, алӑксене мӗнле питӗрнине тӗрӗслеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хветут систерет // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Мӑҫтук, пуҫӗнчен кайса тыт-ха лашана, — терӗ Сергей Мӑҫтука, учӗ малалла утса кайма тӑнине курса.

Куҫарса пулӑш

«Выҫӑ вилем те… пуҫтарма каймастӑп» // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хӑвӑр умӑрти мӗнпур тӗллеве эсир чи кирлине – саккун пуҫ пулса тӑнине, кашни ҫыннӑн, обществӑпа патшалӑх ырлӑхне – тӗпе хурса малалла та ӑнӑҫлӑн татса парасса шанса тӑратӑп.

Убежден, что вы и впредь продолжите добиваться решения всех поставленных перед вами задач, руководствуясь в своей деятельности главным — верховенством закона, благом каждого гражданина, общества и государства.

Олег Николаев Раҫҫей Федерацийӗн Хӑрушсӑрлӑх органӗсен ӗҫ­ченӗн кунӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/12/20/ole ... ika-organo

Чирлесе курнӑ ҫын ҫурхи сиплӗ сывлӑш чуна мӗнле килентерсе тӑнине лайӑх пӗлет.

Куҫарса пулӑш

11. Тата тепӗр тупа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ыттисем те сенӗкӗсене хатӗр тытса тӑнине асӑрхаса утне утланчӗ, пӗр сӑмах каламасӑр чӗлпӗрне кӑрт туртрӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Сенӗк саккунран вӑйлӑрах // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Пӗлеҫҫӗ ҫав Кӗривӗш вӑрманӗнче пӑлхавҫӑсем тӑнине.

Куҫарса пулӑш

17. Чун кӳтсе ҫитсен... // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пуринчен ытла каччӑ йӑмра айӗнче темиҫе юлан ут тӑнине курсан хӑй хурах кӑшкӑрма пултарайманнинчен тӗлӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

16. Иккӗмӗш Урасмет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Сасартӑк вӑл йӑмра айӗнче юлан утсем тӑнине асӑрхарӗ.

Куҫарса пулӑш

16. Иккӗмӗш Урасмет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Паянах каятни? — вӑл ҫав-ҫавах ура ҫинче тӑнине курса ыйтрӗ хан.

Куҫарса пулӑш

15. Хан хайӗн талайне кӑтартать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

«АВТОФУРГОН» ООО, «ШЗСА» АО предприятийӗсене вӑй илтересе пырасси ыйту кун йӗркинче тӑнине асӑннӑ министр, вӗсен пахалӑх енчен пысӑк шайра тӑракан таварӗсене ыттисем хапӑл тусах йышӑннине те каланӑ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енӗн промышленноҫ предприятийӗсем Газпрома аталантарса пыма витӗм кӳреҫҫӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/12/09/chav ... m-gazproma

Раштав уйӑхӗн вӗҫӗнче Шупашкарта «Газпром» ПАО Правленийӗн Председателӗн ҫумӗпе пӗрле Альберт Каримов анлӑ канашлу ирттерме плана кӗртнине те хыпарланӑ калаҫу вӑхӑтӗнче, чӑваш техникипе тивӗҫтересси ыйту кун йӗркинче тӑнине асӑннӑ ертӳҫӗ, «Газпром» Группа компанийӗн производствин территорийӗнче ку ӗҫе пуҫарса ярассине те пӗлтернӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енӗн промышленноҫ предприятийӗсем Газпрома аталантарса пыма витӗм кӳреҫҫӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/12/09/chav ... m-gazproma

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ регион умӗнче пысӑк тӗллевсем тӑнине те палӑртнӑ сӑмаха малалла тӑснӑ май.

Куҫарса пулӑш

"Управлени команди" III-мӗш конкурсӑн ҫӗнтерӳҫисен ячӗсене пӗлтернӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/12/16/upra ... rucisen-ya

Кама шанса алла хӗҫ тытасшӑн эсӗ, Мамич-Бердей? — лешӗ кайма хатӗрленсе ура ҫине тӑнине курса юлашки хут ыйтрӗ Тукай.

Куҫарса пулӑш

14. Мамич-Бердей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Лешсем вӑл мӗн каланине кӑшт ӑнкарса илчӗҫ пулас, хӑйсен умӗнче вырӑнти тӳре-шара тӑнине туйса ҫӗлӗкӗсене ярса тытрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

8. Кӑрмӑш ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех