Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тупӑш сăмах пирĕн базăра пур.
тупӑш (тĕпĕ: тупӑш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗсем кӗске вӑхӑтра ҫӗр пулӑхлӑхӗпе усӑ курса ытларах тупӑш илсе юлма кӑна ҫул-йӗр шыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинче ӗҫлеме мантӑмӑр // П. Воробьев. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2010,10,27

Пӗлтӗр «халӑх инвентаризацине» ирттернӗ вӑхӑтра усӑ курман тата ишӗлекен 983 объекта тупса палӑртнӑ, вӗсене ҫулталӑкра сутса тунӑ тупӑш 118 миллиона яхӑн тенкӗпе танлашнӑ.

В прошлом году в ходе «народной инвентаризации» выявлено 983 неиспользуемых, аварийных объекта недвижимости, доходы от их реализации за год составили около 118 миллионов рублей.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3

Вӑл пысӑк тупӑш кӳмӗ пулин те кӑмӑла ҫӗклӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗлен, эс пире мӗскер сӗнен? // Шӑмӑршӑ хыпарҫи. http://gov.cap.ru/Publication.aspx?gov_i ... &type=publ

Хушма тупӑш шыраса тупӑр.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗлен, эс пире мӗскер сӗнен? // Шӑмӑршӑ хыпарҫи. http://gov.cap.ru/Publication.aspx?gov_i ... &type=publ

Тупӑш ӳснипе танах чылай тӑкакланма тивӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗлен, эс пире мӗскер сӗнен? // Шӑмӑршӑ хыпарҫи. http://gov.cap.ru/Publication.aspx?gov_i ... &type=publ

Предпринимательсем ӗҫ-хӗле аталантарӗҫ, тупӑш тӑвӗҫ.

Предприниматели расширят бизнес, получат доход.

Ҫӗлен, эс пире мӗскер сӗнен? // Шӑмӑршӑ хыпарҫи. http://gov.cap.ru/Publication.aspx?gov_i ... &type=publ

Таса тупӑш кӑна кӑҫал 260 млн тенкӗ ытла пулмалла.

Куҫарса пулӑш

Депутат мандатӗнчен пуҫласа Шупашкар шыв управӗ таран // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Ҫавӑнпа вӗсем выльӑх-чӗрлӗх усраса тупӑш тӑваҫҫӗ, тӗпренчӗкӗсене вӗрентмешкӗн укҫа пухаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ферма витине юхӑнтарман // Ирина КОШКИНА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.09.29, 38 (6131) №

Ӗҫӗ ҫӑмӑл мар пулин те вӑл самай тупӑш кӳрет.

Куҫарса пулӑш

Ферма витине юхӑнтарман // Ирина КОШКИНА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.09.29, 38 (6131) №

Кашни культурӑна пӗлсе пӑхмалла, вӑхӑтра апатлантармалла, шӑвармалла, унсӑрӑн тухӑҫ та, тупӑш та пулмасть.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр тухтӑрӗ // Валентина ПЕТРОВА. «Хресчен сасси», 38(2625)№, 2016.09.29

Ҫырла вӑхӑтӗнче ҫимӗҫ сутса тупӑш тӑватӑп, кайран - хунавне», — паллаштарать ӗҫӗ-хӗлӗпе Александр Седойкин.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр тухтӑрӗ // Валентина ПЕТРОВА. «Хресчен сасси», 38(2625)№, 2016.09.29

Ал-ура ҫавӑрса ярсан, кӑштах тупӑш кӗме пуҫласан, 2006 ҫулта Комсомольскинче «Автозапчасти» тепӗр лавкка ҫӗклеме пуҫларӑм.

Куҫарса пулӑш

«Техникӑна мӑшӑра юратнӑ пек юратмалла» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

Иккӗмӗшне Комсомольски, Муркаш, Вӑрмар районӗсенчен фермер тата кил хуҫалӑхӗсенчен килнӗ, 9,45 тонна сутнӑ, «Коммунальные технологии», «Инженерная защита», «Горсвет» предприятисен автомашинисемпе тупӑш сахал илекенсем пурӑнакан ҫуртсем патне пахчаҫимӗҫ ҫитерсе панӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӗл хырӑмӗ аслӑ. Пурте пахчаҫимӗҫ хатӗрлеҫҫӗ // Юрий СЕРГЕЕВ. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Ҫапах та ҫак ӗҫсем чылайӑшӗн пысӑк тупӑш илмелли шая ҫӗкленмен-ха.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрулмине хирте хӑварас марччӗ! // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Пассажирсен ҫӑмӑллӑхлӑ категорийӗсене тӳлевсӗр илсе ҫӳренӗ май тухса ӳкекен тупӑш виҫи пысӑк.

Куҫарса пулӑш

Суйлав йӗркеллӗ ирттӗр // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Ҫавӑн пекех вырӑнти бюджетӑн тупӑш пайне укҫа сахалрах кӗрет.

Также в накопительную часть местного бюджета поступает меньше средств.

Бюджета пуянлатма пур майпа та усӑ курмалла // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Пӗлтӗрхи ҫак вӑхӑтрипе танлаштарсан налукран кӗрекен тата налук мар тупӑш ӳснӗ.

Куҫарса пулӑш

Бюджета пуянлатма пур майпа та усӑ курмалла // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Ҫапла вара пӗтӗмпе 5472 пин е унчченхи ҫулхинчен 1466 пин тенкӗлӗх нумайрах продукци туса илнӗ, ӑна 3967 пин тенкӗлӗх сутнӑ, тупӑш 910 пин тенкӗпе танлашнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен Президенчӗ Н. В. Федоров: «Ҫитӗнӳ пӗр-пӗрне ӑнланса ӗҫленинчен килет» // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.03.30

Ял хуҫалӑх продукцине ҫак тапхӑрта 7 миллион та 820 пин тенкӗлӗх сутнӑ, таса тупӑш 2 миллион та 875 пин тенкӗпе танлашнӑ.

Куҫарса пулӑш

Депутатсем — район малашлӑхӗшӗн ӗҫлекенсем // Ял пурнӑҫӗ. «Ял пурнӑҫӗ», 2009.08.21

Пахчаҫимӗҫ, выльӑх-чӗрлӗх сутса тупӑш илчӗҫ.

От продажи овощей, животных получали прибыль.

Ют арҫын ӑшши // Екатерина ЦВЕТКОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех