Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Стенасем (тĕпĕ: стена) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑльт-вальт вылякан ҫурта ҫутисемпе ҫӳллӗ чул стенасем аран ҫеҫ палӑрнӑ.

Ряд колеблющихся огней смутно осветил высокие каменистые стены.

29-мӗш сыпӑк. Гек тӑлӑх арӑма ҫӑлать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Эпӗ сире каласшӑн: хамӑн умра ҫавӑн чухлӗ савӑнӑҫлӑ, тап-таса, пӗчӗк ача пит-куҫӗсене курсан, манӑн кӑмӑл питӗ савӑнать, вӗсем ырра, чӑнлӑха вӗренесшӗн ҫак таса стенасем ӑшне пуҫтарӑннӑ.

Мне хочется сказать вам, как приятно видеть, что столько чистеньких веселых детских лиц собралось здесь для того, чтобы научиться быть хорошими.

4-мӗш сыпӑк. Вырсарникунхи шкулта «Мухтанса хӑтланни» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Нӳхрепри сывлӑш ҫаврӑнӑшӗ йӗркеллех-и, стенасем тарламаҫҫӗ-и, температура виҫеллех-и? Ҫаксем йӑлтах пӗлтерӗшлӗ.

Куҫарса пулӑш

Панулми упрама // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.09.29, 38№

Шкулта час-часах субботниксем ирттеретчӗҫ, партӑсем, чӳречесем, стенасем, урайсем ҫӑваттӑмӑр.

В школе часто проводили субботники, мыли парты, окна, стены, полы.

Вӑтӑр пилӗк ҫул иртсен // Валентина ИЛЬИНА. «Тӑван Ен», 47-48№, 2016.06.23-30

Пӗр енчен, бюджет укҫи перекетленет, тепӗр енчен, ку тӗслӗхре килте стенасем те сиплеҫҫӗ тени тӳрре тухать, — палӑртать Вячеслав Николаевич.

Куҫарса пулӑш

Сывлӑхран хакли ҫук // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

23. Турӑ Ҫуртне, сӑваплӑ пӳлӗме кӗмелли алӑксем икӗ хупӑлчаллӑ, 24. икӗ хупӑлчи те енчен енне шутарнипе уҫӑлса хупӑнать, пӗр алӑкӗн икӗ хупӑлча, тепӗр алӑкӗн те икӗ хупӑлча; 25. вӗсем ҫине, Турӑ Ҫурчӗн алӑкӗсем ҫине, стенасем ҫине ӳкернӗ евӗрлӗ херувимсемпе пальма йывӑҫӗсене каса-каса ӳкернӗ; пӑлтӑр умӗнче, тулашӗнче, йывӑҫран тунӑ пусаха пур.

23. В храме и во святилище по две двери, 24. и двери сии о двух досках, обе доски подвижные, две у одной двери и две доски у другой; 25. и сделаны на них, на дверях храма, херувимы и пальмы такие же, какие сделаны по стенам; а перед притвором снаружи был деревянный помост.

Иез 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех