Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗнӗ (тĕпĕ: кӗр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл Лозневой Андрейпа пӗрле килсе кӗнӗ куна аса илчӗ.

Она вспомнила тот день, когда Лозневой пришел с Андреем.

XIX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Ҫитменнине тата ӑна сасартӑк килсе кӗнӗ шухӑш та илӗртнӗ: ҫар ӗҫӗнче те пысӑк ҫынах пулма пултаратӑп, тенӗ вӑл.

Он почему-то вдруг решил, что в армии он может с необычайным блеском проявить свои недюжинные способности и очень высоко взлететь на воинском поприще.

XVII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Ялти ҫынсем пӗлмен пулсан, эсир ман патӑма вӑрттӑн килсе кӗнӗ пулсан, — хӑрушшине пӑхса тӑмӑттӑм, пытарса усрӑттӑм.

Если бы деревенские жители не знали, если бы вы тайно заявились ко мне, пошел бы на риск, стал бы прятать.

XV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Серёжка! — тин ҫеҫ тӑна кӗнӗ пек пулчӗ Лукерья.

Сережка! — кое-как опамятовалась Лукерья.

XIV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Карташне кӗнӗ ҫӗрте пӗр лутра кивӗ пӳрт ларать, унта ирлесе ӗлӗк бригадирсем ҫынсене ӗҫ валеҫсе паратчӗҫ, каҫсерен вара, яланах кунта ӗҫлекеннисем ӑшӑнма е калаҫкаласа ларма пуҫтарӑнатчӗҫ.

У входа на двор стояла низкая старая изба, в которой, бывало, бригадиры распределяли утрами людей на работы, а вечерами собирались погреться и поболтать те, кто работал здесь постоянно.

XI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Яшӑпа калаҫкаласан, завхоз хӑйӗн туйипе килсе кӗнӗ чухнехинчен те хытӑрах таклаттаркаласа, тухса кайнӑ.

Поговорив с Яшей, завхоз уходил, гремя палкой пуще прежнего.

VIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Хӑш-пӗр чухне, туйипе таклаттаркаласа, чирлерех завхоз — Осип Михайлович пырса кӗнӗ.

Иногда заходил, гремя палкой, прихварывающий завхоз Осип Михайлович.

VIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Костя хӑйӗн сывӑ куҫӗпе, сулахай куҫӗпе вӗсем ҫинелле пӑхса илчӗ те, айӑпа кӗнӗ пек йӑл кулса, хӑйӗн вараланчӑк урисене кӑтартрӗ:

Костя взглянул на них здоровым левым глазом и, виновато улыбаясь, показал на свои грязные ноги:

VI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

— Атьӑр! — терӗ Ерофей Кузьмич, тин ҫеҫ горница алӑкӗнчен килсе кӗнӗ Марийка еннелле ҫаврӑнса.

— Пошли-ка! — сказал Ерофей Кузьмич, оборачиваясь к Марийке, только что вошедшей в дверь в горницу.

I // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Вӑрмансемпе уй-хирсене тата шурлӑхсене ҫитсе кӗнӗ кӗрхи ҫанталӑк вӗсене, хӗрхенме пӗлмесӗр, ҫул ҫинче канма та памасӑр, ют ҫӗршывалла хӑвалать.

Проходя по лесам, полям и болотам, осень безжалостно гнала их на чужбину, не давая отдыха в пути.

I // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Оборонӑна татса кӗнӗ нимӗҫ автоматчикӗсем хыҫалтан пырса ҫавӑрса илме тытӑнсан тин вара, хӑйсен рубежне ирӗксӗрех пӑрахса, вӑрманалла чакнӑ.

И только когда прорвавшие оборону немецкие автоматчики начали окружать сзади, они оставили свои рубежи и отошли в леса.

XXVII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Сӑнӗ-пичӗ кӑвакарса кайнӑ ун, питҫӑмартийӗсем путса кӗнӗ, чарӑлса кайнӑ куҫӗсем каска козырёкӗ айӗнчен пӗр вылямасӑр пӑхаҫҫӗ, — текех ӗнтӗ вӗсем, яланхи пек, ҫӑлкуҫӗ пек ҫутӑлса пӑхмаҫҫӗ, халичченхи пек тӳлек мар…

Лицо у него было серое, щеки опали, а из-под козырька каски неподвижно глядели расширенные глаза, — не было в них привычного родникового блеска и тишины…

XXVI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Малтан килсе кӗнӗ танксен пӗрремӗш эшелонне аркатса тӑкнӑ.

Первый эшелон танков, наносивших таранный удар, был разбит.

XXV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Анчах вут-ҫулӑмӗ, вӗлермеллех ҫавӑрса илнӗскер, щельсене сӑрхӑнса кӗнӗ те ниепле те хӑпмасть.

Но огонь, смертной хваткой вцепившись в щели, держался крепко.

XXIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Телефон трубкине пӑрахса, палаткӑран та туха-туха пӑхкаланӑ вӑл, тӗттӗмре мӗн те пулин илтӗнмест-ши тесе, итлекелесе те пӑхнӑ, унтан вара каллех штаб начальникӗ патне пыра-пыра кӗнӗ.

Бросая телефонную трубку, он иногда выходил из палатки и осматривался, не слышно ли чего в темноте, пробовал слушать, потом снова заходил к начальнику штаба.

XVIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Хӑшӗ-пӗрисене халь юн шӑрши те виле шӑрши ҫеҫ кӗнӗ пек туйӑнать.

Иным кажется, что все теперь пахнет только кровью да мертвечиной.

XVII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Халь ӗнтӗ унӑн шуранка питҫӑмартисем, выҫӑ пурӑннӑ чухнехи пек, ӗлӗкхинчен те ытларах путса кӗнӗ, пит шӑммисем янках палӑраҫҫӗ, тути хӑпарса тӑрать, пысӑк та тӗсӗм куҫ лупашкисенчен мӑйӑр тӗслӗ ҫутӑ куҫӗсем ҫӑткӑнланса, пит чӗррӗн пӑхаҫҫӗ.

Пуще прежнего, как с голодухи, у него запали бледные щеки, а скулы и губы выдались, и светлые ореховые глаза смотрели из больших затененных впадин с жадной силой.

XIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Лозневой хӑйӗн кӑкӑрӗнче темскер пӑрланса ларнӑ пек пулнине сиссе, хӑраса ӳкрӗ, — яри уҫса янӑ алӑк витӗр сивӗ пырса кӗнӗ пек, ун кӑкӑрне Ҫӗпӗрти хаяр сивӗ пырса кӗнӗнех туйӑнчӗ.

И Лозневой с ужасом почувствовал, что в груди его все заледенело, будто ворвалась в нее, как в распахнутую настежь дверь, лютая сибирская стужа.

X // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Ҫавӑнпа та, васкаса чупса кӗнӗ Костя полк командирӗ килни ҫинчен пӗлтерсенех, Лозневой хӑвӑрт сиксе тӑчӗ те палаткӑран тухрӗ.

И когда Костя, торопясь, доложил, что приехал командир полка, Лозневой разом поднялся и быстро выскочил из палатки.

X // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Ерофей Кузьмичпа калаҫнӑ хыҫҫӑнах Марийка, темле ӑнсӑртран тенӗ пек, клуба пырса кӗнӗ, — унта Андрей сцена юсанӑ-мӗн.

Сразу после разговора с Ерофеем Кузьмичом Марийка будто случайно зашла в клуб, где Андрей ремонтировал сцену.

IV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех