Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӗҫӗ сăмах пирĕн базăра пур.
ҫӗҫӗ (тĕпĕ: ҫӗҫӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗсен ҫӗҫӗ таврашӗ ҫук.

Ножей у них не было.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Пиллӗкӗшӗн аллисенче те вӑрӑм ҫӗҫӗ.

У всех у пятерых в руках по ножику длинному по ножику-то…

VI // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Бяла Черква хулине Клисурӑна ҫӗмӗрнӗ пек ан ишсе тӑкӑр тесе ӳкӗте кӗртме пит те йывӑр пулнӑ имӗш: хула вара Тосун-бей пин лирӑ пама пулнӑ, ҫавӑнпа ҫеҫ Тосун-бей хӑй ушкӑнне Бяла Черква хулине ҫӗмӗрсе тӑкасран ҫырлахтарса хӑварма пулнӑ, укҫине парсан, тӗрӗксем килӗсене кайма пултарнӑ; унтан тата хула хӑлӑхӗ пур хӗҫ-пӑшала та ҫӗҫӗ пекӗ таранччен тӗрӗксене памалла пулнӑ; ҫийӗнчен тата пур шанчӑксӑр ҫынсене те влаҫсен аллине памалла пулнӑ.

С большим трудом удалось депутации спасти Бяла-Черкву от участи Клисуры, но пришлось согласиться на три условия, очень тяжелых: во-первых, город должен был немедленно выплатить Тосун-бею тысячу лир, чтобы утихомирить его орду, которой он обещал выдать Бяла-Черкву на разграбление, и чтобы отправить турок по домам; во-вторых, сдать все оставшееся у населения оружие, вплоть до перочинного ножика; в-третьих, передать в руки властей всех подозрительных.

VIII. Ҫаран // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫӗҫӗ тавраш вӑл ҫынна паттӑрлӑх кӗртет.

— Оружие придает человеку мужество.

XI. Викентий // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Ас ту, хупа пӗрле ҫӗҫӗ те ил.

— Слушай, захвати-ка с собой нож.

XI. Викентий // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫӗҫӗ те кинжал курӑнса кайрӗ, пӑшал кӳпчекӗсем мӗлтлетме тытӑнчӗҫ.

Засверкали ножи и кинжалы; замелькали, поднимаясь и падая, ружейные приклады.

ХХХIII. Ҫӗнтерекенсем ҫӗннисене хӑналаҫҫӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Марко бай хӑй, унӑн ватӑ амӑшӗпе арӑмӗ, вӗсемпе пӗрле тата пӗр кӗтӳ ача-пӑча, пысӑккинчен пуҫласа пӗчӗккине ҫити, пурте аллисене ҫӗҫӗ те сенӗҫке тытса ҫӑвар тулли ватаҫҫӗ, апатланаҫҫӗ.

Вместе с дядюшкой Марко, его старухой матерью и женой за столом сидела целая стайка детей, больших и маленьких; вооруженные ножами и вилками, они мгновенно опустошали все, что появлялось на столе,

I. Хӑна // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Хуҫалӑхра кирлӗ пулсан, апла, ан кулян, эсӗ манпа тӗрӗс улӑштарнӑ, хӑв валли ҫӗҫӗ эсӗ ҫӗннине туянӑн.

— Раз в хозяйстве эта часть нужна — значит, не горюй, ты поменялся со мной правильно, а нож ты себе новый купишь.

XVII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫӗҫӗ — ӗмӗрлӗхех санӑн, факт!

Нож — твой на веки вечные, факт!

XVII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Хӗвел ҫинче йӑлтӑртатса тӑракан чаплӑ ҫӗҫӗ те ниме юрӑхсӑр тимӗр чӑмакки — ҫук, кунта мӗн те пулин пурах ӗнтӗ!

Роскошный, блестящий на солнце нож и ни к чему не пригодная круглая железка, — нет, тут что-то не так!

XVII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Крыльца умӗнче Федоткӑна ачасем сырса илнӗ, ҫӗҫӗ кураҫҫӗ.

Возле крыльца толпа ребятишек плотным кольцом окружила Федотку, рассматривая нож.

XVII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Вӑл Федоткӑна ҫӗҫӗ тыттарчӗ, хӑй, питӗ асӑрханса, ун гранатине илчӗ.

Он сунул в руку Федотки нож, бережно принял на ладонь гранату.

XVII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ку уншӑн ҫӗҫӗ кӑна мар, тем пек пысӑк пуянлӑх!

Это был не просто нож, а чистое сокровище!

XVII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Лешӗ, тӗлӗнсе, ҫӗҫӗ ҫинчен куҫне илме те пӗлмерӗ.

Тот не сводил с ножа зачарованных глаз.

XVII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Анчах ҫивӗч ҫын кунта та аптраса ӳкмерӗ: вӑл кӗсйинчен хуҫланакан ҫӗҫӗ кӑларчӗ те ун ҫивӗчӗшне пуҫ пӳрнин чӗрни ҫинче сӑнаса пӑхрӗ.

Но разбитной незнакомец и тут нашелся: он достал из кармана перочинный нож, попробовал лезвие его на ногте большого пальца.

VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫӗҫӗ тӑсса панӑ ӑна аслӑ мӑчавӑр.

Верховный жрец протянул ему нож.

XI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Аллинче унӑн эфиопсен обсидианӗнчен тунӑ парне кӳмелли таса ҫӗҫӗ пулнӑ, ӑна вӑл юлашки хӑрушӑ самантра, пама хатӗр тытса тӑнӑ.

В руке он держал священный жертвенный нож из эфиопского обсидиана, готовый передать его в последний страшный момент.

XI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Щукаре Любишкин аллинчи ҫӑпала ҫӗҫӗ пекех курӑнса кайнӑ та, вӑл вара ури вӑйӗ ҫитнӗ таран, каялла ҫаврӑнса пӑхмасӑр, вырӑнтан тапса сикнӗ…

Щукарю показалось, что в руках у Любишкина нож, и он со всех ног, не оглядываясь, кинулся бежать…

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Хам ҫивӗчрех чупман пулсан — ҫӗҫӗ ҫине тирӗнсе ларнӑ пулӑттӑм.

Кабы не моя резвость — сидел бы зараз я на ноже!

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Эпӗ, сӑмахпа кастарас енчен темӗн те пӗр калама пултаракан ҫын, чӑтса тӑраймарӑм… ну, Любишкин вара тӳрех ҫӗҫӗ ярса тытрӗ те ман хыҫран…

Я человек отчаянный на слова, не стерпел… ну, а Любишкин ухватил нож, да за мной…

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех