Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Кӗрес (тĕпĕ: кӗр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Куҫа вӑрӑнса кӗрес пек тирӗнет Нина Динӑна.

Нина умоляюще глядела на Дину.

3 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Манӑн вара, ухмахла, кӗрес тенӗ ҫӗртенех урасем вырӑнтан та хускалмаҫҫӗ.

А у меня, дурочки, ноги не шевелятся, хотя надо уходить.

2 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ҫыран ҫывӑхнерех, ӑшӑхрах тӗле ҫитсе ӳкес тесен, пӗр хӑрамасӑр ҫав уҫӑ вырӑна кӗрес пулать.

Необходимо было смело войти в него, чтобы выброситься на мель как можно ближе к берегу.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Анчах бухтӑна кӗрес тесен, шарлаксеенчеен пӑрӑнса иртмелле, вӗсен хушшипе иртме вара ҫав тери кансӗр.

Но чтобы попасть в нее, надо было миновать барьер подводных скал, а пройти между ними было очень трудно.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Вӑрмана та пӑрӑнса кӗрес тесеттӗм, куратӑп, аякра тусан явӑнать.

И уж хотел в лес своротить, вижу — вдали пыль клубится.

Карпеи // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.

Маняша ҫуна ҫинче сиккелерӗ, унӑн та ҫапӑҫӑва кӗрес килет.

Маняша прыгала в санях, ей тоже хотелось вступить в бой.

Хӗллехи каҫ // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.

Анчах халӗ унӑн пӳрте, ӑшша кӗрес килет.

Но его неудержимо тянуло в избу, к теплу.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.

Кӳршӗсем патне кӗрес мар-ши?

Зайти к соседям?

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.

Ман шухӑшпа, ҫак тӗлӗк ӗҫе кӗрес пулсан, ҫӗҫӗ ҫиҫӗччӗ хӑйсен аллисенчех.

А по-моему, осуществись такая бредь, на себя бы раньше наложили руки.

Сергей Есенина // Стихван Шавли. Маяковский В.В. Пӗтӗм сасӑпа: сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 158 с. — 58–64 с.

Ҫук, халӗ ӗнтӗ вӑл ҫӗрпӳрте кӗрес ҫук, унта хӑйсене мӗнле кирлӗ, ҫавӑн пек пӑркалаччӑрах.

Нет, он не пойдет в землянку, пускай там сами крутят приемник как хотят.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.

— Камӑн шыва кӗрес килет?

— Кто хочет купаться?

2 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.

— Пирӗн те шыва кӗрес килет!

— Мы тоже хотим купаться!

2 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.

Унтан вӗсем шкула кайма шутларӗҫ, япаласене грузовик ҫинчен илсе кӗрес пулать, ачасен хӑйсен те ҫул ҫинчен килнӗ хыҫҫӑн хӑйсене типтерлемелле.

Решено было двинуться к школе, выгрузить вещи, привести себя в порядок.

1 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.

— Эпӗ вӗсем пирӗн пата тепӗр хут килсе кӗрес ҫук тесе шутлатӑп.

— Я думаю, что сейчас они сюда обратно не сунутся.

Хушса кӗртнӗ сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.

Кимӗ ҫинчи темиҫе хӗрача тата каччӑ хӑйсен хӗвелпе пиҫсе ҫитнӗ ӳт-пӗвне тин ҫеҫ тухакан ирхи хӗвеле кӑтартса киленеҫҫӗ, шыва кӗрес ӳмӗн хавхаланса кулаҫҫӗ.

Несколько юношей и девушек в лодке подставляли утреннему солнцу свои загорелые стройные тела, громко пересмеиваясь перед купаньем.

Пӗрремӗш сыпӑк // Андрей Краснов. Ефремов И.А. Ҫӑлтӑр карапӗсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 96 с.

— Ачасем, итлӗр-ха, мана, — тет Тойво, — яла ҫавӑрса илнӗ хыҫҫӑнах, пӑрҫа яшки ҫиме тытӑниччен малтан, манӑн уборнӑйне кӗрес килчӗ.

— Представьте себе, ребята, — грохотал Тойво, — захотелось мне в уборную, сразу, как мы захватили деревню, еще до гороховой похлебки.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.

Крыльцаран кӗрес вырӑнне кайри алӑкран ҫӳретӗн? — кулкаласа ыйтрӗ Тухтар.

— А ты чего ходишь по задворкам, а не через крыльцо? — с улыбкой спросил Тухтар.

XVI. Ял ҫывӑрмасть // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Хӑй тӗллӗн пулсан, вӑл унта ниепле те кӗрес ҫукчӗ.

Добровольно он бы туда не зашел ни за какие коврижки.

XV. Ухмаха ури канӑҫ памасть // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Ваҫилей аран туртӑнса хӑтӑлчӗ, ыратнӑ хӑлхине тыткаласа чупма тытӑнчӗ, хӑй кӑшкӑрмарӗ, кӑшкӑрсан та ун хутне никам кӗрес ҫуккине чухларӗ.

Еле-еле вырвавшись из лап силача, Васьлей молча схватился за ушибленное ухо, а хоть бы он и закричал — вряд ли кто-нибудь пришел бы ему на помощь.

XV. Ухмаха ури канӑҫ памасть // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Старӑстӑ та, ав, Имет хутне кӗрес пек калаҫать, ял паттӑрӗнчен чӑнласах хӑрать курӑнать.

Ишь, староста тоже с Иметом одну песню поет — богатырь он, видать, боится его, вот и поддерживает.

XV. Ухмаха ури канӑҫ памасть // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех