Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сехет сăмах пирĕн базăра пур.
сехет (тĕпĕ: сехет) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпӗ сехет ҫине пӑхатӑп.

Я смотрю на часы.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Сехет йӗппи каллех тепӗр хут ҫаврӑнса ҫитрӗ — хӗлле, ҫирӗм пиллӗкмӗш ҫул.

Снова полный круг — раннее утро зимой двадцать пятого года.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ ҫак сехет ҫине пӑхатӑп та хама виҫҫӗмӗш класра, Кораблев урокӗнче, Ромашкӑпа пӗр парта хушшинче ларнине куратӑп.

Полный круг — и я вижу себя в третьем классе, на уроке Кораблева, на одной парте с Ромашкой.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Самантлӑха окулярсенчен пӑрӑнса, бинокльне антармасӑр, аллинчи сехет ҫине пӑхса илчӗ, унтан хӑвӑрт сӗтел патне пырса, ещӗк ҫинчи кнопкӑна пусрӗ.

На секунду оторвавшись от окуляров, не опуская бинокля, он посмотрел на часы, что были у него на руке, потом быстро подошел к столу и нажал кнопку на ящике.

7 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Эпир ун ӗҫ пӳлӗмӗнче ҫур сехет патнелле лартӑмӑр, пире вӑл тем те пӗр кӑтартрӗ: кокос мӑйӑрӗ, бумеранг, папуас сӑннисем, тӗк-ҫӳҫрен тунӑ Инди тумӗсем тата та темӗн чухлӗ япала.

Мы посидели у него в кабинете около получаса, он показывал нам кокосовые орехи, бумеранги, копья папуасов, индейские уборы из перьев — множество интересных вещей.

7 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Пӗр сехет иртет, иккӗ, мӑйкӑч мӑя пӑвнӑҫем пӑвать, ҫывӑрма юрамасть…

Но проходит час, другой, рогатки впиваются в шею, спать нельзя…

6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Эпӗ пуҫланиччен малтан сехет ытла пӗччен пӗр пӳлӗмре лартӑм, шав партизанка Устя портречӗ ҫине пӑхрӑм: ҫак вӑл — эпӗ манӑн Расщепее, ҫук, ӑна мар, Денис Давыдова (пурпӗрех, вӗсем иккӗш те пӗр) йӑлӑнса, епле те пулсан хама отряда илтерме тӑрӑшмалла.

Я целый час сидела одна в комнате, глядела на портрет Усти-партизанки, стараясь представить себе: вот это я, и я хочу, чтобы Расщепей… нет, не Расщепей — Денис Давыдов (но это все равно) принял меня к себе в отряд.

6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Тата сехет ҫурӑран эпӗ кинофабрикӑна ҫитрӗм.

Я добралась до кинофабрики через полтора часа.

6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Виҫҫӗ ҫитме ҫур сехет.

Половина третьего.

6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Икӗ сехет те вун пилӗк минута.

Два часа пятнадцать минут.

6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Икӗ сехет

Два часа…

6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Пӗр сӑмахпа каласан, Валька икӗ сехет хушши хӑй чӗрӗпӗ ҫинчен каласа пачӗ, кайнӑ чух ҫеҫ Кораблевран мана салам каласа хӑварчӗ, ҫитес кунсенче вӑл кунта ман пата кӗрсе тухать, тесе пӗлтерчӗ.

Словом, два битых часа Валька говорил про ежа и, только прощаясь, спохватился и сказал, что Кораблев мне кланяется и на днях зайдет.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах ҫав вӑхӑтрах туянакан килес пек туйӑнатчӗ те, ҫур сехет те пулин тӑрас теттӗм.

Но тут же мне начинало казаться, что именно в это время явится мой покупатель, и я решал, что постою еще полчаса.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тем пек ӗҫес килетчӗ, темиҫе хутчен те хама базар пӗтрӗ ӗнтӗ тесе ӗнентерме пӑхрӑм — тата ҫур сехет тӑрам та столовӑя кӗрсе пӗр стакан чейшӗн курткӑма парса тухас тесеттӗм.

Очень хотелось пить, и несколько раз я решал, что кончено: если через полчаса не продам, пойду в чайную и загоню курточку за стакан горячего чая.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫур сехет те иртмерӗ, шухӑшӑма улӑштартӑм та.

Не прошло и получаса, как я передумал.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ытла ирччӗ-ха — саккӑрмӗш сехет кӑначчӗ, урамра ҫӗрлехи пекех тӗттӗм.

Было еще очень рано — восьмой час, на улицах темно, как ночью.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пирӗн Серафима та ҫитрӗ, кӑкӑрӗ умне пӗчӗкҫеҫҫӗ сехет ҫакнӑ, чи юлашкинчен пӗр кӗтмен ҫӗртен саккӑрмӗш класра вӗренекен Возчиков сӗтӗрӗнсе ҫитрӗ.

Пришла наша Серафима с часиками на груди, и последним неожиданно приперся Возчиков из восьмого класса.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫапах унта та темӗн чӗриклететчӗ, темӗн шӑтӑртататчӗ — сасартӑк пӗр вӗҫҫӗн чӗтретсе шаккани илтӗнетчӗ, — сехет мӑлатукӗ янӑракан япала хӗррипе ҫапнӑ пек.

Но и там что-то поскрипывало, шуршало — и вдруг начинался мерный дребезжащий стук, как будто молоточек в часах бил мимо звонка.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ман аллӑма лексен, эпӗ ӑна 24 сехет хушшинче суд тума хушатӑп, эпир ӑна крепость парапечӗ ҫинче персе пӑрахӑпӑр!

Если попадется ко мне в руки, то я велю его судить в двадцать четыре часа, и мы расстреляем его на парапете крепости!

Вуннӑмӗш сыпӑк. Хулана хупӑрлани // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Ку пӗр виҫӗ сехет хушши тӑсӑлчӗ.

Все это продолжалось около трех часов.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк. Тапӑну // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех