Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗҫлеме (тĕпĕ: ӗҫле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Такафуми Накаи те хӑй кӑмӑллӑ пулнине палӑртнӑ: «Фуджикура» компани тӗслӗхӗпе Японири автокомпонентсем туса кӑларакан ытти производительсем те регионта ӗҫлеме пуҫласса шанатӑп.

Куҫарса пулӑш

Япони: инҫетре пулсан та - питӗ ҫывӑх // А.ВОЛКОВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Паллах, паян шкулта ӗҫлеме йывӑр.

Ясно, сегодня в школе работать тяжело.

«Ырӑ тумалла», - тени маншӑн хурав мар // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

— «Эсӗ кирек ӑҫта та ӗҫлеме пултаратӑн», — тет мана нумайӑшӗ.

- "Ты везде сможешь работать", - говорят мне многие.

«Ырӑ тумалла», - тени маншӑн хурав мар // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Килне таврӑннӑ хыҫҫӑн вӑрҫӑ паттӑрне каллех Хӗрлӗ Чутая, районти педагогика пӳлӗмӗн заведующине, ӗҫлеме илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Паттӑрла пӗр ӗҫшӗн - орден, теприншӗн - медаль // Галина ЗОТОВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

1956 ҫулта вӑл Тӗнче литературин институтне ӗҫлеме вырнаҫнӑ, унта ҫемьеллӗ ҫыравҫа Андрей Синявские килӗштернӗ, каярахпа Давид Самойлов поэтпа ҫыхланнӑ.

В 1956 году она устроилась работать в Институт мировой литературы, где влюбилась в женатого писателя Андрея Синявского, а потом закрутила роман с поэтом Давидом Самойловым.

Хӗрне ашшӗшӗн тавӑрнӑ // Анна ВЕЛИГЖАНИНА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

1940 ҫулта Патӑрьел районӗнчи Хирти Пикшикри шкултан вӗренсе тухсан вунтӑваттӑри Рассых вырӑнти «Осоавиахим» колхозра ӗҫлеме пуҫланӑ.

Куҫарса пулӑш

Унӑн ӑсталӑхӗнчен Ардалион Игнатьев та тӗлӗннӗ // Петр СИДОРОВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Унта сценари ҫырма, режиссер, ӳкерӳ, монтаж ӑсталӑхӗсене, сасӑпа ӗҫлеме вӗрентӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чӑваш киновӗ камит енне сулӑнчӗ // Владимир КАРСАКОВ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №

Ӗҫлеме ӳркенмесен пӗчӗк ялта та пурӑнма пулать.

Куҫарса пулӑш

Ачасем валли - спорт лапамӗ // Вера МОРОЗОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.05.20

Лупашкасем паян та ҫапла ӗҫлеме тӑрӑшаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ачасем валли - спорт лапамӗ // Вера МОРОЗОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.05.20

Мӑшӑрӗ нумай ҫул типографинче наборщикра ӗҫленӗ, чӑваш чӗлхине лайӑх пӗлнӗрен Людмила Дмитриевнӑна редакцие корректора ӗҫлеме куҫараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫре иртет кун-ҫул утти // Р.МОИСЕЕВ. «Каҫал Ен», 2016.05.20

Ӗҫе лайӑх пурнӑҫланине, обществӑлла ӗҫе активлӑ хутшӑннине, ҫынсемпе хутшӑнас пултарулӑхӗ пуррине шута илсе, Петра парти райкомне ӗҫлеме илеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫре иртет кун-ҫул утти // Р.МОИСЕЕВ. «Каҫал Ен», 2016.05.20

Виҫӗ уйӑх ҫеҫ ӗҫлеме тивнӗ: Совет Ҫарне кайма ят тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫре иртет кун-ҫул утти // Р.МОИСЕЕВ. «Каҫал Ен», 2016.05.20

Вӗсен ыйтӑвӗсене шута илсе ҫитес вӑхӑтра май килнӗ таран уҫӑмлатса хуравлама шантарчӗҫ, тӑрӑшса ӗҫлеме ҫирӗп вӑй-хал, ӑнӑҫу сунчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Юрий Поповпа Петр Краснов ял ӗҫченӗсемпе курнӑҫрӗҫ // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016.05.20

Чӑваш Енре ҫул-йӗр техники газпа ӗҫлеме тытӑнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул-йӗр техники газпа ӗҫлӗ // Вика Сорокина. http://chuvash.org/news/12446.html

«Хӑрнӑ йывӑҫсене те касса тирпейлемелле, ҫӳп-ҫапа пухмалла, кивӗ кӑшӑлсене илсе тухмалла – ӗҫ тем чухлех. Ҫӳп-ҫапа тиесе тухма транспорт пирки те калаҫса татӑлнӑ ӗнтӗ, ӗҫлеме ҫынсем кӑна кирлӗ», – каласа парать ял тӑрӑх пуҫлӑхӗ Евгений Субботин.

Куҫарса пулӑш

Намӑсланма пӗлсессӗн шанӑҫ пур-ха // ДЕОМИД ВАСИЛЬЕВ. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

Ырашпулӑх ялӗнче ҫуралнӑ Гена Гаврилов 18 ҫул тултарсан Ленинград облаҫӗнчи пӗр ҫар базинче шыв айӗнчи кимӗсенче ӗҫлеме 6 уйӑх вӗренет.

Гена Гаврилов из деревни Ырашпулых с достижением 18 лет, 6 месяцев учился на одной армейской базе Ленинградской облости работать на подводных лодках.

Хӗр чӗрисене ҫунтарнӑ // АНАТОЛИЙ ЛЕПИН. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

Ҫартан таврӑнсан Игорь Лепин каллех малтанхи заводра слесарьсен бригадирӗ пулса ӗҫлеме пуҫларӗ, ҫемье ҫавӑрчӗ, арӑмӗпе 2 хӗр ҫитӗнтереҫҫӗ.

После армии Игорь Лепин опять сталь работать на прежнем заводе бригадиром слесарей, женился, с супругой воспитывают 2 дочерей.

Хӗр чӗрисене ҫунтарнӑ // АНАТОЛИЙ ЛЕПИН. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

Суйлавпа ҫыхӑннӑ ыйтусене «хӗрӳ линипе» шӑнкӑравласа пӗлме пулать, вӑл ӗҫлеме пуҫланӑ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Майӑн 22-мӗшӗ – малтанхи сасӑлава хутшӑнмалли кун // Тӑван Ен. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

Ыйтӑва татса парассипе ӗҫлеҫҫӗ, Александр Степанович каланӑ тӑрӑх, ҫулла завод туллин ӗҫлеме пуҫламалла.

Куҫарса пулӑш

Министр сас-хурана сирчӗ // ЛЮБОВЬ СЕМЕНОВА, ВЕРА ШУМИЛОВА, ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

Икӗ ывӑлӗ те халӗ ӗҫлеме тытӑнчӗҫ: пӗри инженерта тӑрӑшать, тепри аслӑ пӗлӳллӗ пулин те официантра ӗҫлет.

Куҫарса пулӑш

Виҫӗ мӑшӑр нуски укҫи вӑрҫтарать // Таисия Ташней. http://chuvash.org/blogs/comments/2758.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех