Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сехет сăмах пирĕн базăра пур.
сехет (тĕпĕ: сехет) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сӑрӑ пиншак тата хура шӗлепке тӑхӑннӑ улпут, хӑйӗн тӳрӗ сӑмси ҫине ылттӑн куҫлӑх лартса, сехет ҫине кӑшт ҫеҫ пӑхса илчӗ те, васкаса: — Вуннӑмӗш ҫурри, — терӗ.

Господин в чесучовом пиджаке и люфовом шлеме приложил к римскому носу золотое пенсне, задрал седую бородку, мельком взглянул на циферблат и быстро сказал: — Половина десятого.

XII. «Лаша тейӗн тата!» // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

— Тӑхӑр сехет ҫурӑ, — терӗ вӑл, пысӑк ӗҫе туса пӗтернӗ пек, тарланӑ сӑмсине кӗпи аркипе шӑлса.

— Девять и с половиной, — со вздохом удовлетворения проговорил мальчик, вытирая рубахой пот с носа.

XII. «Лаша тейӗн тата!» // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Чи ҫӳлти — вуникӗ сехет, вара ҫавӑнтан пуҫласа шутламаллине вӑл лайӑх пӗлнӗ.

Он только знал, что самая верхняя — двенадцать и от нее надо начинать считать.

XII. «Лаша тейӗн тата!» // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Халӗ вӑл сехет ҫине пӑхмасӑр иртсе кайма та пултараймасть.

Теперь он не мог пройти мимо часов без того, чтобы не остановиться и не посчитать.

XII. «Лаша тейӗн тата!» // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Вӑл сехет ҫине пӑхса вӑхӑта пӗлме вӗренни те нумаях пулмасть.

Совсем недавно он наконец научился узнавать по часам время.

XII. «Лаша тейӗн тата!» // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Вокзал сачӗ тавра ҫаврӑнса кайнӑ чухне Гаврик, чарӑнса, вокзал ҫинчи сехет ҫине пуҫне ҫӳлелле ҫӗклесе нумайччен пӑхса тӑчӗ.

Огибая вокзальный сквер, Гаврик остановился, задрал голову и довольно долго смотрел на циферблат вокзальных часов.

XII. «Лаша тейӗн тата!» // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Кӗпи ҫинчен хура пустав жилет тӑхӑннӑ, жилет тӳми йӑллисенчен кӗмӗл сехет вӑчӑри ҫакӑнса тӑрать.

А поверх рубахи — черный суконный жилет с серебряной часовой цепочкой, вдетой в петлю серебряной палочкой.

XII. «Лаша тейӗн тата!» // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Тӑхӑр сехет тӗлӗнче Гаврик хуланалла утрӗ.

Часов около девяти Гаврик уже шагал в город.

XII. «Лаша тейӗн тата!» // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Пулӑҫсемшӗн «Тургенев» сехет вырӑнне шутланнӑ…

«Тургенев» заменял рыбакам часы.

XI. Гаврик // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Ку ирхине ҫичӗ сехет ҫитнине пӗлтернӗ.

Значит, было уже семь часов утра.

XI. Гаврик // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Анчах мӗне тӑччӑр-ха ҫав хумсем, е ҫыран хӗррине тухиччен: машинӑмӑра сехет ытла силлентерсе тӑни те темӗн чухлӗ ҫӗнӗрен ҫӗнӗ тертленӳ те пӑшӑрхану Информбюрон черетлӗ хыпарӗнче: «Пирӗн пӗр самолет хӑй базине таврӑнман» тесе пӗлтернипе танлаштарсан, мӗне тӑччӑр-ха пирӗн асапсем?

Но что значили эти волны и то, что машину мотало с добрый час, пока мы добрались до берега, и тысяча новых трудов и забот в сравнении с короткой фразой в очередной сводке Информбюро: «Один наш самолёт не вернулся на базу»?

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

…Ытла каҫа юлсан — ытла каҫа юлнине сехет ҫине пӑхнипе ҫеҫ пӗлме пулать, — эпир Заполярьерен вӗҫсе кайрӑмӑр.

…Поздней ночью — о том, что была поздняя ночь, можно было догадаться, лишь взглянув на часы, — мы стартовали из Заполярья.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Акӑ ҫур сехет те иртмерӗ, сад умне ҫӑмӑллӑн ҫӳрекен машина ҫитсе те чарӑнчӗ, вара тӗлӗнсех кайрӑм эпӗ — машинӑпа пӗтӗмпех хам экипажӑм килнӗччӗ.

Не прошло и получаса, как легковая машина остановилась у садика, и я с удивлением увидел в ней весь свой экипаж.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах халӗ вӑхӑт питӗ нумай пулнӑ, вуннӑмӗш сехет.

Но было уже очень поздно: десятый час.

X. Килте // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Машина ӗҫленине вӑл темиҫе сехет хушши чарӑнмасӑр пӑхса тӑма та хатӗр.

Он готов был смотреть на работу машины часами.

VII. Фотографи карточки // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Юлашкинчен, пӗр сехет ҫурӑ иртсен, пароход тинӗсе тухма пуҫларӗ.

Наконец часа через полтора пароход стал выходить из устья лимана.

VII. Фотографи карточки // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Пӗр ҫур сехет хушши никам та пӗр сӑмах чӗнекенни пулмарӗ.

По крайней мере полчаса продолжалось общее молчание.

V. Таркӑн // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Ирхине, 10 сехет тӗлӗнче, вӗсем молдавансемпе украинецсем ҫурмаран пурӑнакан пӗр пысӑк яла лашасене шӑварма чарӑннӑ.

Часов в 10 утра заехали в большое, наполовину молдаванское, наполовину украинское село «напувать» лошадей.

IV. Шӑвармалли вырӑн // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

— Ырӑ сехет тӗлне пулӑр.

— В час добрый.

I. Уйӑрӑлни // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Ирхине, ултӑ сехет тӗлнелле, помещик ҫурчӗн картишӗнче труба сасси илтӗнчӗ.

Часов около пяти утра на скотном дворе экономии раздался звук трубы.

I. Уйӑрӑлни // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех