Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

алӑк сăмах пирĕн базăра пур.
алӑк (тĕпĕ: алӑк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Билетне перекенни, пуҫне чиксе, алӑк патнелле пӗрхӗнчӗ.

Тот, кто бросил билет, пригнув голову, пробирался к выходу.

Иккӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Ҫумӑр тимӗр ҫивитти юлашкисем ҫине вӗтӗ пӑрҫа пек тӑкӑнать, шӑтӑк-ҫурӑк алӑк витӗр ҫил вӗрет.

Дождь сыпал густой дробью по остаткам железа на крыше, а в щелястую дверь дул ветер.

Иккӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Ҫынсем тумтирӗсене алӑк умӗнче пӑраҫҫӗ те, вӗсем ҫинчен пӑтранчӑк шыв шапӑртатса юхать.

Люди выжимали у дверей одежду, из нее текли грязные ручьи.

Иккӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Кукша пуҫ тухрӗ те васкасах картлашка ҫинчен анчӗ, урама тухмалли алӑк умӗнче чӗри ҫӑмӑллӑнах тапса ячӗ.

Лысый вышел, поспешно спустился по лестнице и с облегчением открыл дверь на улицу.

Иккӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Питрен кӳренмелле сӑмахпа ҫапса янине тӳссе, каллех ҫак алӑк патне килсе тӑма-и?

Для того, чтобы получить в лицо удар презрительным словом и опять очутиться здесь, у подъезда?

Пӗрремӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Аялти алӑк шатлатса хупӑнчӗ.

Глухо внизу стукнула дверь.

Пӗрремӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Паян коридорпа иртсе пынӑ чух пӑхрӑм та — Панкратов, Корчагин тата палламан ҫын алӑк патӗнче тӑнине курах кайрӑм.

Сегодня иду по коридору, смотрю — стоят у двери управления делами Панкратов, Корчагин и еще незнакомый.

Пӗрремӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Вӗсем станцире ӗҫлекенсем перрон ҫине тухса ҫӳрекен алӑк патне пычӗҫ.

Они подошли к служебному проходу на перрон.

Пӗрремӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Тиртен тунӑ алӑк кармалли, вӑлах тул енчи стена, уҫӑ ҫилсемпе каҫсенчи сулхӑн ҫанталӑкран питӗ аван хӳтлӗх пулса тӑчӗ.

Кожаная занавесь заменяла наружную стену и представляла достаточную защиту от ветра и ночной прохлады.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Индеец Гленарвана алӑк патнелле илсе пычӗ.

Индеец увлёк Гленарвана к входу в рамаду.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Вара Гленарван хытӑ итлеме пуҫларӗ; алӑк хыҫӗнче аптрамалла сасӑсем илтӗнеҫҫӗ; ҫак сасӑсем ӗмӗрне ҫын ҫӳремен пушӑ сӑртсем хушшисенче ӑҫтан тухни те паллӑ мар.

Тогда Гленарван напрягал слух, стараясь уловить доносившиеся из-за двери какие-то странные звуки, неизвестно как возникшие в этих безлюдных и пустынных горах.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Павел пӗчӗк кантӑклӑ питӗрӗнчӗк алӑк патне чупса пычӗ; кантӑк витӗр темиҫе теҫетке куҫ тинкерсе пӑхать.

Павел подбежал к закрытой двери с маленьким окошком, к которому устремились десятки глаз.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Вунӑ минутран ҫӗмӗрсе тӑкнӑ кӑмака тӗпӗнче тимӗр алӑк курӑнса кайрӗ.

Через десять минут развороченная русская печь открыла железную крышку люка.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Сирӗн пеккисене пулемётпа ҫеҫ сӑтӑрса тухмалла, — чыхӑнса кайса кӑшкӑрчӗ те вӑл юлашкинчен, сцена ҫинчен чупса анса, никам ҫине пӑхмасӑрах алӑк патнелле утрӗ.

Таких только пулеметом прошить! — задыхаясь, крикнул он напоследок и, сбежав со сцены, ни на кого не глядя, направился к выходу.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Сирӗн умӑрта алӑк уҫӑ, ӗҫ сирӗнтен килет.

Двери для вас открыты, остановка только за вами.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Кӗтесре, сцена ҫине кӗмелли алӑк патӗнче, пӗр ушкӑн ҫамрӑк красноармеецсем тӑраҫҫӗ.

В углу, у входа на сцену, находилась группа молодых красноармейцев.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Каҫсерен садра, шӑп алӑк умӗнче, «максим» пулемёт хӑйӗн приемникне шӑвӑнса кӗрекен лентипе тӑрать.

Вечером в саду, перед входом, стоит настороженный «максим» со змеей-лентой, уползающей в приемник.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Тоня алӑк патне чупса кайрӗ.

Тоня побежала к двери.

Улттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Павел, хӑйне хӑй ӗненмест, кӑкӑрӗнче чӗри сиксе тухас пек тапать; вӑл Долинникӑн урайӗнче выртакан пиншакне ҫавӑрса тытрӗ те алӑк патне сирпӗнчӗ.

Не веря себе, с сердцем, готовым выпрыгнуть из груди, схватив лежавший на полу пиджак Долинника, Павел кинулся к двери.

Улттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Унтан, алӑк енне кӑтартса кӑшкӑрчӗ:

 — И, оборачиваясь к двери, закричал:

Улттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех