Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Тӗп сăмах пирĕн базăра пур.
Тӗп (тĕпĕ: тӗп) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Влаҫ — полномочисем ҫеҫ мар, халӑх умӗнчи пысӑк яваплӑх та. Паян пирӗн умра тӑракан тӗп тӗллев — ҫынсен шанӑҫне тӑрӑшуллӑ ӗҫпе тӳрре кӑларасси. Эпир халӑхшӑн ӗҫлетпӗр! Граждансен ҫивӗч ыйтӑвӗсене халӑхран уйрӑм, пӳлӗмсенче ҫеҫ ларнипе татса параймӑн. Суйлавҫӑсемпе ҫывӑхарах пулмалла, ҫынсемпе хастартарах хутшӑнмалла, вӗсене итлемелле тата илтмелле», — калаҫӑва тӑсрӗ регион Пуҫлӑхӗ.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн суйлавҫӑсен шанӑҫне тӳрре кӑлармалла // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

Пӗрлехи сасӑлав кунӗн пӗтӗмлетӗвӗсемпе ЧР Тӗп суйлав комиссийӗн ертӳҫи Александр Цветков паллаштарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн суйлавҫӑсен шанӑҫне тӳрре кӑлармалла // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

Ҫапах Чӑваш Ен тӗп хулинче унӑн малашне ҫуран кӑна ҫӳреме тивет-тӗр.

Но все же в столице Чувашии ему в дальнейшем придется ходить лишь пешком.

Прокат Грознӑя та илсе ҫитерет // Ольга ПАВЛОВА. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Чӑн та, машина хуҫисем ҫав пӗлтерӳ «скриншотне» ӳкерсе илме ӗлкӗриччен страницӑна тӗп тунӑ.

Правда, пока хозяева машины не успели сделать "скриншот" объявления, страницу удалили.

Прокат Грознӑя та илсе ҫитерет // Ольга ПАВЛОВА. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Клиентӑн транспорт хатӗрне тавӑрса парас кӑмӑл ҫуккине курса ӗненнӗ хыҫҫӑн прокатчиксем тӗп хулари полицин 3-мӗш пайне заявлени ҫырса панӑ.

После того, как прокатчики убедились, что клиент не намерен возвращать транспортное средство, оставили заявление в 3-м отделении полиции столицы.

Прокат Грознӑя та илсе ҫитерет // Ольга ПАВЛОВА. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Нумайрах ӗҫ тума пултарнин тӗп сӑлтавӗ, манӑн шухӑшпа, — чи кирлипе кирлех маррине уйӑрма пултарни.

Главная причина того, что успеваешь многое сделать, по-моему, — в том, что умеешь выделить главное от второстепенного.

«Кӗркунне ҫынна хӑйпе хӑй пулма май парать» // Роза Власова. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

«Телее, манӑн хобби тӗп ӗҫпе тӳр килет», — терӗм ӑна.

«К счастью, мое хобби совпадает с моей работой», — сказал я ему.

«Кӗркунне ҫынна хӑйпе хӑй пулма май парать» // Роза Власова. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Ҫавӑнпа тӗп шухӑшсене вырӑсла ҫырса парасшӑн.

Поэтому свои главные мысли хочу выразить на русском языке.

«Кӗркунне ҫынна хӑйпе хӑй пулма май парать» // Роза Власова. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Тӗп сӑлтавӗ — наукӑра туса пӗтермен ӗҫ питӗ нумай.

Основная причина — у меня в науке много незавершенной работы.

«Кӗркунне ҫынна хӑйпе хӑй пулма май парать» // Роза Власова. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Тӗп парнене ҫавӑн пекех Мари Эл пӑхаттирӗ Вячеслав Яшкардин /85 кг/ тивӗҫрӗ, вӑл 104,5 очко пухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тимӗр вӑййи вӑйлисем валли // Андрей ПЕТРОВ. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Апла пулин те Николай Малов пусӑм тусах палӑртрӗ: «Пирӗн тӗп ҫӗнтерӳсем — малашне-ха!»

Куҫарса пулӑш

Пулас спикер паллӑ // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Леонид Ильич тӗп хула пуҫлӑхӗ пулнӑ чухне ҫапла шӳтлеме хӑяймастчӗ-ха ӗнтӗ, халь вара юрать — ҫӗршыв парламенчӗн аялти палатин депутачӗн статусӗ ирӗклӗрех пулма май парать.

Куҫарса пулӑш

Пулас спикер паллӑ // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Тӗп доклада вара партин регион уйрӑмӗн секретарӗ Николай Малов турӗ.

Основной же доклад сделал секретарь регионального отделения партии Николай Малов.

Пулас спикер паллӑ // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Пирӗн вара хальлӗхе ку енӗпе опыт ҫукрах, ҫавӑнпа наци культура пӗрлӗхӗсен /республикӑра вӗсем 34, вӗсенчен 24-не регистрациленӗ/ ертӳҫисем хӑйсен умӗнче тӑракан ҫивӗч ыйтусен шутӗнче, тӗпрен илсен, йышпа пуҫтарӑнмалли пӳлӗм, вырӑн ҫукки, халӑхсен йӑли-йӗркине, тӑван чӗлхине упраса хӑварасси тӗп тӗллев тесе палӑртатчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрлӗхпе туслӑх: хурҫӑран та ҫирӗп, ылтӑнран та пахарах // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Мӗншӗн тесен ваккӑн сутакансен пӗр пайӗ тӗп пасара А.Николаев урамӗнчи комплексран турттарать.

Куҫарса пулӑш

Хӗл хырӑмӗ аслӑ. Пурте пахчаҫимӗҫ хатӗрлеҫҫӗ // Юрий СЕРГЕЕВ. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Гагарин урамӗнчи тӗп пасарта пахчаҫимӗҫпе сутӑ тӑвакансем йышлӑ, «Николаевскинчи» хаксенчен пысӑкрах.

Куҫарса пулӑш

Хӗл хырӑмӗ аслӑ. Пурте пахчаҫимӗҫ хатӗрлеҫҫӗ // Юрий СЕРГЕЕВ. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Тӗп хулара ял хуҫалӑх продукцине нумай лаптӑкра сутма майсем тунӑран хаксем пӗр шайрах темелле, — терӗ Фасиха Исхаковна.

Куҫарса пулӑш

Хӗл хырӑмӗ аслӑ. Пурте пахчаҫимӗҫ хатӗрлеҫҫӗ // Юрий СЕРГЕЕВ. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Шупашкар администрацийӗ ҫурла уйӑхӗн 20-мӗшӗнчен пуҫласа юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗччен тӗп хула халӑхне ял хуҫалӑх продукцийӗпе тивӗҫтерес тӗллевпе «Кӗр мӑнтӑрӗ-2016» уйӑхлӑх ирттерет.

Куҫарса пулӑш

Хӗл хырӑмӗ аслӑ. Пурте пахчаҫимӗҫ хатӗрлеҫҫӗ // Юрий СЕРГЕЕВ. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Шупашкар заливӗ юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Пӗтӗм Раҫҫейри хӑвӑрт утмалли куна уявламалли тӗп лаптӑк пулса тӑрӗ.

Куҫарса пулӑш

Шупашкар та хутшӑнать // Хыпар. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Ҫӗрулми чӑваш халӑхӗшӗн ӗлӗкех тӗп апатсенчен пӗри пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрулмине хирте хӑварас марччӗ! // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех