Шырав
Шырав ĕçĕ:
67. Унӑн ашшӗ, Захария, Таса Сывлӑшпа хӑватлӑланса пророкла каланӑ: 68. Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри мухтавлӑ: Вӑл килчӗ те Хӑйӗн халӑхне хӑтарчӗ; 69. Хӑйӗн Давид чури килӗнчен пирӗн валли хӑватлӑ Ҫӑлакана кӑларчӗ — 70. ҫакӑн ҫинчен Вӑл Хӑйӗн авалхи сӑваплӑ пророкӗсем урлӑ пӗлтернӗ, 71. пире хамӑр тӑшмансенчен, хамӑра курайман ҫынсен аллинчен хӑтарма пулнӑ; 72-73. Хӑйӗн сӑваплӑ халалне, Авраам аттемӗре тупа тунине астуса, Вӑл пирӗн аттемӗрсене ырӑлӑх тума пулнӑ: 74. эпир ӗнтӗ, тӑшмансен аллинчен хӑтӑлса, хӑрамасӑр, 75. пурӑнас кунӑмӑрсем тӑршшӗпех Уншӑн, Ун умӗнче тасалӑхпа, тӳрӗлӗхпе ӗҫлесе тӑрӑпӑр.
Лк 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Санран Ҫураласси те мухтавлӑ!
Лк 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
41. Елисавета хӑйне Мария сывлӑх суннине илтсессӗн унӑн варӗнчи ачи тӑпӑлтатса илнӗ; вара Елисавета, Таса Сывлӑшпа хӑватлӑланса, 42. хытӑ сасӑпа каланӑ: Эсӗ пур хӗрарӑмран та мухтавлӑ!
Лк 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Санпала Турӑ, Эсӗ пур хӗрарӑмран та мухтавлӑ! тенӗ.
Лк 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Аслӑ священник каллех ыйтнӑ Унран, Ӑна ҫапла каланӑ: Эсӗ Христос-и, Мухтавлӑ Турӑ Ывӑлӗ-и? тенӗ.Опять первосвященник спросил Его и сказал Ему: Ты ли Христос, Сын Благословенного?
Мк 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Давид аттемӗрӗн Ҫӳлхуҫа ячӗпе килекен патшалӑхӗ мухтавлӑ!10. благословенно грядущее во имя Господа царство отца нашего Давида!
Мк 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Умӗнчен пыракансем те, хыҫӗнчен пыракансем те ҫапла кӑшкӑрса пынӑ: осанна! Ҫӳлхуҫа ячӗпе Килекен мухтавлӑ!9. И предшествовавшие и сопровождавшие восклицали: осанна! благословен Грядущий во имя Господне!
Мк 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
37. Вӗсем Ӑна каланӑ: Эсӗ, мухтавлӑ вырӑнна ларсассӑн, пире пӗрне Хӑвӑнтан сылтӑм енне, тепӗрне сулахай енне лармалла тусамччӗ, тенӗ.
Мк 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Этем Ывӑлӗ Хӑйӗн мухтавӗпе, мӗнпур ангелӗпе пӗрле килсессӗн Хӑйӗн мухтавлӑ патша пуканӗ ҫине ларӗ, 32. Ун умне вара пур халӑхсем те пухӑнӗҫ; Вӑл вӗсене пӗр-пӗринчен кӗтӳҫӗ сурӑхсене качакасенчен уйӑрнӑ пек уйӑрӗ; 33. сурӑхӗсене Хӑйӗн сылтӑм енне, качакисене сулахай енне тӑратӗ.
Мф 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
39. Калатӑп сире: хӑвӑр: «Ҫӳлхуҫа ячӗпе Килекен мухтавлӑ!» тесе кӑшкӑрас кун ҫитиччен текех Мана кураймӑр, тенӗ.
Мф 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫӳлхуҫа ячӗпе Килекен мухтавлӑ!
Мф 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
50. Санӑн мухтавлӑ хӑвату, ху ҫине янӑ шӑрӑх ҫитсессӗн, чечек типнӗ пекех типсе ларӗ.50. И слава могущества твоего засохнет, как цвет, когда настанет зной, посланный на тебя.
3 Езд 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
36. Эпир, саккуна йышӑннисем, ҫылӑха кӗнипе пӗтетпӗр, саккуна йышӑннӑ чӗремӗр те ҫавӑн пекех пӗтет; 37. анчах саккун пӗтмест, вӑл ӗмӗрлӗхех мухтавлӑ, терӗм.
3 Езд 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Вара чӗлхе-ҫӑварӑм уҫӑлчӗ те, эпӗ Ҫӳлти Турӑ умӗнче калаҫма тытӑнтӑм, ҫапла каларӑм: 29. эй Ҫӳлхуҫамӑм! пире Хӑвна кӑтартса, Эсӗ пирӗн аттемӗрсене, вӗсем Египетран тухсан, ҫын ҫӳремен пулӑхсӑр пушхирте курӑннӑ, 30. вара каланӑ: «итле Мана, Израиль, тӑнла Манӑн сӑмахӑма, Иаков вӑрлӑхӗ. 31. Акӑ Эпӗ сирӗн чун-чӗрене Хамӑн саккунӑма акатӑп, вӑл сирӗнте ҫимӗҫ кӳрӗ те, эсир унпа ӗмӗрех мухтавлӑ пулатӑр» тенӗ.
3 Езд 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Израиле Ҫӑлакан ӗмӗр-ӗмӗрех мухтавлӑ!
3 Мак 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Вӗсене пахон уйӑхӗн ҫирӗм пиллӗкмӗш кунӗнчен пуҫласа епиф уйӑхӗн тӑваттӑмӗш кунӗччен, хӗрӗх кун хушшинче, шута илсе ҫырса тухнӑ пулнӑ; пӗтерессе вара вӗсене епиф уйӑхӗн пиллӗкмӗш кунӗнчен пуҫласа ҫиччӗмӗшӗччен, виҫӗ кун хушшинче, пӗтерсе пӑрахма палӑртнӑ; ҫав кунсенче ӗнтӗ пуринӗн те Патши мухтавлӑ майпа Хӑйӗн ырӑлӑхне кӑтартнӑ: вӗсене чӗррӗн-сыввӑн ҫӑлса хӑварнӑ.
3 Мак 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Патша та, ҫак сӑлтавпа пысӑк ӗҫкӗ пухса, иудейсене мухтавлӑ та чаплӑ ҫӑлӑнӑҫ панӑшӑн тӳпене тав тунӑ.
3 Мак 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Вара мухтавӗпе аслӑ Пурне те Тытса Тӑракан тата чӑн Турӑ, Хӑйӗн сӑваплӑ сӑнне кӑтартса, тӳпе хапхине уҫса янӑ та, ҫавӑнтан мухтавлӑ та хӑрушӑ икӗ Ангел аннӑ; иудейсемсӗр пуҫне вӗсем ыттисене пурне те курӑнса тӑнӑ.
3 Мак 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Эпир ҫапла пӗтсе ҫитнӗ вӑхӑтра ҫак пуҫтах усал ҫын ҫӗр ҫинче Санӑн мухтавлӑ ятна халалланӑ ҫак сӑваплӑ вырӑна мӑшкӑллама сӗмсӗрленет.
3 Мак 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Эсӗ — вӗҫсӗр-хӗрсӗр, виҫсе тухма ҫук ҫӗре пултарнӑ Патша, нимӗн ҫитменнине те пӗлменскерӗ — ҫакӑ хулана суйласа илнӗ, Хӑвӑн мухтавушӑн ҫакӑ вырӑна тасалӑх тивлечӗ кӳнӗ, ҫавӑнта тӗлӗнмелле чаплӑн курӑнса, Эсӗ ӑна мухтава кӑларнӑ, ҫапла Хӑвӑн аслӑ та хисепе тивӗҫлӗ ятна мухтавлӑ тунӑ.
3 Мак 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.